Сире парне кĕтет!

22 Июл, 2015

Радиостанцисем парне выляттараççĕ! Республикăра çакнашкал хыпарпа çынсене савăнтарса улталакансем йышланнă.

Нумаях пулмасть 22 çулти Шупашкар хĕрĕ полицейскисенчен пулăшу ыйтнă. Вăл РФ ШĔМ управленийĕн Шупашкар хулинчи 2-мĕш полици уйрăмĕнче каласа кăтартнинчен çакă паллă. Каçхине ун патне паллă радиостанци ертÿçи шăнкăравланă, пысăк укçа выляса илни çинчен пĕлтернĕ. Кĕтмен хыпарпа хавхаланнă хĕр хăйĕнпе усал шухăшлă çынсем калаçнине ăнкарса илеймен, çийĕнчех вĕсем мĕн хушнине пурнăçлама васканă. Банкоматра палламан çын каланă цифрăсем çине пуснă та пуснă... Счет çинчен 3 пин те 500 тенкĕ çухалнине пĕлсен тин тăна кĕнĕ.

Уголовлă шырав ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх - çак тĕслĕх пĕрремĕш те, юлашки те мар. Ултавçăсен серепине тата темиçе çын лекнĕ. Полицейскисем шăнкăравлакансен телефон номерĕсене Тутарстанра регистрациленине тупса палăртнă.

Пакунлисем асăрхануллăрах пулма, çакăн йышши шăнкăравсене е СМС-хыпарсене хуравсăр хăварма сĕнеççĕ. "Усал шухăшлă çынсем хушнине пурнăçласа эсир хăвăрăн укçăр-тенкĕр патне çул уçса паратăр. Иккĕленÿ çуратакан самантсем çинчен çийĕнчех полицие пĕлтерĕр!" - теççĕ вĕсем.

И.СЕРГЕЕВА.

Рубрика: