Çĕнĕрен шутласа параççĕ

30 Июл, 2015

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - ĕçлекенсен пенсине август уйăхĕн 1-мĕшĕнчен çĕнĕрен шутласа параççĕ. Кăçал страховани пенсийĕсене малтанхи йĕркепех пăхса тухаççĕ - çакнашкал куçăм тапхăрне "Страховани пенсийĕсем çинчен" саккунра палăртнă.

Ÿсĕм виçи Раççей Пенси фондне 2015 çулччен пырса кĕнĕ страховани взносĕсен пенси шутланă е черетлĕ корректировка тунă чухне шута илмесĕр юлнă хисеппе çыхăннă.

2016 çултан пенсие çĕнĕ саккун тăрăх балсемпе шутлаççĕ. Чи пысăк ÿсĕм виçи виçĕ коэффициентпа - вăтам шалу шайĕпе - чикĕленет. Урăхла каласан ĕçлекен пенсионерсенчен чылайăшĕн шалăвне пĕтĕмпех шута илеççĕ.

Чăваш Республикинче страховани пенсийĕ илекенсен 30 проценчĕн тÿлевне çĕнĕрен палăртаççĕ.