- Чăвашла верси
- Русская версия
«Шанăç» пики Надежда
- Атте вăрçă пуçлансан икĕ уйăхран çуралнă. Асатте фронтра командир пулнă. Фашистсене хăвăртрах çĕнтерес тесе ывăлне Герман ят пама хушнă вăл. Шел, хăй вăрçăран таврăнайман, Крым çĕрĕ çинче пуçне хунă, - аса илет çывăх çыннисене Надежда Разинова.
Канаш районĕнчи "Шупашкар - Чĕмпĕр" çул çинче ларакан Маякра çуралса ÿснĕ вăл. Чăваш чĕлхипе литературине юратнăран вăтам шкул пĕтерсен Чăваш патшалăх университетĕнчи филологи уйрăмне ыйту çырнă. Экзаменсене те аванах тытать хĕр, анчах тусĕ кĕрейменрен Надя та докуменчĕсене каялла илнĕ. Канашри финанс техникумне çул тытаççĕ хĕрсем, финансист пулса тăраççĕ.
1988 çулта алла диплом илсен Надежда Германовнăна Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинăна яраççĕ. Çапла унăн пурнăçĕ ĕмĕрлĕх çак тăрăхпа çыхăнать.
- Пĕрле вĕренекенсене Удмуртие, Сахалина ячĕç. Çавăнпах маншăн Ульяновск облаçĕ инçе пулмарĕ. Унсăр пуçне ял çумĕпе иртекен аслă çул тăрăх шăпах Чĕмпĕре çÿрекен пысăк автобуссене ача чухнех ăмсанса пăхаттăм. Чун теме сиснех-тĕр. Пушшех те - Аслă Нагаткинăра тăвансем те пурччĕ, малтанах вĕсем патĕнче пурăнтăм, - каласа кăтартать хĕрарăм.
Мĕн пĕчĕкренех юрлама-ташлама юратнă Надежда. Çак ăсталăх амăшĕнчен ачисене куçнă. Малтан шкул хорне хутшăннăскер техникумра та юрлама чарăнман. Пурăнма çĕнĕ вырăна куçсан та культура çуртĕнче ансамбль пурри-çуккипе кăсăкланнă. Чăваш ушкăнĕ пулман ун чухне, анчах вырăс хорĕ палăрса тăнă. Уçă саслăскерне унта хаваспах йышăннă.
Юрă-ташă урлах Надежда Германовна пулас мăшăрĕпе паллашать. Евгений Вениаминович культура çуртĕнче ĕçленĕ, хĕр вара кунта час-часах репетицисене çÿренĕ. 1998 çулта çамрăксем шавлă туй кĕрлеттереççĕ. Халĕ Разиновсен çемйинче хĕрпе ывăл çитĕнет.
"Чăвашла пĕлмен чăваш" тет мăшăрĕ пирки хĕрарăм.
- Вăл пĕчĕк чухне çемье Казахстана куçса кайнă. Çавăнпах мăшăрăм чăвашла вĕренеймен. Эпĕ качча килсен те килĕнче вырăсла çеç калаçатчĕç. Эпĕ тăван чĕлхепе сăмахлама пуçларăм. Халĕ хунямапа чăвашла калаçатпăр. Иксĕмĕре те кăмăллă, - тет пултаруллă хĕрарăм.
Надежда Разинова яланах юрлать: савăнăçра та, кăмăлĕ япăх чухне те. Кулянмалли сиксе тухсан та чунне кĕвĕпе пусарать. Пĕр вăхăт, вырăс хорĕ пĕтсен, хăйне валли вырăн тупайман вăл. Ун пеккисем татах пулнă. Çавăнпах хора çÿренĕ чăвашсем пĕрле пухăнса Валентина Таравата ушкăн йĕркелеме тархасланă. Телее, лешĕ килĕшнĕ.
- Ансамбль маншăн - çăлăнăç. Юрă чире çĕнтерме те пулăшрĕ. Хирĕçсен те, чирлесен те, ыратсан та мĕнпур йывăрлăха ирттерет вăл. "Шанăçпа" эпир ăçта кăна çитсе курмарăмăр пулĕ! - ырă та уçă кăмăлне пытармасть Надежда Разинова.
Елена МУСТАЕВА.
Ульяновск облаçĕ.
Комментировать