- Чăвашла верси
- Русская версия
Ултавăн ури кĕске
2011 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа пирĕн çĕршывра хăйне уйрăм тытăм - Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕ - ĕçлеме пуçланă. Шупашкарти Ленин районĕнчи следстви уйрăмĕ, унта ертÿçĕпе пĕрле 11 çын вăй хурать, шăпах çак тытăма кĕрет. Кунта ĕçлекенсем йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене оперативлă та витĕмлĕ тишкереççĕ. Суд процесне хутшăнакансен саккунла интересĕсене тивĕçтересси те уйрăм тĕллевĕсен шутне кĕрет.
2015 çулăн пĕрремĕш çурринче çак уйрăм следователĕсем 101 уголовлă ĕç пуçарнă, 53 йывăр тата уйрăмах йывăр преступленисене тишкернĕ. Вĕсен хушшинче çынна вĕлернипе, пусмăрланипе, вăрланипе, ĕç йĕркине пăснипе çыхăннă тĕслĕхсем пур. Çавăн пекех должноçпа, коррупципе çыхăннă преступленисене те, право уйрăм статусĕнчи çынсем тунă усал ĕçсене те тĕпченĕ следовательсем.
Коррупцие хирĕç кĕрешесси пирĕн уйрăмшăн уйрăмах приоритетлă пулса тăрать. Çур çулта следовательсем çакăн йышши 13 ĕçе тĕпченĕ, уголовлă 9 ĕç пуçарнă. Паллах, коррупци халĕ кăна çуралман, малтанах пулнă вăл. Анчах та паянхи кун унпа кĕрешесси вăйланса пырать. Рынок аталаннă, бизнес вăй илнĕ май коррупци умĕнче çĕнĕ алăксем уçăлаççĕ. Взятка илни-панине пула явапсăрлăх тата хăйсене айăпсăр туясси аталанать. Коррупцие вăй илме бизнес та пулăшать - шăпах усламçăсем унăн çăлкуçĕ пулса тăраççĕ те. Çакăн йышши преступленисене влаç çыннисем тăтăшах тăваççĕ, хăйсен пурлăхне темшĕн вĕсем патшалăхăннипе пăтраштараççĕ. Суда ача сачĕсен ертÿçисем пирки çакăн йышши 2 ĕç çитернĕ. Вĕсем çынсене ĕçе илсе "вилĕ чунсене" муниципалитет хыснинчен шалу тÿлесе тăнă. Лешсем вара ĕç вырăнне пырса та курăнман. Çапла "Кораблик" 106-мĕш ача сачĕн ертÿçи дворнике 2011 çултанпа ĕç укçипе тивĕçтернĕ. Лешĕ унта пачах та вăй хуман пулин те. Çапла майпа Шупашкар хулин хыснине 282000 тенкĕ шар кăтартнă. Хальхи вăхăтра И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ пулнă çын тĕлĕшпе пуçарнă ĕçе тĕпчеççĕ. Ăна хăйне усă кÿрес тĕллевпе 450000 тенке саккунсăр тăкакланă тесе шанмаççĕ.
Коррупци сывлăх сыхлав тата вĕренÿ тытăмĕсенче тарăн тымар янă. Следстви уйрăмĕ республикăри ачасен клиника больницин хирурги уйрăмĕн пуçлăхĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç вĕçне пăнчă лартнă - хирурга 12 пин взятка илнĕ тесе айăплаççĕ. Тепĕр чухне следстви органĕсем оперативлă ытти службăпа тачă çыхăнура ĕçлени те ăнăçу кÿрет. Çапла майпа полици сотрудникне взятка пама тăнă мăшăра уголовлă явап тыттарнă. Уголовлă тепĕр ĕç вĕçне те пăнчă лартнă: ИК-1 учрежденире ĕçлекен хăй вăй хуракан çĕре илсе кĕме юраман япаласене çапах та илсе çитернĕшĕн взятка илнĕ. Анчах та усал ĕçе тăрă шыв çине кăларнă.
Пĕлтĕр хĕлле Шупашкара тискер ĕç кисретнĕччĕ. Хулара пурăнакан виçĕ çын хăйсен пĕлĕшне вĕлернĕ те кĕлеткене автомашинăна тиесе "Мадагаскар" патне илсе кайнă, ун çывăхĕнчи шăтăка пăрахнă. Виле ÿтне унта та выртма паман. Пĕр вăхăтран унтан та кăларса полиэтилен хутаçпа чĕркенĕ, Атăл хĕррине илсе çитерсе унта маларах хатĕрленĕ шăтăка чавса чикнĕ. Усал ĕçе явăçнисене пурне те явап тыттарнă.
Б.Хмельницкий урамĕнчи 4-мĕш микрорайонти 7-мĕш позицири нумай хутлă тин çĕкленекен çуртăн лифт шахтине ÿкни пирки уголовлă ĕç вĕçне пăнчă лартма питĕ кăткăс пулчĕ. Инкеке пула шар курнин ури суранланнă, сывлăха йывăр сиен кÿнипе танлашать ку. "Чăвашлифт" ĕç хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерменнипе, йĕркене пăхăннине тĕрĕслесе тăманнипе сăлтавланнă çак инкек.
Преступленисене тишкернипе пĕрлех следстви органĕсем усал ĕç çинчен пĕлтернĕ хыпарсене те тишкереççĕ. Çур çулта çакăн йышши 130 ыйтăва пăхса тухнă, 20 граждана йышăннă.
Уйрăмăн тепĕр тĕллевĕ - хÿтлĕхсĕр граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси. Ачасен прависене пăснă ĕçсемпе уйрăмах тимлĕ ĕçлетпĕр. Çула çитменнисене кÿрентересси ÿссех пынине статистика та çирĕплетет. Кăçал кăна ÿсекен ăрупа çыхăннă уголовлă 14 ĕçе пăхса тухнă. Вĕсенче 3 çамрăк вилнĕ. Çак преступленисене уçас тĕ-лĕшпе çине тăрсах ĕçлетпĕр. Çулталăкри хĕрачана вĕлернĕ уголовлă ĕç вĕçне кĕçех пăнчă лартăпăр. Иртнĕ çулсенче пулса иртнĕ ултă преступление те уçса панă ĕнтĕ - виççĕшĕ вĕсенчен пусмăрланипе çыхăннă.
Усал ĕçе тăрă шыв çине кăларас тĕллевпе уйрăм сотрудникĕсем кану е уяв кунĕсене уямасăр тимлеççĕ. Вĕсен принциплăхне тата профессионализмне пула преступниксене явап тыттарма май килет.
Раççей следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн Шупашкарти Ленин районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи юстици майорĕ А.ШАРИН.
Комментировать