Ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ - 2015

Ольга ШАМАЕВА ÿкерчĕкĕ

РФ экологипе çутçанталăк ресурсĕсен министерстви пуçарăвĕпе килĕшÿллĕн «Тĕрлĕ тĕслĕ тумламсем» ача-пăча ÿкерчĕкĕсен конкурсĕ пуçланнине пĕлтеретпĕр.

Конкурс тĕллевĕ: çамрăксен хушшинче шыв ресурсĕсемпе перекетлĕ те типтерлĕ усă курмаллине анлă сарасси, çитĕнекен ăрăва шыва хисеплеме хăнăхтарасси, ача-пăчана экологи ĕçĕ-хĕлне явăçтарасси, вĕсен пултарулăхне аталантарасси.

Конкурса ача садне çÿрекенсем, шкулта е ытти вĕренÿ заведенийĕнче пĕлÿ илекен 17 çула çитмен ачасем хутшăнма пултараççĕ. Ĕçсене ашшĕ-амăшĕн е тăванĕсен ярса пама юрать, заявкăра хăвăрăн тата ÿкерчĕк авторĕн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, адрес, телефон номерне тата ыт. те тĕплĕн пĕлтермелле.

Конкурса тăратнă ÿкерчĕксем шыв тематикине сăнламалла. Номинацисен тулли списокне http:ŸŸvoda.or..ru. «Вода России» информаци порталĕнчи конкурссен уйрăмĕнче вуласа пĕлĕр.

Пултарулăх ĕçĕсене автор хăй шухăшласа кăлармалла. Ÿкерчĕке кирек мĕнле техникăпа та, компьютерти графика редакторĕсемпе те усă курса ÿкерме юрать. Ĕçре суту-илÿ маркине палăртсан, автор прависене сыхлакан пайсем пулсан ăна йышăнмаççĕ, пăхса тухмаççĕ.

Конкурс çĕнтерÿçисем Хисеп дипломĕпе парнене тивĕçеççĕ. Парнене Мускаври йĕркелÿ комитетне килсе илеймесен ăна почтăпа ярса параççĕ.

Çĕнтерÿçĕн приз илме комитет электрон почтине паспорт,/\пĕрремĕш тата вырăнти регистрацие кăтартакан страницăсене/, СНИЛС копине ямалла.

Конкурс ĕçĕсене кăçалхи октябрĕн пĕрремĕшĕччен йышăнаççĕ.

Ыйтса пĕлмелли телефон:

+7 495 625 00 41 /Александра Всеволодова/.

Электрон адрессем: water-russia@voda.orgru; http:\\voda.org.ru.

«Вода России» Федераллă тĕллевлĕ программа конкурс йĕркелÿ комитечĕ.