- Чăвашла верси
- Русская версия
НУМАЙ СĔТ ПАРАКАН ЙĂХ
Пĕр хаçатра Зааненски текен качака сутни пирки вуларăм. Çак ăрат çинчен кăштах та пулин пĕлес килет.
И.МОЛОДЕЙКИНА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ.
Вăл сĕт лайăх антаракан йăхри выльăх шутне кĕрет. Çавна май çăмĕ япăх шăтать. Таки 65-75 килограма, ами - 45-50 килограма çити таять. 10 ама çулталăкра 15 путек тума пултарать. Выльăха тулăх тăрантарсан талăкра 5-7 литр сĕт суса илме май пур. Эсир «Качакана комбикорм, тĕш тырă пама юрать-и.» тесе те ыйтнă. Çак выльăха ытларах утăпа, пахча çимĕçпе тăрантарма сĕнеççĕ. Чĕрĕ тымар çимĕç /туранă çĕр улми, кишĕр, выльăх кăшманĕ, кавăн/ вырăнлăрах.
Çак ăратри качакасем хуçисене питĕ хăвăрт хăнăхаççĕ. Хĕлле выльăха «Здравур - козочка» текен хушма апат парсан вырăнлă.
Комментировать