Аллинче вĕт шăрçа вылять

10 Июл, 2015

Надежда Васильевна Виталий Игнатьевичăн иккĕмĕш мăшăрĕ пулнине ялта пĕлмеççĕ мар. Малтанхи арăмĕ виççĕмĕш ачине çуратсанах çĕре кĕнĕ. Пепкене Надежда Васильевнăпа Виталий Игнатьевич пĕрле пăхса ÿстернĕ. Çак ырă чунлă, çав тери ĕçчен, тарават та вашават хĕрарăм алли вĕтĕ шăрçана чун парать. Кун пирки Шăхаль тăрăхĕнче лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа хушпу, тухья е мăй çыххи хатĕрлесе пама ыйтакан пайтах. Чĕмпĕр хулинче пурăннă чухнех çак алĕçне вĕренме ĕмĕтленнĕ вăл. Яла тăванĕсем патне туя килсен ăна валли хушпу çитмен. "Хăçан та пулин хам валли тăватăпах", - тенĕ ыттисене ăмсанса. Шухăшлани вара пенсие тухсан, 3-4 çул каялла, пурнăçланма тытăннă. Инçете стройкăсене çÿреме пăрахсан пушă вăхăт тинех тупăннă хĕрарăмăн. Ялти фольклор ушкăнне çÿреме тытăнсан кивĕ хушпăва, тухьяна пăхса ăсталăха туптама хăтланнă. Пĕррехинче вĕтĕ шăрçапа ĕçлеме вĕренмешкĕн Шупашкара ушкăнран кама та пулин ямалла пулнă. Надежда Васильевна хаваспах килĕшнĕ. Анчах 1-2 кунра пурне те астуса юлăн-и вара? Шăрçаран тума пуçланă япаласене сÿтсе çĕнĕрен çыхса çур çĕр иртичченех ларнă. Вĕренсе çитме библиотекăран ятарлă кĕнекесем илсе вуланă. Чăтăмлăхĕ пулнă çав унăн. Чи пирвайхи ĕçĕ - пукане тухйи - нихăçан асран тухас çук.

"Эпĕ ĕçе васкаса тумастăп", - тет Надежда Васильевна. Тен, çавăнпа та унăн чăваш хĕрарăмĕн тумне илем кÿрекен япалисене фабрикăра туса кăларнинчен уйăрса илес те çук. Тепĕр тесен, фабрикăрисен пахалăхĕ самай "хавшать" мар-и? Надежда Раськинан ĕçĕ вара çав тери типтерлĕ. Хушпури кашни тенкĕ, тухьяри кашни шăрçа пусма çине чунпа тирĕннĕ тейĕн. Китай шăрçин пахалăхĕ япăхран ăна çыхма йывăр теççĕ. Надежда Васильевнăн ĕçĕсенче çакă пач палăрмасть. Юлашки вăхăтра вăл, паллах, Чехире туса кăларнăскерпе усă курать. Сунтăхсенче мĕн тĕрлĕ тупра çук-ши?

Ара, унăн алли витĕр тухнă илеме туянас текен тупăнсах пырать. Хушпуне те, тухйине те, теветне те, мăй çыххине те ыйтаççĕ. Хатĕрлени алăран кайсах тăрать. "Питĕ юратса ĕçлетĕп, чунпа канатăп", - савăнăçне пытармасть хĕрарăм.

"Вĕтĕ шăрçапа аппаланма епле вăхăт тупать-ши?" - шухăшларăм унпа пупленĕ май. Килĕнчи алĕçĕсене кăтартмашкăн васкаса пуçтарăнчĕ те велосипед çине ларчĕ. "Паян скутер чĕртмерĕм-ха", - терĕ. "Унпа та чупатăр-и?" - каллех тĕлĕнтерчĕ вăл мана. "Ара, пур çĕре те ĕлкĕрмелле вĕт", - илтĕнчĕ хурав. Тинех эпĕ тĕлĕнме пăрахрăм.

Ирина НИКИТИНА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.