Петӗр Хусанкай (1907-1970)

1 Июл, 2015

Петр Петрович Хусанкай 1907 ҫулхи январӗн 22-мӗшӗнче хальхи Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче /хальхи вӑхӑтра Сиктӗрме-Хусанкай/ ҫуралнӑ. Ялти шкултан вӗренсе тухсан, Петӗр Хусанти чӑваш педтехникумне вӗренме кӗнӗ. 1924 ҫ. унӑн «Ирӗк тимӗрҫӗ» сӑвви пичетленсе тухнӑ. 1925 ҫ. Хусанкай Шупашкара пурӑнма куҫнӑ. Малтан тӗрлӗ учрежденисенче, каярах «Сунтал» журнал редакцийӗнче ӗҫленӗ. Унтан вӑл Совет ҫӗршывӗн кӑнтӑрти пайӗ тӑрӑх курса ҫӳреме тухса кайнӑ: Туркмение,Узбекистана, Азербайджана. Грузие ҫитсе килнӗ.

1927 ҫ. П.Хусанкай Хусанти Тухӑҫ халӑхӗсен педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. 1928 ҫ. Шупашкарта ҫамрӑк поэтӑн «Уяртсан» ятлӑ пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курнӑ.

1937 ҫулта Петӗр Хусанкая, халӑх тӑшманӗ вырӑнне хурса, арестлеҫҫӗ. 18 уйӑх асаплантарнӑ хыҫҫӑн ӑнаĔ ним айӑпсӑрскере, суд тӳрре кӑларать, ырӑ ятне тавӑрса парать.

1942–1944 ҫҫ. поэт Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑр-ҫинче пулнӑ. 1944 ҫулта Польшӑна тӑшмансенчен хӑтарассишӗн пынӑ хаяр ҫапӑҫура аманнӑ. Госпитальсенче чылай хушӑ сывалнӑ хыҫҫӑн, 1945 ҫулта вӑл килне таврӑннӑ. Петр Петровича «Чӑваш АССРӗн халӑх поэчӗ» хисеплӗ ят панӑ /1950 ҫ./, нумай орденпа тата медальпе чысланӑ. Тӗрлӗ ҫулсенче вӑл РСФСР тата Чӑваш АССРӗн халӑх депутачӗ пулнӑ, пӗр хушӑ Чӑваш ҫыравҫисен пӗрлӗхне ертсе пынӑ. П.Хусанкай – Чӑваш комсомолӗн ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн малтанхи лауреачӗсенчен пӗри.

Петр Петрович 1970 ҫулхи мартӑн 4-мӗшӗнче вилнӗ.

Петӗр Хусанкай – чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗ тата ҫутта кӑлараканӗ. Вӑл пӗтӗм пурнӑҫне тӑван халӑхне халалланӑ. Унӑн вилӗмсӗр «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑвви – чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн кӗрешекенсен хӑватлӑ манифесчӗ.

 

 

ЭПИР ПУЛНӐ, ПУР, ПУЛАТПӐР!
 
Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ÿстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Ман айван ăсăмпала –
Эпир пулнă, пур, пулатпăр.
 
Пĕр вăрман пулсан этемлĕх,
Тĕрлĕ йывăç пур унта.
Ярăнса кăна ÿсмелĕх
Вырăн çитĕ вăрманта.
Каснă, вăтăрнă пире,
Кăкласа хăртман та мар-тăр,
Вăрлăх юлнă пурпĕрех:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
 
Никамран та ютшăнмасăр,
Тан курса пур йăхсене,
Ят хума пултарнă хамăр
Хĕвеле, çăлтăрсене.
Ăс-пуçран та катăк мар,
Чун хавалĕпе те паттăр,
Чĕрепе те шĕл кăвар –
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
 
Пирĕн юрă, пирĕн тĕрĕ,
Пирĕн тÿсĕмлĕ сăмах
Упранса вăл çитсе кĕрĕ
Коммунизм таранах.
Чун çакна шанми пулсан –
Маншăн шăтăк та ан алтăр.
Шанчăк сÿнмĕ нихăçан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
 
«Мĕн чăваш чĕлхи!» – илтетпĕр
Хăш чухне чăвашранах.
Йĕрĕнсе пăхса илетпĕр
Ун йышши каçрашкана.
Кĕççе пит вăл, кĕлмĕç чун,
Куçăнах унран кулатпăр:
Ÿк те çурăл, хып та çун –
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
 
Çак кунччен упраннă халăх
Мăшкăлланмĕ паянтан*
Хăйшĕн хăй – парне те палăк,
Пуринпе те вăл пĕр тан.
Пĕтĕм пурнăç терчĕпе
Çĕр çыртса тупа тăватпăр:
Шăрăх, сивĕ е йĕпе –
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
 
Тĕрмере те, вăрçăра та –
Хут çине те чул çине
Çыртăм, халĕ те çыратăп
Халăха ĕненнине.
Савнă халăх манпалан
Шухăшлатăр та калатăр
Уçă, ирĕк кăмăлтан:
Эпир пулнă, пур, пулатпăр!
 
1962

 

Новости по теме