Шыв хĕрринче канма лайăх та...

28 Июл, 2015

Çанталăк ăшăтрĕ те - çынсем каллех шыв хĕрринелле туртăнма пуçларĕç. Шел, путса вилекенсем те пулчĕç. Чи хăрушши - аслисем пăхса-асăрхаса çитерейменрен ачасем пурнăçран уйрăлни. Çакăн çинчен Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн шыв объекчĕсенчи хăрушсăрлăхĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Герман Майков брифингра каласа кăтартрĕ.

Вăл кăçал июлĕн 24-мĕшĕ тĕлне республикăри пĕве-юханшывсенче 25 пăтăрмах пулнине, 24 çын вилнине /çав шутран 6-шĕ - ача/, 4 этеме çăлнине пĕлтерчĕ. "Çитĕннисем путса вилнин тĕп сăлтавĕ - эрех-сăра ĕçсен шыва кĕни. Пĕве-кÿлĕсенчи инкексен 90% шăпах çакăнпа çыхăннă. Хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни те ырри патне илсе çитермест. Шыва тÿрех сикмелле мар, малтан чĕркуççи таран кĕмелле, ÿт-пĕве шывпа сирпĕтмелле те унтан тин шалалла ишсе каймалла. Эпир вара мĕнлерех ÿкерчĕк куратпăр? Шăрăхпа пиçĕхнĕ е хаяррине сыпнă çынсем пĕве-кÿлĕ хĕррине чупса килеççĕ, хăвăрттăн салтăнаççĕ те тÿрех сикеççĕ. Çакна пулах шăнăр туртса лартать, сывлăш пÿ-лĕнет, чĕре тапма чарăнать - этем путма пуçлать", - терĕ Герман Геннадьевич. Ÿсĕршĕн тинĕс те чĕркуççи таран пек туйăннине палăртрĕ вăл. Хăшĕсем хаяррине самаях сыпсан Атăл урлă ишсе каçма хăтланни çинчен те каласа кăтартрĕ: "Шыравпа çăлав службин ĕçченĕсем, Пĕчĕк карапсен патшалăх инспекцийĕн инспекторĕсем патруль карапĕсемпе çак ишевçĕсене хăваласа çитеççĕ, вăйран кайнăскерсене çырана каялла илсе килеççĕ. Кăçал çакăн пек 6 тĕслĕх пулчĕ".

Ачасем ытларах чухне шыв хĕррине хăйсем тĕллĕн кайсан шар кураççĕ. "Çакă йăлтах - çитĕннисен тимсĕрлĕхĕпе сÿрĕклĕхне пула. Нумайăшĕ çыран хĕрринче вылякан ачасене курсан та нимĕн пулман пекех иртсе каять. Кунашкал явапсăрлăх пысăк инкекпе вĕçленме пултарать", - калаçăва тăсрĕ Герман Майков. Вăл нумаях пулмасть Вăрмар районĕнче тухнă инкек пирки аса илчĕ: "Арапуç ялĕнчи 3 тата 5 çулсенчи арçын ачасем килĕнчен 200 метр аяккарахри пĕве хĕррине выляма кайнă. Шыва кĕнĕ те - каялла тухайман. Юнашар яваплăха туякан çынсем пулнă-тăк инкеке сирме май килĕччĕ. Юханшыв çывăхĕнче ачасем вылянине е шывра чăмпăлтатнине асăрхасан вĕсене чĕнсе илĕр, ашшĕ-амăшĕ ăçта иккенне ыйтăр. Халиччен курман-палламан ачасем пулсан та чĕнмесĕр иртсе ан кайăр. Çапла майпа эсир пĕчĕкскерсен пурнăçне çăлма пултаратăр". Июнь уйăхĕн вĕçĕнче Тăвай районĕнче те икĕ хĕрача путса вилни çинчен аса илтерчĕ Герман Геннадьевич - вĕсем те аслисемсĕрех шыва кĕрес тенĕ...

Чăваш Енре 3,5 пин ытла шыв объекчĕ. Паллах, вĕсене пурне те ятарлă оборудованипе тивĕçтереймĕн. Инкексен 87% ялсенче, кану валли ятарласа йĕркелемен вырăнсенче тухнине палăртрĕ Герман Майков. Кашни ял тăрăхĕнчех шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ пĕр вырăн пулмаллах. Пĕве-кÿлĕ тĕпне водолазсене тĕрĕслеттермелле тата унти кирлĕ мар япаласенчен тасатмалла, çыран хĕрринче хĕвелтен хÿтĕлекен "кăмпа" пулмалла, информаци стенчĕсем - шывра хамăра мĕнле тытмаллине тата путакан çынна пĕрремĕш пулăшу мĕнле кÿмеллине ăнлантарса - вырнаçтармалла".

Кĕçех август пуçланать. Çуллан юлашки уйăхĕпе усă курса нумайăшĕ шыва кĕрсе юлас тейĕ. Çапла майпа канас текенсене хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнма ыйтаççĕ çăлавçăсем.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: