Регионсенче социаллă программăсене туллин пурнăçлаççĕ

14 Июл, 2015

Июлĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Мускавра Правительство Çуртĕнче РФ Правительствин премьер-министрĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă канашлăва хутшăннă. Унта Раççей Федерацийĕнчи хăшпĕр субъекта пулăшмалли мерăсене сÿтсе явнă.

Дмитрий Медведев палăртнă тăрăх - тĕпрен илсен регионсем экономикăри тата финанс тĕлĕшĕнчи ансат мар лару-тăрăва чăтса ирттереççĕ. Регионсен влаçĕсем тытса пыракан шайлашуллă политика пулăшнипе социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлаççĕ. Пенсисене, социаллă пособисене, субсидисене пĕр чăрмавсăр куçараççĕ.

"Пĕтĕмĕшле инвестици лару-тăрăвне, предпринимательлĕх хастарлăхне лайăхлатмашкăн мĕн тумаллине, регионсене тупăшсен мĕнлерех хушма çăлкуçĕсене памаллине шухăшласа пăхмалла. Пысăк ăнăçу кÿрекен çĕрте, тен, пуçланă проектсене вĕçлеме федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрмалла", - палăртнă Дмитрий Медведев.

Çивĕч темăсене сÿтсе явнă май Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев "Трактор завочĕсем" концернти лару-тăру çинчен ыйту хускатнă. Вăл "Трактор завочĕсем" концернăн 32 млрд тенкĕ кредитне банксен синдикачĕ умĕнче реструктуризацилеме, ĕçлев рынокĕнчи çивĕчлĕхе чакармалли республика программине пурнăçлама хушма 55 млн тенкĕ пама йышăннăшăн çĕршыв ертÿлĕхне тав тунă.

А.ЛЬВОВА.