Калама çук хитре кун

23 Июл, 2015

Июлĕн 17-мĕшĕнче Тутарстанра виçĕ уяв харăсах пĕр вăхăта килчĕ: тутарсем хăйсен мăсăльман тĕнне сума суса Ураза-Байрам уявне ирттерчĕç, ТР ЧНКА председателĕ Константин Геннадиевич Яковлев Аксу районне кĕрекен Чăваш Енрусьел хăйĕн тăван ялĕнче 50 çулхи юбилейне палăртрĕ, çак ялтах Тутарстанра тĕпленсе пурăнакан чăвашсен "Выля, хуткупăс!" VI фестивалĕ иртрĕ.

Ял хĕрринче, тăрă кÿлĕрен инçех мар пурăнаççĕ Яковлевсем. Çакăнта çут тĕнчене килнĕ те Тутарстан чăвашĕсен ертÿçи.

- Эпĕ район больницинче çуралман, мана анне килте, тĕрĕссипе - пахчара çуратнă, - терĕ Константин Геннадиевич пухăннисен умĕнче. - Акă, манăн тăван кил. Халĕ кунта йăмăк пурăнать.

Константин Яковлевăн ашшĕпе-амăшĕ, шел пулин те, çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Çапах та ывăлĕ тăван килне пăрахмасть - ăна çĕнетсе, илем кÿртсех тăрать.

Юбиляра саламлама Мурманскран, Мускавран, Шупашкартан, Хусантан, Самартан, Ĕпхÿрен, Омскран, Челябинскран тата ытти хуларан килнĕ сумлă хăнасене хапха умĕнче чăваш юрри-ташшипе, çăкăр-тăварпа тата тутлă сăрапа кĕтсе илнĕ хыççăн картишне чĕнсе кĕртрĕç, "Аки-сухи" юрăпа кил хуçисен ашшĕ-амăшне асăнчĕç. Константин Геннадиевича ЧНК президенчĕ Николай Угаслов, унăн çумĕ Валерий Клементьев, Чăваш халăх поэчĕ, "Хыпар" ИÇ директорĕ-тĕп редакторĕ Валери Туркай, Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев тата ыттисем те кăмăллă сăмахсем каласа ăшшăн саламларĕç.

Тутарстанри пĕтĕм чăвашсен "Выля, хуткупăс!" фестивалĕ ытти çулсенче Лениногорскра пулатчĕ, фестивале йĕркелесе яракан Ольга Орлова сĕннипе кăçал ăна Чăваш Енрусьелĕнче шăпах ТР ЧНКА председателĕн юбилейĕн кунĕнче ирттерме шутланă. Фестивале хутшăнакан купăсçăсем урамсем тăрăх купăс каласа пынă чухне вĕçенкайăксем те юрлама чарăнса вĕсем ытарма çук илемлĕ кĕвĕсене итленĕн туйăнчĕ.

"Выля, хуткупăс!" фестиваль чăваш туйне кăтартнипе пуçланчĕ. Тутарстан чăвашĕсем хăйсен йăли-йĕркине, культурине çамрăксене вĕрентсе хăварас тесе парта хушшине лартса нушалантармаççĕ, кашни çакнашкал уявра тĕрлĕ йăла-йĕрке кăтартса йăлтах çын чун-чĕрине кĕрсе юлмалла туса пыраççĕ.

- Константин Яковлев пек çынсем нумайрах пулмалла. Пире Турă ăна ятарласа ярса панă тейĕн. Вăл пирĕн района çÿллĕ шая çĕклеме пулăшать, тăрăшать. Эпир унпа мăнаçланатпăр, ăна тав тăватпăр, - терĕ Аксу районĕн пуçлăхĕ Камил Гилманов юбиляр-ентешне çуралнă кунпа тата фестивале хутшăннă купăсçăсене уявпа саламланă май.

- Çак уява тĕрлĕ халăх çынни килнĕ. Ку питĕ савăнтарать. Эпир пур халăхпа та туслă. Çак туслăха упрама пĕлмелле. Ман шутпа, çак ĕçре ТР ЧНКА ертÿçин тÿпи пысăк. Вăл кашни çынпа, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарать. Тăван халăхшăн, чĕлхешĕн тата культурăшăн тăрăшать. Çавăнпа та ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Константин Яковлева "ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят пама йышăнчĕ, - пĕлтерчĕ Чăваш Наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов.

Чăваш халăх поэчĕ Валери Туркай та Тутарстана хăйĕн тăван çĕрĕ пекех сума сăвать.

- Пурнăçра ним те ăнсăртран пулмасть. Пĕрисем мулшăн, чапшăн çунаççĕ. Анчах та чапĕ те, мулĕ те çук вĕсен... Теприсем - ĕçлеççĕ те ĕçлеççĕ, çынна ырă тума тăрăшаççĕ, халăха юратаççĕ. Вĕсене чапĕ те тупать. Пуринчен ытларах - халăх юратăвĕ тупать, - терĕ чунтан, чĕререн тухакан сăмахсемпе Валери Туркай.

Чăвашсем ирттерекен пысăк мероприятисене Тутарстан Республикин Президенчĕн аппаратĕнчен те, вырăнти влаç представителĕсем килмесĕр юлмаççĕ. Хальхинче, акă, фестивале хутшăнакансене ТР Президенчĕн аппарачĕн представителĕ Данил Мустафин, Тутарстанри Халăхсен Туслăх çурчĕн директорĕ Ирек Шарипов ăшшăн саламларĕç.

- Эпĕ сирĕнтен тĕлĕнме чарăнаймастăп. Чăвашсем кашни çул çĕнĕ фестивальсем, конкурссем йĕркелеççĕ. Ытти халăх сире хăваласа çитеймест. Çавăнпа та ТР Культура министерстви Константин Яковлева "Культурăра çитĕнÿсем тунăшăн" медаль пама йышăннă. Саламлатăп Сире, - тесе Ирек Ильдусович Константин Геннадиевич кăкăрĕ çине медаль çакрĕ.

Купăсçăсем фестивале кăçал питĕ лайăх хатĕрленнĕ, репертуарне самай пуянлатнă. Тĕрлĕ-тĕрлĕ кĕвĕ каласа ăсталăхĕсене кăтартрĕç вĕсем. Арçынсенчен юлмасăр хĕрарăм купăсçăсем те курма килекенсене савăнтарчĕç. Чăвашсемпе пĕрлех тутар, вырăс купăсçисем те хăйсен халăх кĕввине каласа мăнаçланчĕç.

Калама çук хитре иртрĕ çак кун. Ытарма çук илемлĕ иртен пуçласа каçчен Аксу çĕрĕ çине пуçтарăннă халăх юрласа та ташласа чăн-чăн чун уявĕ ирттерчĕ.

Светлана САДЫКОВА.

Тутарстан.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Рубрика: