Сакăрвуннăра та харсăр, хастар

14 Июл, 2015

Чăваш Художниксен союзне йĕркеленĕренпе 80 çул çитрĕ. Çавна май июлĕн 9-мĕшĕнче Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче сумлă юбилее халалланă курав уçăлчĕ.

Куравсем тăтăшах иртеççĕ-ха, çапах та кунашкалли - пур енĕпе те ăмсанмалли - сайра. Акă мĕнпе уйрăлса тăрать-ха вăл: кунта - чăваш ÿнерĕн пур тапхăрĕ те сăнланнă, союз чăмăртаннăран пуçласа паянхи кун таранчченех.

Курав уçăличчен чылай маларах çитрĕм музее, экспозиципе тĕплĕнрех паллашас терĕм. Пĕр картина патĕнчен теприн патне васкамасăр утатăп. Владислав Николаевăн сувар-пăлхар ярăмĕпе пурнăçланă эрешĕсене малтанах курнă-ха, çапах та хальхинче те вĕсен умĕнче чарăнса тăтăм. Хĕрарăм валли кĕмĕлтен ăсталанă хатĕрсем йăлтăр-йăлтăр ялкăшнипе, чăнкăр-чăнкăр чăнкăртатнипе кăна мар, вĕсен тĕрри, эрешĕ тыткăнларĕ. Вĕсенче - пирĕн несĕлсен кунçулĕ, савăнăçĕпе хуйхи-суйхи-çке.

Розалия Ермолаева Ольга Ырсем актрисăна Чăваш академи драма театрĕнче Константин Ивановăн «Нарспи» поэми тăрăх лартнă спектаклĕнчи Сетнер амăшĕн сăнарĕнче ÿкернĕ. Тĕлĕнмелле шухăш çуралчĕ: Сетнер амăшĕ шăпах çакăн пек пулнă, урăхла мар! Иван Дмитриев 1940 çулта «Чăваш туйĕ» пысăк ĕç ÿкернĕ. Шăпах 75 çул каялла. Вăл вара паянхи пек чĕрĕ, таса. Вăл чăваш музейне çеç мар, Третьяков галерейине илем кÿмелле. Анатолий Миттовăн «Алран кайми аки-сухи» ярăмпа пурнăçланă картинисене тата асăрхамасăр иртсе кайăн-и? Чăваш пикисене вăйă картинче ÿкернĕ картинăпа паллашсан вĕсен çинçе те инçете сарăлакан уçă сассине те илтнĕн туятăн. Акă мĕнле хăватлă ÿнерĕн ăсталăхĕ!

Николай Овчинниковăн «Салам, тăван çĕр» картини те чуна çывăх. Унта ентешĕмĕр, тĕнче уçлăхĕнчен тин çеç вĕçсе таврăннă Андриян Николаев космонавт-летчик сăнарланнă. Иккĕленместĕп: çак ĕç пур чăваш чунĕнче ырă, ăшă туйăм çурататех, кашнийĕ пирĕн те çакăн пек маттур çын пур тесе мухтанса илетех.

Николай Енилинăн, Владимир Агеевăн, Николай Карачарсковăн, ыттисен живопиçĕпе те, Владислав Зотиковăн, Владимир Нагорновăн, ыттисен скульптурисемпе те, Элли Юрьевăн графикипе те килентĕм, чунпа пуянлантăм. Вĕсене пĕр харăс тата хăçан курма пулĕ?

Курава савăнăçлă лару-тăрура уçма килсе çитнĕ çынсен сăмахĕсем Чăваш Енри Художниксен союзĕ утса тухнă çул çинчен пулчĕç. Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн директорĕ Геннадий Козлов пĕлтерĕшлĕ пĕр пулăм пирки чарăнса тăчĕ: çав кунах музейре Чăваш Ен Художниксен съезчĕ иртнĕ. Унта ÿнерçĕсем çĕнĕ ертÿçĕ суйланă, вăл - Андрей Анохин. Пултаруллă та хастар художник, общество ĕçченĕ. Çирĕм çула яхăн «тилхепене» аллинчен вĕçертмен Ревель Федорова ЧР Художниксен союзĕн хисеплĕ председателĕнче хăварнă. ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов пирĕн художниксем республика мухтавĕ пулнине, вĕсем Чăваш Ен аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ, уйрăмах палăрнисене Министерствăн Хисеп хучĕпе наградăларĕ. Раççей Художниксен союзĕн секретарĕ Валерий Полотнов та хутшăнчĕ уява. Сăмах май, Валерий Павлович 1973 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ-мĕн. Вăл кунта хăйĕн вĕрентекенĕсен, тус-юлташĕсен картинисене курнишĕн кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ, Художниксен союзне ăнтăлу, ăнăçу сунчĕ.

Искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов союзăн кун- çулĕпе паллаштарчĕ. Союз 1935 çулхи июль уйăхĕнче республикăри ÿнерçĕсен пĕрремĕш учредительнăй съездĕнче чăмăртаннă. Художниксен тĕллевĕ çапларах пулнă: тăван халăхăн ÿнер аталанăвĕн центре йĕркелесси. Ун урлă вара наци искусствине çĕклесси, халăхăн хăйевĕрлĕхне упраса хăварасси. Çак тапхăрта уйрăмах çине тăрса ĕçленĕ пирĕн ÿнерçĕсем: Раççей шайĕнчи куравсене хутшăннă, Шупашкарти ÿнер училищинче, педагогика институтĕнче пултарулăх мастерскойĕсем уçнă.

Вăрçă хыççăнхи тапхăр та лайăх улшăнусемпе палăрса тăрать. Çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă ÿнер училищинче специальноç енĕпе чĕнсе илнĕ преподавательсем - А.М.Спиридонова, В.С.Гурин, Р.М.Ермолаева, Е.Е.Бургулов, М.Ф.Харитонов ĕçлеме пуçланă. Атăлпа Урал тăрăхĕнчи пĕрлехи куравсем, ăслăлăхпа практика конференцийĕсем ирттернĕ.

1960-1985 çулсем - ЧР Художниксен союзĕ питĕ хăвăрт аталаннă тапхăр. Ăсталăха туптас тĕлĕшпе художниксен «Ял шурăмпуçĕ», «Çавал», «Шуршăл уйĕ», Шупашкар ГЭСĕ» пултарулăх ушкăнĕсем уйрăмах палăрнă.

Паянхисемшĕн те намăс мар. Р.Ф.Федоров, В.П.Петров /Праски Витти/, А.П.Анохин, Н.П.Карачарсков, В.Г.Бритвин, К.А.Долгашев, ыттисем пĕрремĕшĕсен ырă енĕсене малалла аталантараççĕ, чăваш, Раççей тата тĕнче культурисен çитĕнĕвĕсене пĕр тĕвĕре тытса пыраççĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: