Уявра та ĕç пиркиех...

11 Авг, 2015

Иртнĕ шăматкун Канаш тăрăхĕнче пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртрĕç: Канаш хăйĕн 90 çулхи юбилейне паллă турĕ, Шăхасан салинче Ял уявĕ пулчĕ. Паллă самантсене халăхпа пĕрле ирттерме Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев, РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Раççей Федерацийĕн Геройĕ, Чăваш Республикин, Шупашкар хулин тата Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ, авиацин генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, федерацин Травматологи, ортопедипе эндопротезировани центрĕн тĕп врачĕ Николай Николаев хутшăнчĕç.

Канаш уявĕ Физкультурник кунĕнче иртнĕ май Михаил Васильевичпа унпа пĕрле килнĕ яваплă çынсем хулари «Локомотив» стадиона та кĕрсе тухрĕç. Кунта шăпах «Сывă ÿтре - сывă чун» спорт уявĕ пыратчĕ.

Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕ Людмила Иванова палăртнă тăрăх - Канашран паллă спортсмен чылай тухнă. Çавăнпа пĕрлех çемье спорчĕ те вăй илсе пырать хулара. Физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен центра хута янăранпа халăх спорт енне туртăнни палăрмаллах сисĕнет. Людмила Петровна хăйсем çакăнпа çеç лăпланса ларасшăн маррине, малашнехи тĕллевсем çинчен пĕлтерчĕ. Çав шутра стадиона та хальхи вăхăт ыйтнă шая çĕклес шухăш-кăмăллă пулнине палăртрĕ.

Михаил Игнатьев хула çыннисене уявсемпе саламланă май стадион пуласлăхĕ пирки те чарăнса тăчĕ. Çитес вăхăтрах унăн уйне искусствăлла майпа хатĕрленĕ материалпа витесси, вара кунта çанталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те тренировкăсем, спорт вăййисем ирттерме май пуласси çинчен каларĕ.

Вадим Николаев та, Николай Гаврилов та спорт уявне пуçтарăннисене ăшшăн саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Çак уяв кунĕнчех хулари Карл Маркспа Александр Пушкин урамĕсем хĕресленнă вырăнта тепĕр кăмăллă мероприяти иртрĕ: Вут-çулăмпа кĕрешекенсен скверĕ уçăлчĕ. Ăна уçас ыйту иртнĕ çул хускалнă иккен. Пархатарлă шухăша влаçрисем те, вырăнта пурăнакансем те, депутатсем те ырласа йышăннă. Çак ĕçе пурнăçлама хула бюджетĕнчен 800 пин тенкĕ уйăрнă.

Çĕнĕ скверти тĕп вырăнта - 1984 çулта кăларнă «Урал» автомобиль. Хăй вăхăтĕнче шăпах çак машина пушар алхаснă темиçе объекта, çурта, хуралтăна çăлса хăварма хутшăннă, малашне те «ĕçсĕр» лармĕ вăл - çынсене вут-çăлăмпа асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтерсе тăрĕ.

Михаил Игнатьев çĕнĕ сквер уçăлнă ятпа саламланă май вут-çулăмпа кĕрешекенсен умĕнче хăй пуç тайнине палăртрĕ, вырăнти пушар чаçне çĕнĕ автомобиль уççине пачĕ. Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов сквера хăтлăлатас ĕç çакăнпа çеç чарăнса ларманнине палăртрĕ. Кăçалхи октябрь уйăхĕнче пушар службине йĕркелесе янăранпа 90 çул çитет. Çак уява скверта йывăç лартассипе çыхăнтарас терĕç. Станислав Юрьевич пушарпа кĕрешес ĕçре палăрнисене, халăх хушшинче унăн хăрушсăрлăхĕпе хастар ĕçлекенсен пĕр ушкăнне «Пушар хуралĕ 365 çулта» медальпе, Раççей МЧСĕн Чăваш Енри тĕп управленийĕн Хисеп Хучĕпе, Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Канаш хулин юбилейне халалланă тĕп уяв кунти Тĕп лапамра иртрĕ. Михаил Игнатьевпа уяв хăнисем унта Пушкин урамĕпе çуран утса тухрĕç. Çула май уява хутшăнакан предприятисемпе организацисен ĕçченĕсемпе калаçса илчĕç. Чылайăшĕ Михаил Васильевичпа сăн ÿкерттерме кăмăл турĕ, ыйту паракансем те пулчĕç. Тĕлĕнмелле: Михаил Васильевичăн ерçÿллĕ вăхăчĕ сахалччĕ пулин те пурин кăмăлне те тивĕçтерчĕ, никамăн ыйтăвне те хуравсăр хăвармарĕ, хула çыннисемпе питĕ тарават пулчĕ. Çакă вĕсене тата та хавхалантарчĕ: çамрăксем те, самай çулланнисем те, республика ертÿçипе чунĕсене уçса калаçрĕç, ăнăçу сунчĕç.

Тĕп лапамри савăнăçлă мероприяти вăхăтĕнче каланă сăмахĕнче Михаил Игнатьев çак шухăша палăртрĕ: «Канаш паян - хальхи шая тивĕçтерекен индустри хули, транспорт центрĕ. Кунта чукун çул магистралĕ тата федераци трасси иртсе каяççĕ. Хулан малашлăхĕ - пысăк. Монохула статуса тивĕçни çĕнĕ майсем парать. Инфраструктура аталанĕ, çак ĕçсене пурнăçлама çĕр-çĕр млн тенкĕ укçа уйăрăпăр. Çак пулăмсем хулан инвестици туртăмне çĕклеççĕ». Вăл çавăн пекех çывăх çулсенче Чăваш Енĕн чукун çул «тĕп хулине» малалла лайăхлатасси çинчен пĕлтерчĕ. Палăртса хăвармалла: юлашки пилĕк çулта Канаша аталантарма 2 млрд тенкĕ укçа хывнă, çак нухрат хулара пурăнакансен пурнăç шайне ÿстерме кайнă. Нумай ачаллă 100 ытла çемьене уйрăм çурт-йĕр çавăрма çĕр панă, юхăннă çуртра пурăннă 200 ытла çын хăтлă хваттерлĕ пулнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 85 ветеранĕ хваттер сертификачĕ илнĕ. Çак тапхăрта çĕнĕ производствăсем хута кайнă, çĕнĕ ача сачĕ, нумай функциллĕ центр ĕçлеме пуçланă.

Михаил Васильевич хальхи уява та пушă алăпа пыман. Хула урамĕсене тĕпрен юсама, автомобиль çулĕсене йĕркене кĕртме пулăшса 10 млн тенкĕ уйăрнине ĕнентерекен сертификат пачĕ.

Савăнăçлă мероприятире çавăн пекех производствăра палăрнисене Чăваш Республикин Хисеп грамотипе, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканăн Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Михаил Игнатьев предприятисемпе организацисен, алĕç ăстисен курав-презентацийĕсемпе паллашма та вăхăт тупрĕ.

Малалла вĕсен çулĕ Канаш районĕнчи Шăхасана выртрĕ. Салара пурăнакансем кунта Ял уявне пуçтарăннă. Михаил Васильевича тата унпа пĕрле килнĕ хаклă хăнасене вĕсем юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Шăхасанăн пуян тата ку тăрăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ историйĕ пирки чарăнса тăмăпăр. 500 çултан та иртнĕ сала хальхи вăхăтра та пур енĕпе те мухтава тивĕç: кунта çĕнĕ объектсем, пурăнмалли çуртсем çĕкленеççĕ, территори хăтлăланать, иртнĕ çул çĕнĕ ача сачĕ хута кайнă. Çыннисем ĕçчен те пултаруллă. Республика ертÿçи салара пурăнакан Нина Михайловнăпа Виталий Варсонофьевич Варсонофьевсене «Юратупа шанăçшăн» орден парса чысларĕ. Çак кун Раиса Иванова, Алексей Кузьмин тата Надежда Семенова Михаил Игнатьев аллинчен «Ĕç ветеранĕ» удостоверени илчĕç.

Уяв вăхăтĕнче эпир Варсонофьевсемпе çывăхрах паллашрăмăр. Иккĕшĕ те Хусанти медицина институтĕнче пĕлÿ илнĕ, 50 çул каялла çемье çавăрнă. Виçĕ ача - икĕ ывăлпа хĕр - çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. Ашшĕпе амăшĕн çулĕпе кайнисем те пур. Паян Варсонофьевсен - çичĕ мăнук.

Ял кунне хутшăннă тепĕр çын çинчен те уйрăмрах асăнса хăварас тетĕп. Вăл - Раççей ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ Николай Андреев. Николай Степанович ертсе пыракан Киров ячĕллĕ хуçалăх - районта çеç мар, республикăра та палăрса тăраканнисенчен пĕри. Унта вăй хуракансен ĕç укçийĕ те пĕчĕкех мар - 16 пин ытла, тупăшĕ те пысăк, çапах та ертÿçĕшĕн çакă - чикĕ мар. Ытларах, вăйлăрах ĕçлеме пултарнине тата кирлине пĕлет вăл. Çавăнпа мĕн тунипе лăпланса лармасть. Çакăн пек çынсем пуррипе чăваш ялĕнче пурнăç сÿнмессине, вăл малалла аталанса пырассине çирĕп ĕненме тытăнатăн. Çакă хавхалану кÿрет.

 

Надежда СМИРНОВА.

Борис ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕсем