Интернатри тискер ĕç

30 Июл, 2015

Хăрушă çак преступлени кăçалхи февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче пулнăччĕ. Патăрьел районĕнчи психоневрологи интернатĕнче унта пурăнакан 57 çулти арçын юнашар пÿлĕмри хăйĕнчен çулталăк аслăрах кÿршине мăйĕнчи тимĕр вăчăрапа пăвса вĕлернĕ.

Асăннă тĕслĕх тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарса тишкернĕ. Халĕ суд пулнă. Судпа психиатри тĕпчевĕн пĕтĕмлетĕвĕпе килĕшÿллĕн тискер преступлени тунă арçын çав вăхăтра хăй мĕн хăтланнине ăнланман. Çавăнпа ăна психиатри больницине вырттарса ирĕксĕрлесех сиплеме йышăннă.