«Хĕрарăмшăн кил ăшши пĕлтерĕшлĕ пулмалла»

17 Авг, 2015

«Сăпка сиктерекен алă тĕнчепе хуçаланать», - тенĕ иртнĕ ĕмĕрте пурăннă Америка çыравçи Петер де Вриес хĕрарăм пурнăç тыткăчи иккенне палăртса. Эпир паян вулакана паллаштарас текен хĕрарăм та - тĕлĕнмелле çын. ЧР Прокуратурин пысăк управленине - федераци саккунĕсем еплерех пурнăçланнине тĕрĕслекеннине - ертсе пынă хушăрах вăл тăватă ача ÿстерет. Пысăк икĕ тивĕçе юстици советникĕ еплерех пурнăçлать-ши? Мĕнле шайлаштарать-ши? Çак тата ытти ыйтусемпе чăрмантартăмăр та Ирина Репкинăна.

- Сирĕн управлени çав тери пысăк. Судпа тата следствипе, çул çитменнисемпе çыхăннă ыйтусем çеç пырса тивмеççĕ сире.

- Çапла. Пин-пин саккун. Вĕсене еплерех пăхăннине прокуратура тĕрĕслесе тăрать. Ĕçпе, çурт-йĕрпе, суд приставĕсемпе, бюджетпа, предпринимательсемпе, оборонăпа промышленноç комплексĕпе, граждансен социаллă прависене хÿтĕлессипе, сусăрсемпе, экологипе тата нумай енпе çыхăннă ыйтусене пĕтĕмпех пирĕн управлени тĕрĕслесе тăрать. Тепĕр чухне генеральнăй прокуратура хăш ыйту çине ытларах пусăм тума сĕннине шута илетпĕр. Чылай чухне статистикăна пăхатпăр. Вăл та хăш енĕпе туртăнмаллине аван кăтартать. Сăмахран, ĕç укçи вăхăтра тÿлессине куçран вĕçертместпĕр. Апла пулин те çурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ĕç укçи 21 миллион тенкĕ парса пĕтермен-ха. Предприятисенчен 10-12-шĕ уйăхран уйăха парăмлă куçать.

- Пирĕн республикăшăн 21 миллон сахал мар-тăр?

- Çапла. Парăм татах ÿсесрен сыхлансах ертÿçĕсемпе ĕçлеме тăрăшатпăр. Шалу 2 уйăх тÿлеменни те уголовлă ĕç пуçармалли сăлтав-çке. Следстви комитечĕн ĕçченĕсемпе вара чылайăшĕ тĕл пуласшăн мар - çавăнпах лару-тăруран тухмалли тĕрлĕ май шырать.

- Сирĕн ĕç нумай енлĕ. Хăшĕнпе ытларах ĕçлеме тивет?

- Граждансен ыйтăвĕсемпе. Вĕсем вара сахал мар. Утă уйăхĕнче кăна 685 ыйту çырнă. Вĕсене тишкерсен пирĕн общество мĕнпе чирлине, унăн мĕн ыратнине тÿрех тавçăрма пулать. Паянхи куна коммуналлă хуçалăхпа çыхăннă ыйтусем чи малта. Тарифсем çулсерен, тепĕр чухне çулталăкра иккĕ те ÿсеççĕ. Çакă çынсене пăшăрхантарать. Чылай чухне квитанцисенче палăртнă тÿлев виçерен иртнĕн туйăннине пĕлтереççĕ. Кун пек чухне ертсе пыракан компанисене тĕрĕслетпĕр. Вĕсем тарифсене хăйсенни пек - нормăран ытларах - палăртнă тĕслĕхсем те пулаççĕ.

Патшалăх инспекцийĕпе тачă çыхăнура ĕçлетпĕр пулин те вĕсем те тивĕçĕсене пур чухне те тÿрĕ чунпа пурнăçламаççĕ. Çавăнпах кăçал кăна вĕсен ячĕпе 5 представлени çырма тиврĕ. Ку нумай шутланать. Вĕсем те пăхăнмасан ыттисем те йĕркене пăсма тытăнаççĕ. Паллах, нормăсем тăтăшах улшăннăран пĕрмаях вĕренме тивет. Эпир те çĕнĕлĕхсемпе паллашсах пыратпăр. Çавăнпах ку ыйтусенче граждансен юххине тытса чарма çăмăл мар.

Нумаях пулмасть тепĕр çĕнĕлĕх вăй илчĕ - ертсе пыракан компанисен халĕ ĕçлес тесен ятарлă лицензи пулмалла. Чылайăшĕ ăна илейменнипе çуртсем хуçасăр тăрса юлчĕç. Ку ыйтăва та татмалла.

- Çуртсене тĕпрен юсас тĕлĕшпе пухакан укçа пирки те чылай çăхав килет пулĕ?

- Çур çулхи кăтарту халăхăн 54 проценчĕ çеç тÿленине кăтартса пачĕ. Ыттисем хальлĕхе шухăшлаççĕ-ха. Анчах та вăхăт çитĕ: капиталлă юсав фончĕн парăмрисенчен укçа шыраса илессишĕн суда кайма тивĕ. Ун чухне вара граждансен тÿлемех тивĕ.

- Ку ыйтусем ытларах хулара пурăнакансене пырса тивеççĕ. Ялтисене мĕн канăçсăрлантарать-ши?

- Çĕр ыйтăвĕ. Çивĕчлĕхĕпе иккĕмĕш вырăнта тăрать темелле. Хуçасăррисем нумай. Çавăнпах муниципалитетсене кун пек çĕр лаптăкĕсене тупса палăртма, вĕсен хуçисене шырама ыйтатпăр. Пысăк лаптăксене çеç мар, килти хуçалăхрисене те пырса тивет ку. Ялсенче те официаллă майпа çирĕплетмен пахчасем пур. Çавăнпах кÿршĕсем хушшинче тепĕр чухне тавлашуллă самантсем сиксе тухаççĕ те. Чылайăшĕ чикĕ пайламасть - çĕршĕн çапăçать. Унчченхи хуçалăх кĕнекисем текех çĕр лаптăкĕн хуçине палăртакан документ шутланмаççĕ. Межевани тумалла. Унта чикĕн кашни кĕтесси паллă. Темшĕн тата çĕр пайлайманнисем Етĕрне районĕнче ытларах.

- Кăнтăр районĕсенче кÿршĕсем çĕр пайлайманнине илтмен. Пачах тепĕр май, пушă çурт та сахал мар унта, мăян çеç кашласа ларать.

- Çумкурăклă лаптăксене сахаллатасси те - çивĕч ыйтусенчен пĕри. Вăхăт иртнĕçемĕн хуларан аяккарах вырнаçнă районсенче те пушă çĕрсем сахалланассăн туйăнать. Хулара тарифсем ÿссех пыраççĕ. Çакăн пекех пулсан çынсем ялалла туртăнма пуçлаççĕ-тĕр. Пушшех те патшалăх шăпах ялта тĕпленекен çамрăксене пулăшать.

* * *

- Ĕç пирки чарăнмасăр калаçма пултаратăр ахăр. Хăвăрпа та çывăхрах паллашас килет. Çав вăхăтрах эсир - тăватă ача амăшĕ. Ĕçре тепĕр чухне çĕрлечченех тытăнса тăма тивет. Епле шайлаштаратăр?

- Пĕрремĕшне çуратнă хыççăнах йывăрлăхсене туймастăм-ха, анчах ача час-часах пĕччен юлатчĕ. Командировкăсене, тĕрлĕ вĕренĕве çÿреме тиветчĕ. 3 эрне те курмастăм хĕрĕме. Е мăшăрпа, е атте-аннепе юлатчĕ Александра. Кайран хамăра ятăн хваттер туянтăмăр. Иккĕмĕшне - Валентин ывăла - çуратрăм. Амăшĕн капиталне пама тытăнчĕç.

Ĕçлеме тытăнни вунă çул çитсен хĕрарăмшăн пĕрремĕш вырăнта ĕç мар, ачасем иккенне ăнлантăм. Çамрăк чухне вара карьере тума ăнтăлаттăм, чи кирли - килти хăтлăх - иккенне чухламастăм. Килте ăшă та канлĕ пулсан, ыттине пĕтĕмпех тума, çĕнтерме, парăнтарма пулать иккен. Ĕçри лару-тăру та çурт алăкне уçса кĕрсенех манăçать. Тĕрĕссипе, вăл йывăрлăхсене пÿлĕмрех хăварма пĕлмелле. Вĕренмелле. Унсăрăн çывăраймастăн, тарăхатăн, вĕчĕрхенетĕн - çакă пĕтĕмпех ачасене куçать. Эпĕ те, тавах, пурнăçра ачасем тĕп вырăнта иккенне ăша хывма пултартăм. Ун хыççăн çине-çинех Евгений тата Валерия çут тĕнчене килчĕç. Халĕ асли - вунтăваттăра, кĕçĕнни - иккĕре. Ĕçе ака уйăхĕнче таврăнтăм. Малтанхисемпе 8 уйăх çеç ларнă тăк, кĕçĕннипе чылай нумайрах пултăм отпускра.

Прокуратурăра ĕçлеме çăмăл мар. Кунта чăтăмлă пулмалла. Пуçлăхсем куллен асăрхаттарнине йышăнма пĕлмелле. Çапах та тем тесен те, пурнăç никĕсĕ - юрату. Ачасенчен пыракан юрату ăш-чике тултарать те чăрмавсене те, йывăрлăхсене те туймастăн - кулленхи ыйту пек ирттеретĕн. Килте кĕтнине, унта пачах урăх атмосфера иккенне пĕлетĕн. Шăпах килте кĕтекен чунсем мана хĕрарăма çавăраççĕ. Прокуратурăра хĕрарăм е арçын çук теççĕ вĕт. Çаплах пулĕ. Кунта - прокурорсем. Эпĕ вара - хĕрарăм, анне. Шăпах - ачасене пула. Кайран тин - ытти.

- Эппин, эсир килте çирĕп те хаяр хĕрарăм мар?

- Ачасем пуç çине те хăпарса йăраланаççĕ. Тепĕр чухне упăшка та «Чаратăн-и е çук-и?» - тет. Пĕри асăрхаттарни те çителĕклĕ-çке. Вăл çирĕп сасăпа каланă чухне манăн мĕншĕн хутшăнас? Паллах, вĕрентмелле, тивĕçлĕ воспитани памалла ачасене. Кашни хăйне майлă иккенне те манмалла мар. Çав вăхăтрах тĕп тĕслĕх - ашшĕ-амăшĕ. Çакна шута илсех чи малтан хамăрăн йĕркеллĕ пулмалла. Кĕçĕннисем вара аслисене пăхаççĕ. Çавăнпах пĕрремĕшне уйрăмах тĕрĕс ÿстермелле. Çакă вĕсен хăтланăвĕнчен паллă. Кăмăлĕпе пачах расна пулсан та калаçас, вăрçăнас йăли - пĕрешкел.

- Ачасене ĕмĕртен пĕремĕкпе тата хулăпа ÿстерме вĕрентнĕ. Паян вара «хулăпа юрамасть» теççĕ.

- Психологи тĕлĕшĕнчен тĕрĕс мар шутланать çакă. Чи малтанах ачасене юратмалла тесе шухăшлатăп. Çав вăхăтрах лару-тăрăва алла илмелле. Шăпăрлан ăнлантарнине пуçне чикмест тĕк - урăх мел шырамалла. Паянхи ачасемшĕн компьютер умне ларма чарни те витĕмлĕ. Ку вĕсемшĕн - асап.

- Сирĕн мăшăр Михаил Валерьевич та юрист. Çавăнпах пĕр-пĕрне ăнланма çăмăл пулĕ?

- Командировкăсем, канашлусем, дежурствăсем те пур. Анчах ăнланманлăх нихăçан та пулман. Ун вырăнĕнче пĕр-пĕр урăх арçын çакна чăтаймастчĕ-тĕр. Пирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ темелле, ĕçе пула çемье арканас патне çитмен. Чылайăшĕн паян çапла пулса тухать-çке. Пĕр-пĕрне ăнланма пĕлетпĕр эпир. Эпĕ ăна парнепе савăнтарнă вăхăтра вăл ман валли туянманни те хирĕçÿ сăлтавĕ мар. «Эпĕ ытларах ĕçлесе илетĕп, çавăнпах килти ĕçсене эсĕ ту», - тени те çук. Кам мĕн пултарать-ĕлкĕрет - çавна пурнăçлать. Чи кирли укçа-тенкĕ мар, хутшăну. Çирĕп те шанчăклă хутшăну. Чунпа чĕре пулмасан çемье механизма çаврăнать. Тимĕр-тăмăр вара час-часах тутăхать. Тÿрлетни пачах урăхла ĕçлет, часах каллех ванма пултарать. Камăн тÿрлетмелле? Каллех хамăрăн. Вăл вара малтанхине çитеймест.

Эпир мăшăрпа ЧПУн юридици факультетĕнче паллашнă. Эпĕ унта вĕренме кĕни те кăсăклă. Шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ эпĕ. Çакă ĕмĕтленнĕ профессие вĕренме çителĕклĕ пулĕ теттĕм. Анчах та историпе экзаменра «2» паллă тивĕçни чăрмантарчĕ. Иккĕмĕш çулхине те куçăмсăр майпа çеç кĕрейрĕм. Анчах ыттисемпе танах куллен вĕренме çÿрерĕм. Çулталăкран икĕ ушкăнпа та экзамен тытрăм. Хамăн çирĕп кăмăла пулах иккĕмĕш курса куçăмлă майпа вĕренме илчĕç. Мăшăр манран тăватă çул аслă. Виççĕмĕш курсра пĕрлешрĕмĕр. Анчах малтанах иксĕмĕрĕн те вĕренсе тухса ĕçе вырнаçмаллине ăнланнăранах ача çуратма васкамарăмăр. Ĕçе килнĕ чухне те ЧР прокурорĕ, эпĕ çемьеллĕ пулнине шута илсе, услови лартрĕ - малтан пĕрер çул кăштах ĕçлемелле. Эпĕ тата 2 çул ача çуратмасса шантартăм. Сăмаха тытрăм.

- Тавах калаçушăн.

Татьяна НАУМОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.