Мăн Пакăшсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ

11 Авг, 2015

Хĕвел те çав кун ял çыннишĕн савăнчĕ, çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайнишĕн хĕпĕртесе кунĕпех йăл кулчĕ. Етĕрне районĕнчи Мăн Пакăш, Кĕçĕн Ямаш /Совет Союзĕн Геройĕн Ф.Н.Орловăн тăван ялĕ/ тата Пакăш Выççăлкки ялĕсенче пурăнакансемшĕн кĕтнĕ кун çитрĕ. Чи савăнăçли - Н.Кириллова фельдшер.

- Кăçалхи август уйăхĕнче эпĕ сывлăха сыхлас ĕçе кÿлĕннĕренпе 30 çул çитет. Мĕнле кăна çуртра ĕçлемерĕм-ши çак тапхăрта? Кун пек илемлĕ те хăтлă çурт çинчен ялан ĕмĕтленеттĕм, - тет Надежда Валерьяновна. Медпункта шкулăн кивĕ çуртне куçарсан хутса ăшăтман пÿлĕмре те чирлисене йышăнма тивнĕ унăн. Кăçатăпа алсиш тăхăнса ĕçленине халĕ те çÿçенсе аса илет.

Республика ертÿçи М.В.Игнатьев ялсенче 100 ФАП тума йышăнсан Мăн Пакăшсем те çак ырлăх хăйсем патне çитессе кĕтме пуçланă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин та çак ыйтăва татса пама шантарнă. Çапла майпа лав вырăнтан хускалнă. Мăн Пакăш ялĕ варринче "Ядринагропромстрой" пĕрлĕхре тăрăшакансем çĕнĕ çурт туса лартнă. "Яла сăн кĕртрĕç", - теççĕ халĕ ватăсем.

Республикăри пĕрлехи информаци кунĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Килнĕ хăнасене Пакăшсем: "Эпир паян сывлăх кунне паллă тăватпăр", - тесе пĕлтерчĕç. Ял çĕнелсе пынă ятпа саламлама килнисем те йышлăн пулчĕç. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Кузьмин Н.Кириллова фельдшера йывăрлăхсене çĕнтерсе çак куна ял çыннисемпе пĕрле кĕтсе илнишĕн тав турĕ. Тухтăрсем çĕршывăн кирек хăш регионĕнче те ĕç тупма пултараççĕ, Надежда Кириллова вара хăйĕн тăван ялĕнчех тăпленсе телей тупнă. Владимир Кузьмин республика ертÿлĕхне те çĕнĕ ФАПшăн ăшă сăмах каларĕ.

- Паян эпир районта çакнашкал 5-мĕш фельдшерпа акушер пункчĕ уçатпăр. Кăçал ку савăнăç Пушнарпа Тури Ирçе ялĕсене те çитмелле. Çĕнĕ çурт хăтлă, çутă, ăшă, çапах та унта чи малтанах чирлес мар тесен мĕн тумалли çинчен ыйтса пĕлме кăна килмелле пултăр, ан чирлĕр, нумай пурăнăр. Сывлăхлă çын - ял тĕрекĕ, малашне те çапла пултăр, - терĕ Владимир Николаевич.

Пухăннисене уяв ячĕпе ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Н.Малов, В.Павлов депутат, сывлăха сыхлас ĕçпе социаллă аталану министрĕн заместителĕ Г.Германова, район больницин тĕп врачĕ И.Павлов, Кивĕ Тинкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Федоров, "Пучах" хуçалăх ертÿçи Н.Эристов тата ыттисем те саламларĕç, хăйсем те ял çĕнелсе пынишĕн савăннине пĕлтерчĕç. Советскинчи чиркÿ пачăшки Сергий атте çĕнĕ çурта сăвапларĕ.

- Пĕлтĕр сирĕн ялта Николай Эристов пуçарнипе таса çăлкуç, часавай тата купель уçрăмăр, кăçал - больница çурчĕ. Çыннăн чунĕ те, ÿчĕ те таса пулмалла. Çакнашкал çĕнĕлĕхсем пулсан çамрăксем ялта юласса шанса тăратăп, - терĕ Сергий атте.

Ял çыннисен ячĕпе ырă пулăмшăн Вера Якимова тав турĕ. Вăл хăйсем патĕнче чи ырă тухтăр ĕçленине пĕлтерсен пухăннисем çакна çирĕплетсе тăвăллăн алă çупрĕç. Надежда Кириллова хăй ĕçне чунтан парăннă çын пулнине уяв кунĕ çитичченех больница çурчĕ йĕри-тавра чечексем çитĕнтерни те çирĕплетет.

- Пирĕн ялта ачасем яланах çуралччăр, пурнăç тапса тăтăр. Хулари хваттере хăварса темиçе çул каяллах яла куçса килтĕмĕр. Халĕ выльăх-чĕрлĕх тытатпăр, ачасене пулăшатпăр. Мăшăрăмпа Евгений Владимировичпа çак çурта тунă çĕрте те чылай пулăшрăмăр. Мăнукăм Полина, акă, концертра пĕр-икĕ юрă шăрантарасшăн, - çапла пĕлтерчĕ Дина Орлова. Дина Германовна çĕнĕ ФАП уçăлнине ял малашлăхĕ çирĕп пулассипе çыхăнтарать.

Полина Орловăпа пĕрле Нонна Яковлева, Пĕрçырлан ял тăрăхĕнчен килнĕ "Илем", "Сăр ен" ансамбльсем тĕрлĕ юрă шăрантарчĕç, уява илем кÿчĕç.

Лилия ПЕТРОВА.

Етĕрне районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.