Моцартсем, Чайковскисем, Пушкинсем мĕншĕн çуралмаççĕ/

22 Фев, 2014

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Мария Ладо пьеси тăрăх лартнă «Ирпе, автан авăтсан» спектакле 10 çул кăтартаççĕ. Пирĕн тăрăхра кăна мар, Раççейри тата чикĕ леш енчи театрсенче те хапăлласа йышăнаççĕ ăна. Çакăнта хальхи пурнăç чăнлăхне тавăрса кăтартнă. Хĕрне ача пăрахтарни те ним те мар хальхи ашшĕ-амăшĕшĕн. Пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне чухăн çыннăн ывăлне качча парас вырăнне аслă шкула вĕрентме кĕртесшĕн вĕсем. Çуралма ĕлкĕреймен пепкерен хăтăлсан йăлтах хăйĕн вырăнне ларассăн туйăнать пурлăхшăн хапсăнаканскерсене. Хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхпе Лекçейĕн ашшĕ, ÿсĕр çапкаланчăк, çеç çакна хирĕç. «Вĕсем çарамас çÿремеççĕ, апла пулин те татах çи-пуç туянасшăн», - хăйсен хушшинче тĕлĕнсе калаçать килти чĕр чун. Çынсемшĕн вара пурлăх нимрен хаклă. Юрать-ха пирĕштие çаврăннă Лекçейĕн ашшĕ çуралман мăнукне вĕлерме памасть. Хăйĕн çине алă хурса тепĕр чуна çăлса хăвармалла пулса тухать унăн.

Çак спектаклĕн пĕлтерĕшĕ пирки режиссерпа артистсем мĕн шухăшланине пĕлес килчĕ. Хальхи пурнăçри çакнашкал лару-тăрăва мĕнлерех хаклаççĕ вĕсем?

Станислав ВАСИЛЬЕВ, Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ:

- «Ирпе, автан авăтсан» спектакльте выльăх тата этем тĕнчине танлаштарса кăтартрăмăр. Мĕнешкел пысăк уйрăмлăх вĕсен хушшинче. Выльăх çут çанталăк йĕркипе пурăнать. Йĕри-таврари кашни пулăм кăсăклă уншăн. Этемшĕн укçа малти вырăнта. Хĕвел, пĕлĕт çине пăхма та, тавралăх илемĕпе киленме те манса пырать вăл. Ăна цивилизаци хăвачĕ туртса илнĕ. Ахальтен мар пĕр ăслай аса килчĕ. «Юлашки вăхăтра Моцартсем, Чайковскисем, Пушкинсем мĕншĕн çуралмаççĕ-ши», - Пÿлĕхçĕрен ыйтать халăх. «Эпĕ сире ярса паратăп. Эсир хăвăр çуратмастăр», - тет вăл. Иртĕхсе пурăнма пуçланăран хырăм пăрахаççĕ халĕ. Темиçе ачана ура çине тăратма укçа-тенкĕ çитереймесрен шикленеççĕ. Эпир улттăн çитĕннĕ. Апла пулин те çи-пуçсăр та, выçă та çÿремен. Ĕлĕк те хĕрарăмсем 6-8-шар пепке çуратнă, вĕсене ура çине тăратнă. Халĕ малтанхинчен япăхрах пурăнатпăр-и? Чĕре айĕнче тĕвĕленнĕ ачаран хăтăлнине кам ырлатăр? Çын тĕрĕс мар çул суйланине кăтартать çакă.

Выльăхпа чĕр чун тĕнчине çыхăнтарни те сăнарлă. Ас тăватăр-и, Иисус Христос витере çуралнă. Çакăнти сывлăшпа ăшăнса вăй илнĕ. Тĕнчене чĕрĕ чун килниех - калама çук пысăк савăнăç. Хырăм пăрахни - турă парнине йышăнманнипе танах.

Ку спектакле чăвашла кăна мар, вырăсла та кăтартма пуçларăмăр. Çакăнти ĕç-пуçа аслă класра вĕренекенсем те тишкерме, сÿтсе явма, хак пама пултарĕç. Вĕсен ашшĕ-амăшне те шухăшлаттарĕ, йăнăш утăм тăвасран сыхланма пулăшĕ çак ĕç.

Лидия КРАСОВА, Чăваш халăх артистки:

- Пĕрре шухăшласан тĕлĕнсе каймалла: хăшĕ-пĕришĕн ача пăрахасси - хĕвел çаврăнăш хуппине сурса кăларассипе пĕрех. Апла тăк амăшĕпе çуралман пепке хушшинчи çыхăну вăйсăр.

Ĕне сăнарне калăплама малтан йывăртарах пулчĕ. Унăн сăмахĕсем çук. Выльăхăн чунне хускану тăрăх уçмалла. Ача чухне пасара сутма илсе каякан ĕне куççульпе йĕнине аса илтĕм. Йăлтах туять вĕт-ха вăл. Пăрушне касса кăларни те - хăйне вĕлернипе танах уншăн.

Выльăх-чĕрлĕх ачасене юратать. Пĕчĕккисем те чĕрĕ чуншăн каçсах каяççĕ. Çавăнпах вĕсем пĕр-пĕриншĕн темĕнле йывăрлăха та парăнтарма хатĕр.

Спектакльте чăн пурнăçа кăтартнă. Ашшĕ-амăшĕ выльăх сутса укçа тăвасшăн. Çав вăхăтрах ачи-пăчи мĕнле пурăннипе кăсăкланма та вăхăт çитмест вĕсен...

Светлана САВЕЛЬЕВА, Чăваш халăх артистки:

- Лаша сăнарĕн пĕлтерĕшĕ çинчен шумай шухăшланă. Унăн нумай тыткаларăшне сцена çине кăларасшăнччĕ. Çапах та режиссер ун урлă çыннăн пурнăçне те кăтартма сĕнчĕ.

Хырăм пăрахнин сиенĕ çинчен шухăшлама пĕлмест хăшĕ-пĕри...

Василий ПАВЛОВ, Чăваш халăх тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ:

- Кÿршĕ сăнарĕпе «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурсра та çĕнтернĕччĕ эпĕ. Çапах та ÿсĕр çапкаланчăк ачана упракан пирĕшти пулма пултарать-ши? Çак ыйту тавра ĕçтешсемпе те нумай тавлашнă. Унăн чунĕ пуян. Çакă ăна ыттисенчен пĕр шит çÿлерех çĕкленме пулăшать. Апла тăк вăл, манăн шухăшпа, пирĕштие çаврăнма тивĕçлĕ.

Хăть те мĕнле пулсассăн та çут çанталăк йĕркинчен иртме юрамасть. Ача ашшĕ-амăшĕшĕн нихăçан та ытлашши пулас çук.

Транспорта ларсан та «Ирпе, автан авăтсан» спектакльти Кÿршĕ сăнарĕ пуçран тухмасть. Ирĕксĕрех хамăн та куççуль капланса килет...

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.