«Выдумлянди» йыхравлать

23 Июл, 2015

Юмах çулĕпе çÿрес килет-и? Е тата тутлă кукăльпе сăйлакан асамлă асаннепе, вырăс паттăрĕсемпе тĕл пулас килет-и, е тĕлĕнтермĕш чĕрчунсем пирки пĕлесшĕн-и?

Апла пулсан Республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекине васкăр. Кунта информаципе библиографи уйрăмĕнче литература туризмĕн бюровне йĕркеленĕ. Вăл «В стране Выдумляндия» ятлă. Вулавăш ĕçченĕсем ятарлă çичĕ маршрут хатĕрленĕ: «Вкусный», «Сказка на новый лад», «Богатырский», «В тридевятом царстве», «Ремесленный», «Заповедный лес», «Стихийный». Хăвăрпа пĕрле çулçÿреве тĕрлĕ кĕнеке илме пулать.

Çулçÿреве Шупашкарти 17-мĕш шкулта вĕренекенсем чи малтан тухрĕç. Асамлă вăрманта пулчĕç. Кунта мĕн кăна çук! Анчах пурне те упрама пĕлместпĕр çав. Нумайăшне малашне юмахра кăна тĕл пулăн. Малалла ачасем «В тридевятом царстве» çĕршыва çул тытрĕç. Мĕн тери интереслĕ! Тĕплĕнрех кунта килсе курсан пĕлĕр. Çамрăк çулçÿревçĕсене ытларах «Вкусный» маршрут кăмăла кайни палăрчĕ. Кунта вара вĕсем юмахсенчи апат-çимĕçпе паллашрĕç. Кĕçех çул вĕсене «Сказки на новый лад» чарăнăва йыхравларĕ.

Бюро çăвĕпех ĕçлĕ. Ачасем валли маршрутсемсĕр пуçне тата кĕнеке страницисем хушшине хумаллисен мастерскойне уçнă. Унсăр пуçне август уйăхĕнче вулавăш ĕçченĕсем çамрăк çулçÿревçĕсемпе пĕрле скрайбинг мелĕпе «Çулçÿрев хыççăнхи шухăшсем» видеокĕнеке хатĕрлеме палăртнă.

Наталия ПЕТРОГРАДСКАЯ,

Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен библиотекин ĕçченĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.