Хурлăхан чирлет

21 Фев, 2014

Хурлăхан çырли вăхăт çитмесĕрех хуралса çуркаланма пуçлать. Çулçинче вара хăпарса тухнă хĕрлĕрех-сарă вырăнсем пулаççĕ. Мĕн япали-ши ку?

Ахăртнех, ку хура хурлăхан çырлине тапăнакан хуртпа (пилильщик) çыхăннă. Унăн хурчĕ симĕс çырла ăшне кĕрсе вăррине çиет. Сиенленнĕ çырла пысăкланса каять, вăхăтсăрах хуралать. Унашкал çырлана çиме юрамасть.

Шыçăнса тухнă евĕр хĕрлĕ тĕспе витĕннĕ çулçă пыйтăпа сиенленнине пĕлтерет. Çу варри çитиччен вĕсем хурлăхана ĕмсе пурăнаççĕ, кайран курăк çине куçаççĕ.

Мĕн тумалла-ха? Сиенленнĕ çырлапа çулçă нумаях пулмасан вĕсене татса çунтармалла, тĕмне вара салтак тÿми, табак, сухан, ыхра е мулкач курăкĕ (тысячелистник) ярса лартнă шывпа пĕрĕхтермелле. Хурт-кăпшанкă нумай пулсан çулçă сарăлнă вăхăтра тата ун хыççăн 10-15 кунтан хурлăхана Фуфанон, Актеллик, Новактион, Инта–Вир, Актара йышши препаратпа сапмалла.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.