- Чăвашла верси
- Русская версия
Паха сĕтшĕн - тивĕçлĕ тÿлев
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекен килти хушма хуçалăхсемпе, вĕсем паракан сĕт пахалăхне шута илсе, тÿлесе татăлмалли тухăçлă тытăма кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен туса хума хушнă.
Йÿнĕпе туянаççĕ, хаклăпа сутаççĕ
Июль уйăхне кĕтĕмĕр. Апла Çырура палăртнă тапхăр, çĕнĕлле ĕçлемелли вăхăт çитрĕ. Республикăра вăл мĕнлерех пурнăçланса пырать-ха? «Агро-Инноваци» унитари предприятийĕнче иртнĕ «çавра сĕтел» лару-тăрăва уçăмлатма пулăшрĕ. Çивĕч калаçăва ЧР Ялхуçалăх министерствин, патшалăх ветеринари службин, чĕртавара тирпейлекен предприятисен ертÿçисем, яваплă çынсем хутшăнчĕç. Шел, сĕт пуçтаракансене йыхравланă пулсан та вĕсем унта хутшăнма кăмăл туман.
- Çулталăк йывăр килчĕ. Сĕт хăйхаклăхĕ ÿсрĕ, анчах ăна хушма хуçалăхсенчен иртнĕ çулхинчен те йÿнĕрехпе туянаççĕ, - палăртрĕ ЧР ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов. - Паллах, çакă çынсене пăшăрхантарать. Вĕсемшĕн паянхи чи çивĕч ыйту - сĕт хакĕ.
Министр çумĕ Александр Самаркин пĕлтернĕ тăрăх - кăçалхи январь-май уйăхĕсенче республикăри мĕнпур категорири хуçалăхсенче 181,4 пин тонна ?пĕлтĕрхин 101 проценчĕ% сĕт туса илнĕ. Çав шутра ялхуçалăх организацийĕсенче - 51,4 пин, хушма хуçалăхсенче - 121,6 пин, фермер хуçалăхĕсенче 8,4 пин тонна.
Çак тапхăрта тирпейлекен предприятисем 73,9 пин тонна сĕт туяннă, çав шутра вырăнта туса илекенсенчен - 48 пин, республика тулашĕнчен 25,8 пин тонна. Вырăнта сĕт туса илекенсенчен пĕлтĕрхинчен 4,6 процент сахалрах туяннă.
ЧР патшалăх ветеринари служби кăтартăвĕпе республика тулашне сĕт нумай каять. Кăçалхи пилĕк уйăхра кăна 94 пин тонна чĕртавар ытти региона саланнă. Кăтарту иртнĕ çулхинчен 4,9 процент ытларах.
Кăçал февральтех халăхран ăна йÿнĕрехпе туянма тытăннă. Пуçтаракансем, тирпейлекенсем çакна тăкак ÿснипе çыхăнтарнă. Хушма хуçалăхсенне вара кам шутлĕ? Вĕсен те сĕт туса илме çичĕ хут тар кăлармалла. Çынсем ĕçленине, тăкакланнине кура тивĕçлипе тÿлессе кĕтеççĕ.
Кăçал июль тĕлне пĕрремĕш сортлă сĕтĕн ?НДС-сăр% 1 литрĕ 15,92 тенкĕ пулнă. Ку февральтипе танлаштарсан 23 процент сахалрах. Суту-илÿре вара ăна 1 литрне ?сĕтри çу хисепĕ 2,5 процент% 36,13 тенкĕпе сутнă ?февральтипе танлаштарсан 2,5 процент йÿнĕрех%. Чăвашстат кăтартăвĕпе июнĕн 22-мĕшĕнче республикăра пастеризациленĕ пĕр литр сĕт хакĕ ?çу хисепĕ 2,5-3,2 процент% 43 тенке кармашнă. Ку федерацин Атăлçи округĕнчи вăтам хакран 7,5 процент пысăкрах.
Килĕшÿ камшăн?
Сĕтшĕн пахалăхне кура татăласси, вăрах вăхăтлăх килĕшÿсем тăвасси пирки тахçанах калаçатпăр ĕнтĕ. Чăн та, лав вырăнтан тапранчĕ темелле. Кăçалхи июнĕн 26-мĕшĕ тĕлне сĕт сутакан хушма хуçалăхсемпе 4,5 пин килĕшÿ тунă. Элĕк, Комсомольски, Муркаш, Вăрмар, Çĕрпÿ, Шăмăршă, Етĕрне, Елчĕк районĕсенче чĕртаваршăн пахалăхне кура татăлаççĕ. Çав хушăрах Вăрнар, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Çĕрпÿ, Шупашкар, Çĕмĕрле, Тăвай тăрăхĕсенче вара халĕ те «хĕл ыйхинчен» вăранайман тейĕн, документсем йĕркелесси вăраха кайнă.
Хăшĕ-пĕри килĕшÿ тăвасран хăраса мĕн кăна шутласа кăлармасть. Халăха суйса тата хăратса алă пусма хистекенсем те пур. «Халăх килĕшÿ тăвассине хирĕç», - тесе сăлтавласшăн-тăр кайран вĕсем.
- Йĕркеллĕ ĕçлекен, чĕртаваршăн вăхăтра татăлакан, пахалăха тĕрĕслесе йышăнакан тÿрĕ чунлă çын килĕшÿпе ĕçлеме те хăрамасть, - терĕ Александр Самаркин.
«Сĕт паракансем кооператив членĕсем пулсан килĕшÿ кирлех-шим?» - тесе иккĕленекен те пулчĕ «çавра сĕтел» хушшинче. Лава пĕрле туртнине, пĕр тĕллевпе ĕçленине ырламалла кăна темелле, çапах чылай çĕрте çынсем кооперативра тăнине пĕлмеççĕ те. Унта ячĕшĕн йышăнни яваплăхран, килĕшÿ тăвассинчен пăрăнма хăтланниех темелле. Ĕçлĕ хутшăнусене документпа çирĕплетнине нимĕн те çитмĕ çав.
Хальхи вăхăтра халăхран 200 яхăн тытăм сĕт пуçтарать. Республикăра туса илекен сĕтĕн 67 проценчĕ - хушма хуçалăхран.
ЧР патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов каланă тăрăх - Элĕк, Патăрьел, Вăрнар, Красноармейски, Канаш, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Шупашкар, Елчĕк, Етĕрне, Тăвай районĕсенче сĕт пахалăхĕ лайăхрах. Кăçалхи июнь тĕлне республикăри тирпейлекен предприятисем сĕте пысăк сортпа 35,39 процент, пĕрремĕшпе - 64,20, иккĕмĕшпе 0,41 процент йышăннă. Иртнĕ çулхинчен пысăк сортли 9,08 процент ÿснĕ. Ветеринари служби те унăн пахалăхне тĕрĕслеме ятарлă приборсем туяннă. Паллах, çакă хăшпĕр сĕт пуçтаракана, паракана килĕшмест. Вĕсене курсан тулли савăчĕсене çĕклесе каялла таракансем те пулнă. Ахăртнех, ниме юрăхсăр сĕтпе алăранах тытасси шиклентернĕ.
- Пирĕн завод куллен 200 тонна сĕт йышăнать. Йĕркеллĕ çимĕç хатĕрлеме вара лайăх чĕртавар кирлĕ. Кайран ăна хамăрах çиетпĕр-çке. Тирпейлекен предприятисене тĕрĕслесех тăраççĕ, ветеринари тухтăрĕсем вĕсене куçран вĕçертмеççĕ. Çакна сĕт йышăнакан пунктсенче те йĕркелемелле, ветеринари тухтăрĕсен вĕсен ĕçне тĕрĕслемеллех, - палăртрĕ Вăрнарти типĕтнĕ сĕт завочĕн тĕп директорĕ Федор Волков.
Çивĕч калаçу каллех хак патне çаврăнчĕ.
- Етĕрнери завод çывăх вăхăтра пĕр литр сĕтшĕн 25 пус ытларах пама хатĕр, - ырă хыпар пĕлтерчĕ предприятин директорсен канашĕн председателĕ Роман Малов.
- Эпир вара 50 пус хушса тÿлĕпĕр, - унтан юлмарĕ Федор Волков.
Шел, ытти тирпейлекен предприятисен ертÿçисем хăйсен шухăшне пĕлтермерĕç. Тен, ĕçтешĕсем çу кунĕсенче хака хăпартни вĕсемшĕн кĕтменлĕх пулчĕ.
- Сĕт хăйхаклăхĕ ÿснĕ хушăрах ăна йÿнĕпе йышăнни ĕне йышне, чĕртавар туса илессине чакарать. Рынокри хака йĕркелеме килĕшÿсем тумалла, сĕтшĕн пахалăха кура тÿлесе татăлмалла, - терĕ Сергей Павлов министр. - Тирпейлекен предприятисем чĕртавар хакне ÿстерме шантарни савăнтарать. Малтанхи утăм пур темелле, вĕсем хыççăн ыттисем те туртăнасса шанас килет.
Чăн та, хальхи вăхăтра республикăра сĕте ытларах хушма хуçалăхра туса илеççĕ. Анчах юлашки вăхăтра çак кăтарту чакма пуçлани сисĕнет. Вăл йÿнелсе пыни çынсене ĕнерен хăпма хистет. Паянхи кунпа усă курса хăвăртрах пуйса юлассишĕн хыпăнакан пайтаçăсене халăха улталама хăтланни хăйсенех ура хурĕ. Çапма пĕлмен пушă хуçинех пырса тивет.
Комментировать