- Чăвашла верси
- Русская версия
100 çулти кинемей купăс каласа савăнтарать
Кăçалхи январь уйăхĕн 7-мĕшĕнче 100 çул тултарнă Валентина Новоселовăпа курнăçиччен телефонпа калаçма тÿр килчĕ. Кинемейĕн кĕсье телефонĕ пуррине пĕлсен питех те тĕлĕнтĕм. Валентина Егоровна лайăхах илтнине, манпа чиперех калаçнине ĕненсен пушшех хĕпĕртерĕм. «Районти пĕрремĕш телефонистка пулнă вăл», - терĕç ун пирки шÿтлесе ывăлĕпе хĕрĕ.
«Пысăк хырăмпа йĕрсе юлтăм»
Валентина Новоселова Красноармейски районĕнчи Васнар ялĕнче пурăнать. Ачисем инçех мар тĕпленнĕ те - амăшĕ патне час-часах пырса çÿреççĕ. Валентина Егоровна пĕр ĕмĕр хыçа хăварнă. Çак тапхăрта унăн хура-шурне сахал мар курма тивнĕ. Кинемей çулне кура мар çамрăк курăнать. Пурнăçĕнчи кашни самантне астăвать вăл. Пулас мăшăрĕпе хăш кун паллашса çемье çавăрни, упăшки вăрçа тухса кайни, унтан хăçан таврăнни... Йăлтах унăн асĕнче.
Валентина Новоселова Тутар Республикинчи Шонгуты салинче 1915 çулта кун çути курнă. Ялта вĕсем вырăсла калаçса ÿснĕ. Граждан вăрçи пуçлансан ашшĕ тата икĕ пиччĕшĕ çапăçăва тухса кайнă. 1917 çулта ашшĕ пуç хунă. Икĕ пиччĕшĕнчен пĕри киле таврăнайман. Амăшĕ патне вăл пĕр çыру çеç çырма ĕлкĕрнĕ. Амăшĕ Мария Александровна тăватă ачапа тăрса юлнă. Валентина - чи кĕçĕнни. Пĕччен хĕрарăма тĕпренчĕкĕсене тăрантарса пурăнма йывăр килнĕ. Çитменнине, 1921 çулта Атăлçи тăрăхĕнче выçлăх хуçаланма тытăннă. Çимелли çук, ачисем пĕчĕк... Мария Александровна ытлă-çитлĕ пурăнакан йăмăкĕ патне - Трак тăрăхне - ачисене пуçтарса куçса килнĕ. Йăмăкĕ арман тытнă та - выçлăх çулĕнче те аптăраман. Васнар ялĕнче Новоселовсем йĕркеллех пурăнса кайнă. Колхоз чăмăртансан çемье унта кĕнĕ. Çапла ĕçлесе пурăннă вĕсем.
Пĕчĕк Валентина купăс калама çав тери ĕмĕтленнĕ. Пиччĕшĕ купăс тăсма питĕ ăста пулнă. Ăна кура 8-ти хĕрача та çак инструмента хăнăхма талпăннă. Килте никам çук чухне Валентина алла купăс тытнă та хăй тĕллĕн пускаланă. Пиччĕшĕ çакна курсан йăмăкне хытах юнанă. Ара, пĕчĕк ача ăна çĕмĕрсе пăрахма та пултарĕ вĕт. Анчах хĕрачана çакă хăратнă-и? Малалла вăрттăн вĕреннĕ вăл. Пĕррехинче ăнсăртран пÿрте кĕнĕ пиччĕшĕ шанк хытса тăнă. Валентина пукан çине ларнă та купăс тăсса кĕвĕ каланă. Хĕрача кунпа çырлахман, баян каласшăн çуннă. Çак тĕллевпех вăл ялти шкула пĕтерсен Шупашкарти музыка училищине вĕренме кĕнĕ. Анчах пурăнмалли вырăн пулманран пĕр уйăхран яла таврăннă. Валентина Егоровна хăйĕн юратнă купăсĕпе халĕ те туслă. «Унчченхи пек мар çав. Халĕ пÿрне мар - кĕрепле», - терĕ кинемей. Ахаль çеç çапла каларĕ вăл. Питĕ шÿтлеме юратать. 100 çулхи юбилейне тăван-пĕтенĕпе кафере уявланă. Ун чухне темшĕн купăса пĕрле илмен вĕсем. Киле çитсен Валентина Егоровна ывăлĕ-хĕрне, тăванĕсене ташлаттарнă.
Пĕррехинче Валентина Новоселова Канаша лашапа тырă леçме кайнă. Ун чухне 20-ре пулнă вăл. Кăмăлĕпе çирĕп хĕр никам тытман, итлемен лашапа пынă.
- Каялла таврăннă чухне Цветков ман урапа çине ларчĕ те текех уйрăлмарĕ, - иртнине аса илсе каласа кăтартрĕ Валентина Егоровна. Василипе тÿрех мăшăрланман вăл, темиçе çул туслă çÿренĕ. 1940 çулхи август уйăхĕн 10-мĕшĕнче икĕ çамрăк çемье çавăрнă. Шăп та лăп тепĕр çулталăкран, 1941 çулхи август уйăхĕн 10-мĕшĕнче, Валентина Егоровна упăшкине вăрçа ăсатнă. Нимĕçсем Совет Союзне хурахла тапăнни хĕвеллĕ çанталăка та тĕксĕмлетнĕ...
- Çав кун районта ярмăрккă иртрĕ. Мăшăрăм унта ирех тухса кайрĕ. Эпĕ пысăк хырăмпаччĕ, пĕрле каяймарăм. Ун чухне пĕрремĕш ачана кĕтеттĕмĕр. Кашни килте тенĕ пекех радио пурччĕ. Нимĕçсем Совет Союзне тапăнни пирки шăпах радиопа илтрĕм. Макăрса ятăм. Упăшка киле таврăннă çĕре усал хыпара илтнĕччĕ ĕнтĕ. Иксĕмĕр пĕрле хурланса йĕтĕмĕр. Варти пепке çичĕ уйăхра, пĕрремĕш ача... Мăшăра вăрçа илсе каяççĕ тесе ĕсĕклерĕм. Упăшка та пирĕнтен уйрăлма тивессине сиссе хурланчĕ. Вăл фронта тухса кайсан тепĕр 17 кунран хĕр çуратрăм. Упăшкана ăсатни куç умĕнчех. Юлташĕпе иккĕшĕ пар лаша кÿлчĕç. Эпĕ те урапа çине вырнаçрăм. Красноармейскине çитсен урапа тĕнĕлĕ татăлса кайрĕ. Вĕсем лашасене тăварса утланчĕç те пуйăса çитме васкарĕç. Эпĕ, пысăк хырăмлăскер, ку ырра мар тесе урапа çине выртса макăртăм. Мăшăрăм вăрçăран таврăнмасть пулĕ терĕм, - куççуль сахал мар тăкнă кунсене аса илчĕ Валентина Новоселова. Телее, мăшăрĕ 1945 çулхи ноябрь уйăхĕнче вăрçăран тĕрĕс-тĕкел таврăннă. Хĕрарăм упăшкине тепĕр тăватă ача парнеленĕ. Кĕлеткине ĕçпе пиçĕхтернĕ Валентина Егоровна пилĕк тĕпренчĕкĕнчен тăваттăшне хăй тĕллĕн мунчара çуратнă. Пĕрремĕшĕнче амăшĕ çăмăлланма пулăшнă.
- Пĕрре те хăраман. Ав Викентий мунчара çуралнă та шап-шурă ларать, - каллех шÿтлерĕ кинемей ывăлĕ çине тĕллесе. - Чи кĕçĕннине больницăрах çуратрăм. Çамрăках марччĕ те кăштах шиклентĕм.
Вăкăра та итлеттернĕ
Вăрçă кĕрленĕ чухне никама та çăмăл килмен. Килĕрен ыйткалакансем çÿренĕ, пĕр татăк çăкăршăн ача пекех савăннă. Çулла питех аптăраман: курăк яшки çикелесе пурăннă. Мăшăрне фронта ăсатнă Валентина Егоровна пĕр чĕптĕм çăкăрсăр ларнине астумасть. Вĕсем ĕне усранă. Сĕтелĕ çинче яланах сĕт пулнă. Çĕрулми те нихăçан та татăлман. Тин çăмăлланнă Валентина Егоровнăн килте ларма вăхăт пулман.
- Кладовщик выçса вилсен намăс та, çылăх та. Киле пĕр грамм тырă та илсе килеймен пулсан та çапла шÿтлетĕп, - сăмахне тăсрĕ 100 çулти кинемей. Чăннипе, унăн тырă-çăнăха киле сĕтерме май пулман. Ун умĕн ĕçленĕ кладовщикран 1000 пăт тырă шутласа кăларайман. Кун хыççăн йĕрке пушшех те çирĕпленнĕ. - Вăрçă çулĕсенче çывăрса курман. Хĕрарăмсем кăнтăрла тырă выратчĕç, çĕрлеччен авăн çапатчĕç. Шуçăм çуталиччен килти ĕçсене туса ĕлкĕрмеллеччĕ. Купăс калама вăхăт пулман. Пичче вăрçăра вилсен анне ăна сутса ячĕ. Пичче купăсĕ куç умĕнче чĕрене ыраттарса ан вырттăр терĕ. Ăна сутсан чунăм ыратрĕ...
Валентина Егоровна вăкăр кÿлсе суха тунине те манас çук. Лаша пек мар вĕсем - итлемеççĕ. Çапах пурнăçри йывăрлăхсене мĕн пĕчĕкрен парăнтарма хăнăхнă хĕрарăм вăкăра та ним мар пăхăнтарнă.
1942 çулта Василий Цветков вăрçăра аманнă. Нимĕçсем унăн хул калакне аркатнă. Çĕрпÿре çур çул сипленнĕ хыççăн ăна Самар облаçĕнчи Аткарск хулинчи госпитале куçарнă. Çавăн чухне Валентина Егоровна мăшăрне курмашкăн кайнă. Шел те, çур кун çеç кая юлнă вăл - Василий Цветкова каллех фронта янă. Кăмăлĕпе çирĕп арçын хăйĕн вăйсăрлăхне нихăçан та кăтартман. Вăрçăран таврăнсан ялти арçынсем инвалид пулнине хутпа çирĕплетмешкĕн машинăпа тиенсе кайнă. Василий Цветков вĕсемпе пĕрле пыман. Вăрçăра вăл паттăрлăхĕпе палăрнă. Чăваш каччи Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, Тăван çĕршыв вăрçин орденне /шел те, вăл хăш степень пулнине пĕлеймерĕм/ тивĕçнĕ. Салтак тăшмансене хăваласа Берлина çитнĕ. Вăрçă вĕçленсен ăна унтах хăварнă. Çав вăхăтра Василий Цветков мăшăрне çичĕ посылка янă. Юратнă арăмне вăл кĕпе-йĕм ярса панă. Анчах Валентина Егоровнăна унран та ытла пĕр курупка супăнь савăнтарнă. Уншăн вăл темрен те хаклă пулнă. Ун чухне супăне кăнтăрла хунарпа шырасан та тупайман.
Мăшăрĕ вăрçăран киле таврăннă кун, 1945 çулхи ноябрĕн 5-мĕшĕнче, ĕни çухалнă вĕсен. Валентина Егоровна ăна шыраса уй-хире çаврăннă. Çул çинче Микулая, упăшкипе пĕрле таврăннăскере, тĕл пулнă. Ырă хыпара вăл пĕлтернĕ те ĕнтĕ.
Çĕнтерÿ кунне тăшманпа çапăçакан салтаксем кăна мар, тылрисем те тем пек кĕтнĕ. Нимĕçсем парăннă кун совет çыннисемшĕн уявран та уяв пулнă. Çав куна Валентина Егоровнăна та аса илме ыйтрăм.
- Пуç шкап мар. Унта веçех кĕмест, - черетлĕ хут шÿтлерĕ пурнăçпа киленме пĕлекен кинемей. Кăштах ларнă хыççăн 1945 çулхи майăн 9-мĕшне аса илчех. - Правлени умĕнчеччĕ. Ун чухне тавар сутма килетчĕç. Пĕр çын фашист йăвине аркатнине радиопа илтнĕ те халăха пĕлтерме васканă. Хыпара илтсен пĕрисем макăрчĕç, теприсем савăнчĕç...
Кĕпе çĕлет, пахчара çум çумлать...
Вăрçă вĕçленсен халăх ирĕклĕн сывласа янă. Паллах, аркану хыççăн çĕнĕрен ура çине тăма çăмăл пулман. Валентина Новоселовăпа Василий Цветков та майĕпен вăй илнĕ. 1962 çулта вĕсем çĕнĕ çурт çĕкленĕ. Кашни ачине çĕршыва юрăхлă çын тума тăрăшнă. Шел те, пĕри вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Мăшăр пĕр-пĕрне ăнланса 54 çул пурăннă. Василий Цветков 84 çулта çĕре кĕнĕ.
Мăшăрĕнчен тăлăха юлсан Валентина Егоровна хуçăлса ÿкмен - пурнăç малалла шăвать-çке, ачисемпе, мăнуксемпе, мăнукĕсен ачисемпе савăнмалла. Халĕ пурте ун патне пуçтарăнсан пÿрт лăках тулать. Кинемей килен-каяна яланах курăк чейĕ ĕçтерет. Лавккара сутаканнине нихăçан та килĕштермен вăл. Çулла курăк пухса типĕтет, çырла пуçтарать. Хĕлле те ахаль лармасть: çекĕлпе çыхать. Эрешлĕ салфеткăсене хăнасене парнелет. 100 çул тултарнăскер хаçат-журнала куçлăхсăрах вулать. Темиçе çул каялла çеç чутах суккăр юлман вăл. 2004 çулта куçне операци тутарнă, унтанпа чиперех курать. Валентина Егоровна ĕлĕкхи йăла-йĕркене пăрахăçламасть. Кашни Мăнкун умĕн кĕпе çĕлесе тăхăнать. Нимрен ытла вăл çĕр ĕçне юратать. Пахчара йăрансене çумласа, пахча çимĕçе пăхса чунпа канать вăл. Шел те, халĕ пахчана тухсан унăн чĕри ыратать. Нумаях пулмасть вĕсен тăрăхĕнче путене çăмарти пысăкăш пăр çунă. Машина капотне авса пĕтернĕ те пахча çимĕç пирки каламалла та мар ĕнтĕ. Купăста, çĕрулми, помидор çулçисене йăлтах хуçса пĕтернĕ. Юрать, иçĕм çырли аманман. Çапла, 100 çулти кинемей çак çырлана та ÿстерет. Ку кăна мар, шăматкунсерен кукăль пĕçерет вăл. Пĕррехинче ирхи 3 сехетре вăраннă та ыйхă килмен. Мĕн тăвас? Чуста çăрса кукăль пĕçернĕ. 7 сехетре кăмака кукăлĕ сĕтел çинче пăсланнă. Амăшĕ çывăрса тăма ĕлкĕреймен ывăлĕ-хĕрне шăнкăравласа хăнана чĕннĕ.
Валентина Новоселовăна Ача амăшĕн медалĕпе чысланă. Нумаях пулмасть Трак тăрăхĕнче çĕнĕ награда панă. «Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе пĕрремĕш йыша чысланă. Вĕсен шутне Валентина Егоровна та кĕнĕ.
Тĕлĕнмелле хаваслă çын вăл. 90 çулччен алла туя тытса курман. Пурнăçа юратни, ачисемпе тăванĕсем çумра пулни, ĕçрен хăраманни ăна вăй-хал хушать. Кун-çулĕнчи йывăрлăхсем ăна авса хуçман. Пачах тепĕр май - ура çинче çирĕп тăма, пурнăç хакне туйма вĕрентнĕ çеç.
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать