- Чăвашла верси
- Русская версия
Харсăр чиперуксем
Наина Ельцина - Раççей пĕрремĕш президенчĕн тăлăх арăмĕ Николай Сванидзе, журналист:
- Маншăн Наина Иосифовна - Раççейри пĕрремĕш леди. Яланлăхах. Унран лайăхраххине, маттуртараххине, пултаруллăраххине курмастăп. Вăл лайăх воспитани илнĕ, хăйне тыткалама пĕлет, çын умĕнче вăл нихăçан та Борис Николаевич умĕнче каçăрăлса тăман.
Яланах мăшăрĕ хыçĕнчеччĕ вăл - унăн мĕлки пек. Çав вăхăтрах Наина Иосифовна нихăçан та сăрă шăши пулман. Хĕрарăм упăшкипе яланах пĕр шухăшлă пулни паллă. Борис Николаевичшăн çирĕп тылччĕ вăл. Питĕ лăпкă, питĕ ăслă.
Унăн сăнарĕ - амăшĕн сăнарĕ. Пĕрремĕш леди темĕн тĕрлĕ сăнлă та пулма пултарать вĕт, калăпăр, çĕршыври пĕрремĕш чиперкке. Наина Иосифовна вара амăшĕччĕ - пĕтĕм çĕршывшăн. Манăн шухăшпа, вăл çакăн пекех юлать. Çав вăхăтрах питĕ илĕртÿллĕ те вăл.
Астăватăп, пĕррехинче Борис Николаевич çинчен фильм ÿкеретпĕр. Вăл ĕç юлашки пуласса ун чух никам та шухăшлама та пултарайман-ха. Ельцинăн 75 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленĕччĕ ăна. Мана вăл пĕр черкке эрех ярса пачĕ. Çак вăхăтра Татьяна Борисовна пирĕн пата пычĕ. “Аттеçĕм, эсĕ мĕнле çывăртăн?” - тесе ыйтрĕ. Борис Николаевич куç харшине пĕркелерĕ те: “Часах çывăрса каяймарăм çав, аннÿпе нумайччен юрату çинчен калаçса выртрăмăр та”, - терĕ. Çакă манăн асăмра çырăнса юлчĕ.
Биографи
Наина Иосифовна 1932 çулхине Эрĕнпур облаçĕнчи Титовка ялĕнче çуралнă. Ашшĕ - Иосиф Гирин. Амăшĕ - Мария Гирина. Наина Урал политехника институтĕнче инженер-строитель специальноçне алла илнĕ.
Ачалăхĕпе хăвăртах сывпуллашма тивнĕ. Çемьере ултă ача ÿснĕ. Нина кĕçĕннисемшĕн иккĕмĕш амăшне çаврăннă. Шăпах çавăн чухне, шăллĕ-йăмăкне пăхнă чухне, тухтăр пулас ĕмĕт çуралать унăн. Шăллĕ ăнсăртран ÿтне кастарса ярать - Нина сурана çыхса яма та пĕлет...
Акă хĕр Свердловска документсемпе васкать - медицина институтне. Ăна хирĕç шăпах юлташĕсем, вырăнти политех студенчĕсем, килеççĕ. Паллах, институт пирки сăмах хускалать. Студентсем хĕр пуçне туххăмрах çавăрса яраççĕ. Наина врач профессийĕ пирки манса строительство факультетне ăсатать документсене.
Борис Ельцин та унтах вĕреннĕ. Наинăна ĕненес тĕк, пур студентка та тенĕ пек уншăн пуç çухатнă. Анчах та каччă чунĕ пĕр хĕршĕн кăна çуннă. Наина çемйи малтанах хĕре ку йĕкĕтпе пĕрлештересшĕн пулман-ха. Анчах та юратакан чĕресене чарма пулать-и вара? Наина та тăванĕсене итлемен. Çапла вара 1956 çулхине Анастасийăпа Борис мăшăрланнă.
Çапла-çапла, Анастасия - хĕр çут тĕнчене çак ятпа килнĕ. Анчах та никам та - юлташĕсем те, ĕçтешĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те - ăна çапла чĕнмен. Пурте Ная тенĕ, Наина. Чăн ятне хĕр хăй те манса кайнăпа пĕрех. Официаллă майпах Наина пулса тăма ăна тантăшĕсем ÿкĕте кĕртнĕ. Чăн та, Ельцина малтанах килĕшсе кайман ку шухăш. Хĕрарăм каласа кăтартнă тăрăх, Борис мăшăрне çулталăк тăршшĕпех “хĕр” тесе чĕннĕ. Туй хыççăн Наина проект институтне инженера ĕçлеме вырнаçнă.
25 çул ытла, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех, хĕрарăм Свердловск облаçĕнчи тасатмалли сооруженисен проекчĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе вăй хунă. Акă 1985 çул çитнĕ. Мускав. Çĕнйĕркелÿ. Наина - çĕршыври пĕрремĕш леди. Наина Иосифовна ачасене пулăшас тĕлĕшпе ĕçлеме пикенет. “Наина ача çуртне е больницăна пуçтарăннине нихăçан та никама та каламан, - çырнă каярахпа Борис Ельцин “Президентский марафон” кĕнекере. - Ыркăмăллăх мероприятийĕсене чунĕ ыйтнипе йĕркелетчĕ вăл.
Унăн сăпайлăхĕ, çынна юратни вăл сайра-хутра телекурава паракан интервьюсенчен, тепĕр чухне манпа пĕрле халăх хушшине тухса ыттисемпе хутшăннинчен палăратчĕ. Çынсем çакна туятчĕç. Ун патне туртăнатчĕç”.
Наина Ельцинăна темиçе хутчен те сумлă наградăсемпе чысланă. Вĕсен хушшинче - “Олимпия” наци премийĕ. Ăна Раççейре хĕрарăмсене кăна параççĕ - политикăри, бизнесри, наукăри, культурăри çитĕнÿсемшĕн. Наина Ельцинăна пирĕн çĕршывра кăна мар, чикĕ леш енче те аван пĕлеççĕ. 1999 çулта “çынна юратакан чĕрешĕн” “Оливер” премипе чысланă.
Чулпан Хаматова - ирхи çăлтăр
Чулпан Хаматова - театр тата кино актриси, “Пурнăç парнеле” ыркăмăллăх фончĕн йĕркелÿçисенчен пĕри.
Илья Авербух, фигурист:
- Шăпа парни пулчĕ, ахăр, ку - эпĕ Чулпан Хаматовăпа, пур енчен те питĕ пултаруллăскерпе, паллашрăм.
Вăл “Ледниковый период” проектра та пултарулăхĕпе палăрчĕ, пурне те тыткăнларĕ. Ман шухăшпа, çак телепроект хыççăн нумай-нумай çын коньки сырса пăр çине ярăнма кайрĕ.
“Пурнăç парнеле” фонд пулăшакан ачасем те, паллах, çак вăхăтра сенкер экран умĕнчен каймарĕç. Çакна Чулпанова аван ăнланчĕ-тĕр - вăл хăйшĕн кăна ярăнмасть, унăн çĕнтерĕвĕ пуриншĕн те питех те пĕлтерĕшлĕ. Тепĕр хут калас килет, Чулпан - питĕ пултаруллă, интеллигентлă, интереслĕ çын.
Биографи
Чулпан Хаматова 1975 çулта Хусанта çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ - Наиль тата Марина Хаматовсем - инженерсем. Чулпан ГИТИСран вĕренсе тухнă. Унăн виçĕ ача: Арина, Ася, Ия.
Тутар хĕрачи, ячĕ “ирхи çăлтăр” тесе куçаканскер, малтанах трамвай водителĕн профессине суйланă. Ку ăна питĕ романтикăллă туйăннă. Актриса карьери çинчен шухăшламан та хĕрача. Литература урокĕсенче пĕрле вĕренекенсем умĕнче те сăвва пăхмасăр калама вăтаннă вăл. Чулпан конькипе ярăнма юратнă, театрсене, музейсене, консерваторие çÿренĕ. Саккăрмĕш класра ăна ашшĕ-амăшĕ Хусан университечĕ çумĕнчи математика шкулне янă. Çемье йăлипе хĕр пурнăç çулне “тĕп-тĕрĕс наукăсемпе” çыхăнтарма шухăшланă. Çак ĕмĕт шкултан вĕренсе тухсан финанспа экономика институтне илсе çитернĕ.
Шăпа пĕр кĕтмен çĕртен вăрт! улăштарнă çула. Темиçе уйăх вĕреннĕ хыççăн Чулпан аслă шкулта вĕренме пăрахса вырăнти театр училищине куçнă. Хĕр пултарулăхне, телее, унта тÿрех асăрханă, Турă панине Мускавра кăтартма сĕннĕ. Çапла Чулпан ГИТИСа Алексей Бородин курсне лекнĕ. Лешĕ пултаруллă абитуриенткăна иккĕмĕш туртах каланă: “Илетпĕр!”
Чулпан карьери киноран пуçланнă. Хĕр виççĕмĕш курсрах фильмсенче ÿкерĕннĕ. Малтанах Вадим Абдрашитов режиссер “Время танцора” фильмĕнче роль сĕннĕ ăна. Тĕрĕсленме кайнă чух хĕре сăрланма-тумланма общежитийĕпех пулăшнă. Чăн та, фильмри сăнар Чулпанран тем чухлех аслă пулнă. Çур çул шухăшланă-сăнанă хыççăн Хаматовăна çапах та рольте çирĕплетнĕ.
Валерий Тодорковскин “Страна глухих” ĕçĕнчи Рита сăнарĕ вара хĕре чапа кăларнă. Критиксем те, куракан та пĕр шухăшлă пулса Чулпан пирĕн çĕршыври чи пултаруллă çамрăк актрисăсенчен пĕри иккенне çирĕплетнĕ. Унтан Хаматова Эшпайăн “Дети Арбата”, “72 метра”, Хотиненкон “Гибель империи”, Худойназаровăн “Лунный папа” ĕçĕсенче вылянă.
Кĕçех театр алăкĕ те уçăлнă. Малтанах РАМТ сцени çине тухнă вăл. Унтан - Уйăх театрĕ, Антон Чехов театрĕ. 1998 çулта Чулпана “Современника” чĕннĕ. Галина Волчекпа куçа куçăн тĕл пулса калаçнă хыççăн Чулпан килĕшнĕ. Чи пĕрремĕш ролĕсенчен пĕри - “Три товарища” спектакльти Пат. Хаматова халĕ те унтах вылять. Хăйĕн вырăнĕ çапах та кинора мар, театрта тесе шухăшлать.
Чулпан Хаматова общество ĕçне хастар хутшăннипе те паллă. 2005 çулта Дина Корзун актрисăпа пĕрле “Современник” сцени çинче гематологи чирĕсемпе асапланакан ачасем валли ыркăмăллăх концерчĕ йĕркеленĕ вăл. Çулталăкран усал шыçăпа аптракан шăпăрлансене пулăшакан “Пурнăç парнеле” фонда аталантарма пуçланă.
2007 çулта актриса ачалăхри хăнăхусене аса илнĕ - коньки сырса Роман Костомаровпа пĕрле “Ледниковый период” проекта хутшăннă. Вĕсем пĕрремĕш вырăн йышăннă.
2008-2010 çулсенче Чулпан Хаматова Общество палатин членĕ пулнă.
/РИА Новости/.
Комментировать