Вут-çулăм алхасать

17 Июл, 2015

Çак кунсенче Çĕмĕрлере виçĕ хутлă çуртри пĕр хваттере вут хыпса илнĕ. Пушара 40 минутран кăна сÿнтерме май килнĕ. Мĕнрен тухнă çулăм?

Малтанлăха палăртнă тăрăх, хваттерте тăваттăн - кил хуçи хĕрарăмĕпе арçын, хĕрĕпе кĕрÿшĕ - пурăннă. Инкеклĕ кун килте ватă арçын пĕчченех пулнă. Ÿсĕрскер пÿлĕмре чĕлĕм мăкăрлантарма пикеннĕ. Кĕçех çывăрса кайнă. Унăн виллине пушар сÿнтерсен кăна асăрханă.

Красноармейски районĕнче те «хĕрлĕ автан» авăтнă. Алманчри пĕр хуçалăхра пушарта сĕтел-пукан, йăла техники пĕтнĕ, стенасем çунса хуралнă. Специалистсем инкек сăлтавне электрооборудованипе усă курнă чухне йĕркене пăхăнманран тухнипе çыхăнтарнă. Икĕ çул каялла хуçисем электропăралука хăйсем тĕллĕн улăштарнă. Çитменнине çĕнетес вырăнне киввипе усă курнă.

Çулталăк пуçланнăранпа республикăра 538 пушар тухнă. Унта 55 çын вилнĕ, 67-шĕ йывăр аманнă. Тăкак - 46 млн тенкĕ.

Рубрика: