Хĕл хырăмĕ пысăк

10 Июл, 2015

Елчĕк районĕнчи ĕçченсем хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. «Чи кирли - курăка вăхăтра çулса пуçтарасси. Унсăрăн пахалăхĕ çухалать», - теççĕ ĕçченсем. «Прогресс» хуçалăхра та иртен пуçласа каçченех уй-хирте ĕç шавĕ лăпланмасть. Июлĕн 7-мĕшĕ тĕлне пĕрлешÿре пĕр çул ÿсекен курăксене 78 гектар çулнă. Çак вăхăт тĕлне утă - 315, сенаж 360 тонна янтăланă. Петр Скворцов ертÿçĕ каланă тăрăх - çывăх вăхăтрах сенаж хывса пĕтересшĕн. Хуçалăхра кĕрхи культурăсем акма 10 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Республикăра лару-тăру мĕнлерех-ха? Июлĕн 7-мĕшĕ тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 88 360 гектар /84,7 процент/ çулнă. Патăрьел районĕнче ку ĕçе вĕçленĕ. Пурĕ 6 пин ытла гектар çинчи ешĕл апата пуçтарса кĕртнĕ. Улатăр, Йĕпреç, Комсомольски, Пăрачкав, Шăмăршă, Етĕрне, Тăвай тăрăхĕсенче те лаптăксем пушаннăпа пĕрех. Пĕр çул ÿсекен курăксене 1 499 гектар çинче çулнă.

Çак тапхăрта выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма утă - 71,5 пин /планпа пăхнин 99,6 проценчĕ/, сенаж - 116,6 пин /68,7/, силос 22,4 пин /11,2/ тонна янтăланă.

Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Çĕмĕрле тăрăхĕсенче утă çителĕклех типĕтнĕ. Элĕк, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Шупашкар районĕсенче сенаж хывассине лайăх йĕркеленĕ. Куславкка, Сĕнтĕрвăрри енче силос ытларах янтăланă.

Витаминлă курăк çăнăхĕ 231 тонна пур. Июль тĕлне условлă выльăх пуçне 13,9 апат единици тивет.