- Чăвашла верси
- Русская версия
Анăçра пирĕн пирки халĕ те çĕр хăвăлĕнче пурăнаççĕ тесе шухăшлаççĕ
Мускав. Çурла уйăхĕн 10-мĕшĕ. INTERFAX.RU - Дипломати ведомствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Мария Захаровăна Раççей ют çĕршыв министерствин официаллă представительне çирĕплетнĕ. Юрĕ-ха тейĕпĕр, министерствăсенче те, ытти çĕрти пекех, кадрсем улшăнаççĕ. Анчах та çĕршывăн тулаш политикин ведомствин официаллă представителĕ халиччен хĕрарăм пулман. Çавăнпах Мария Захарова çинчен ытларах пĕлес килчĕ.
Мария Захарова асăннă ведомствăра - çĕнĕ çын мар. МИД Информаципе пичет департаменчĕн пуçлăхне çирĕплетиччен вăл министерствăн пресс-службин пуçлăхĕн заместителĕ пулнă.
1998 çулта Мария МГИМО халăхсен хушшинчи информацин факультетĕнчен халăхсен хушшинчи ыйтусене çутатакан журналист профессине вĕренсе тухнă. Акăлчанла тата китайла ирĕклĕнех калаçать. Дипломати пĕрремĕш класс советникĕ.
Университетран вĕренсе тухсанах Раççей МИД тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă. "Дипломатический вестник" журнал редакторĕ пулнă. Информаци тата пичет департаменчĕн МИХсен оперативлă мониторингĕн пай пуçлăхĕнче ĕçленĕ. 2005-2008 çулсенче ПНОн Нью-Йоркри Раççейĕн представительствин пресс-службине ертсе пынă. 2008-2011 çулсенче министерствăн тĕп аппаратĕнче тĕрлĕ должноçра вăй хунă.
2011 çулта ăна Информаци тата пичет департаменчĕн ертÿçи пулма шаннă.
Захарова - истори наукисен кандидачĕ, Раççейĕн Тулаш тата оборона канашĕн членĕ. Çак должноçре ун умĕн Виталий Чуркин, Сергей Ястржембский, Григорий Карасин, Александр Яковенко ĕçленĕ.
Захаровăна халăх телешоусене хастар хутшăннинчен те пĕлет: "Структура момента", "Время покажет", "Вечер с Владимиром Соловьевым", "Специальный корреспондент" тата ыттисем.
Захарова Департаментăн ертÿçин çумĕнче ĕçленĕ чухне РФ МИД тытăмĕ социаллă сетьсенче хастарлăхпа палăрнă. Калăпăр, асăннă министерствăн Twitter, Facebook, Instagram, "Вконтакте" сетьсенче хăйĕн страницисем уçăлнă.
"Ĕçтешсем пире ăнланмастчĕç" е "цифрăллă дипломати"
Раççей МИД страници Facebook сетĕнче икĕ çул тытăнса тăнă. Европăри асăннă йышши министерствăсен страницисен хушшинче вăл чи паллă аккаунт пулнă. Хакерсем тулаш политика ведомствин сайтне урса кайса тапăннине вулакан астăвать-тĕр. Çак вăхăтра çÿлерех асăннă страница ведомствăн альтернативлă кăна мар, официаллă информаци пĕртен-пĕр çăлкуçĕ пулса тăнă.
"Лента.ру" Мария Захаровăран хĕр Департамент ертÿçин çумĕнче ĕçленĕ тапхăрта интервью илнĕ.
- Facebook сетьре сирĕн 2500 юлташ тата 9000 подписчик. Вĕсен йышĕнче - халăхсен хушшинчи ыйтусене çутатакан журналистсем. Çапла майпа эсир нумай çыншăн министерствăри иккĕмĕш çынна çаврăнтăр. Хăвăр çакна туятăр-и?
- Çук, эпĕ сирĕнпе килĕшместĕп. Эсир палăртнă йыш - Интернетра вăхăт ирттерекен çамрăксем. Политологсемпе экспертсемшĕн çапах та радио, телекурав пĕлтерĕшлĕрех, Интернет мар. Раççей дипломатийĕ те вĕсемшĕн министрпа, унăн заместителĕсемпе, çĕршыв элчисемпе çыхăннă. Пирĕн официаллă представительсем тата? Вĕсем наци геройĕсене çаврăнчĕç темелле. Виталий Чуркина акă мĕнле юратать халăх! Çав вăхăтрах эпир чăнах та Интернет анлăшне тухрăмăр. Унта çынсемпе вĕсем ăнланакан чĕлхепе калаçатпăр.
- Сăнран паллаççĕ-и сире урамра?
- Телее, çук. Нумай чухне кампа та пулин пăтраштараççĕ. Е ку чăнласах эпĕ пулнине ĕненмеççĕ. Кун пекки аэропортра тăтăшрах пулса иртет. Паспорта тинкереççĕ те: "Çук, ку эсир мар", - теççĕ. Çавăнпа та эпĕ юлашки вăхăтра хампа пĕрле темиçе удостоверени чиксе çÿретĕп - ку чăнласах эпĕ пулнине ĕнентерме.
- РФ Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствин Facebook сетьри акккаунчĕн 208 пин подписчик. Нумай-и ку е сахал-и?
- Начар мар ку. Ытти çĕршывсеннипе танлаштарсан, пирĕн йăлтах лайăх. Эпир нумайăшĕнчен малта пыратпăр, Европăра вара - пĕрремĕш вырăнта. Çав вăхăтрах Америкăн Пакистанри посольствин - икĕ миллион подписчик. Хамăра тÿрре кăларса çакна кăна калама пултаратпăр - эпир страницăна икĕ çул каялла тата хамăр вăйпа кăна уçнă, бюджет укçи-тенкине пĕр пус та тăкакламасăр. Пушшех те, тĕслĕх вырăнне те нимĕн те пулман пирĕн. Анăçри вариантсем тивĕçтермерĕç. Çапла питĕ хăйне евĕрлĕ çимĕç пулса тухрĕ. Чăн та, ырлакан та, хурлакан та тупăнчĕ. Эпир пурне те тав тăватпăр - аталанма кăна пулăшрĕ ку.
- Хурлаканĕсем камсемччĕ вара? Айккинчи вăйсем е дипломатсем-и?
- Ĕçтешсем малтанах эпир мĕн ĕçленине ăнланмастчĕç-ха. Дипломати классика варианчĕ пачах урăхла-çке - кулуарти калаçу, хупă алăк хыçĕнчи канашлу... Пирĕн эксперимент пуçлансан малтанах ăнланмарĕç - мĕн тума кирлĕ ку тата мĕнле аталантармалла ăна? Хурлакансем вара шăпах Интернетраччĕ. Эпир вĕсемпе хăш чухне килĕшеттĕмĕр, хăш чухне - çук.
Раççейре ку енĕпе эпир пионер пулнă тесен те юрать. Пирĕн патшалăх органĕсем Интернетра хальлĕхе хастарлăхпа палăрмаççĕ.
Ют çĕршывра лару-тăру пачах урăхла. Халĕ уйрăм термин та - "цифрăллă дипломати" - çуралчĕ. Евросоюз, Тухăç, Ази патшалăхĕсем хастар ĕçлеççĕ.
- Подписчиксен хушшинче кам ытларах - Раççей çыннисем-и е ют çĕршывран-и?
- Калаймастăп.
- Хăшĕ-пĕри каланине хурататăр та пулĕ-ха?
- Усал сăмахсене тата ылханнине. Ыттисене хăваратăп - кашни çыннăн хăйĕн шухăшĕ. Пуçламăш утăмсем тăвакан политологсем пире хăйсен статйисене ярса параççĕ - страницăра вырнаçтармашкăн.
- Сирĕн аккаунт майĕпен палăрса пынă-и е эсир пĕррехинче сенсаци пичетленине пула чапа тухнă-и?
- Çук, йăлтах майĕпен пулса пынă.
МИД сайчĕпе те çаплах. Чăн та, пĕр вăхăт питĕ чапа тухрĕ вăл. Крым Раççейпе пĕрлешесси пирки референдум пынă вăхăтра пулчĕ ку. Шăпах çав вăхăтра МИД сайтне хакерсем тапăнчĕç. Çак самантра Facebook çăлса хăварчĕ - официаллă информацие ун урлă çитертĕмĕр халăх патне. МИХсем те пирĕн енне çаврăнчĕç, Facebook сетĕнчи МИД страницине уçса пăхма сĕнетчĕç.
- Анăçри политиксем çакăн пек чĕлхепе хутшăнаççĕ-и халăхпа?
- Паллах. Карл Бильд МИД экс-министрĕ /Швеци/ тата Радослав Сикорский МИД экс-ертÿçи /Польша/. Ведомство ертÿçи пулнă чухнех вĕсем блогерсемпе хутшăнатчĕç. Чăн та, вĕсем пире ĕç кăна хушса паратчĕç, мĕншĕн тесен нумай япала пирки суя информаци саратчĕç.
Элчĕсен хастарлăхне палăртас килет ку енĕпе. Анчах та вĕсем хăйсен шухăшне палăртмаççĕ, экспертсем пек пĕтĕмлетеççĕ кăна.
- Дипломатсем пирки сăмах хускалнă чух вĕсенчен пĕрин çинчен сăмах хускатмасăр иртме май çуках. Джен Псаки...
- А, эпĕ Макфол çинчен тесе! Вăт вăл виртуозчĕ! Ĕçĕ курăнмастчĕ, анчах та Интернетра унран паллă дипломат çукчĕ.
- Анчах та вăл Раççее килсен хăй пирки "эпĕ штатри дипломат мар" тетчĕ-çке?
- Вăл професси пĕлĕвĕ илнĕ е çук-и - пĕлтерĕшлĕ мар ку. Посольство ертÿçине профессионал мара лартасси тĕнчипех сарăлнă. Сăмахран, Полад Бюльбюльоглы - Азербайджанăн Мускаври диппредставительствин ертÿçи, Шарль Азнавур - Арменин Швейцарири посолĕ. Макфол та - официаллă элчĕ. Апла тăк унăн хăйĕн шухăшĕсене мар, çĕршыв политикине çитермелле ыттисен патне. Эпир вара Макфол-çынна, Макфол-блогера куртăмăр, анчах Макфол элче мар. Икĕ енлĕ хутшăнусене аталантарасси унăн планĕнче пулман та ахăр.
- Псаки патнех таврăнар-ха. Эсир унпа çывăх хутшăнса курнă вĕт...
- Маншăн вăл - хăйĕн должноçне йышăнакан çын кăна. Ăна валли сăмахсем ятарлă ушкăн çырать вĕт. Эпир трибуна çинчен илтекен сăмахсем хăть мĕнле кулăшла янăраччăр - унăн вĕсене вуламаллах.
- Анăç Раççее ăнланас тесе мĕн те пулин тăвать-и, мĕнле шухăшлатăр?
- Пурне те пĕр виçепе виçмелле мар. Хăшĕ-пĕри пире ăнланма тăрăшать, эпир вĕсемпе ĕçлеме яланах хатĕр. Вĕсем кайран пирĕн çинчен лайăххине кăна калассине пĕлтермест ку, анчах объективлă пулма тăрăшаççĕ хăть - çакă паха. Анчах та кун пеккисем сахал. "Кун пеккисен" йышне çĕнĕ хыпарсен агентствисен журналисчĕсене кăна кĕртме пулать. Вăт АПШ тата Европа МИХĕсенче ĕçлекенсем - чăн инкек. Вĕсемшĕн Раççее ăнланас тени кăсăклă та мар курăнать.
Сочире иртнĕ Олимпиада тата 1980 çулта Мускавра иртнĕ Олимпиада çинчен Анăç хаçачĕсем çырнă статьясене вулатăн та шалт тĕлĕнетĕн - нимĕн те улшăнман! 35 çул иртмен те темелле! "Мускав" сăмаха "Сочипе" ылмаштарнă кăна. Пирĕн вара çак вăхăтра çĕршывĕ те, тытăмĕ те, çыннисем те пачах улшăннă-çке. Вĕсем вара çав клишесемпех усă кураççĕ, япăххине кăна асăрхаççĕ. Паллах, татса паман ыйтусем пирĕн те пур. Анчах ырă улшăнусене асăрхамасăр епле иртĕн-ха?
- Мĕнле те пулин кĕрешме пулать-и вара çакăнпа?
- Мĕншĕн? Малалла аталанмалла пирĕн, пурăнмалла. "Пасар шăв-шавĕ" таран анса лармасăр, вĕсем пирĕн çинчен мĕн шухăшлани пирки пуçа ыраттармасăр. Анăç МИХĕсене ĕненес тĕк, эпир паян та çĕр хăвăлĕнче тенĕ пек пурăнатпăр иккен. Эпĕ тĕрлĕ çĕрте, тĕрлĕ çĕршывра пулса курнă. Ĕненĕр - чăнах та питĕ йывăр пурăнакансем пур. Вĕсемпе танлаштарсан пирĕн питĕ начарах темелле мар. Чи кирли - аталанмалла.
- Хăвăр ĕçре мĕн чи кăткăсси тесе шухăшлатăр?
- Вăхăт çитменни.
- Пушă вăхăт-и?
- Çук, ахаль вăхăт. Пушă вăхăт çинчен эпĕ тахçанах манса кайнă. Тепĕр чухне талăка кăшт сарас, пĕрер сехет те пулин хушас килет. Тен, сехет йĕппин хăвăртлăхне чакармалла? Мĕн те пулин тумаллах, унсăрăн талăкри 24 сехетре нимĕн туса та ĕлкĕрме çук.
Комментировать