Çурт-йĕр çавăрма, сад ĕрчетме

14 Авг, 2015

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев июльти Координаци Канашĕнче çакна палăртнă: «Çемьесем ыранхи куна шанса, патшалăх пулăшăвне туйса тăмалла».

Çĕршывра, республикăра демографи лару-тăрăвне лайăхлатма тытăнни нумай ачаллă çемьесене амăшĕн капиталне /икĕ е ытларах ача çуратнăшăн/, социаллă пулăшусем панипе /çамрăк çемьесене çăмăллăхпа ипотека кредичĕ, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма социаллă тÿлев, çĕр уйăрни тата ытти те/ çыхăннă.

Республикăра «Нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси» саккун хута кайнăранпа тăваттăмĕш çул. Виççĕ е ытларах ачаллă çемьесем уйрăм çурт-йĕр çавăрма, хушма хуçалăх аталантарма, дача тума çĕре харпăрлăха тÿлевсĕр илеççĕ. Çакă республикăра мĕнле пурнăçланса пырать-ха?

2015 çулхи август уйăхĕ тĕлне республикăра çĕр илме тивĕçлĕ 6242 çемьене шута илнĕ. Нумай ачаллă кашни иккĕмĕш çемье çĕрлĕ пуласшăн /ЧР Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерстви пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи август уйăхĕ тĕлне Чăваш Енре нумай ачаллă 10539 çемье шутланать/. 2011 çултанпа тÿлевсĕр çĕр илме 3450 çемье кăна сертификата тивĕçнĕ. Çав шутра ăна 2183-шĕ - пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма, 1217-шĕ - хушма хуçалăх аталантарма, 50-шĕ дача валли илме кăмăл тунă.

Пĕтĕмĕшле вĕсене республикăра 411 гектар çĕр уйăрнă. Ăна 2973 çемье харпăрлăха регистрациленĕ /çĕр илнисен 86 проценчĕ/. Хальхи вăхăтра нумай ачаллă çемьесене пама татах 3922 лаптăк йĕркеленĕ /пурĕ 514 гектар/.

Улатăр, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă районĕсенче çак ыйтăва туллин татса панă. Пăрачкав /95 процент/, Етĕрне /93/, Куславкка /88/, Йĕпреç /86/, Красноармейски /83/ районĕсенче те ку енĕпе лайăх ĕçлесе пыраççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.