- Чăвашла верси
- Русская версия
«Çĕртен вăй илетĕп»
"Здоровье" журналăн 1970 çулхи пĕр кăларăмĕнче "По утрам бегите босиком, по росе бегите босиком..." тесе çырнине Виталий Игнатьевич Раськин паянхи пекех астăвать. Ирхи сывлăмпа кунсерен утса-чупса сывлăхне çирĕплетес шухăша вăл пуçрах тытнă, анчах çакна йăлана кĕртме çамрăк чух ялан мĕн те пулин чăрмантарнă. 44 çула çитсен хăйне алла илнĕ те çанталăк ăшăтсан, çĕр типсе çитсен çарран утма пуçланă. Халĕ те çу тăршшĕпе урине пушмак тăхăнмасть темелле.
Вăл çемйипе Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхальте пурăнать. Асфальт 30 градус таран пĕçертни те унăн уришĕн ним те мар. Чул тăрăх та пач çÿçенмесĕр çÿрет. "Туймастăп эпĕ вĕсене", - тет.
Ялта унран тĕлĕнме пăрахнă ĕнтĕ. Хăшĕ ăна ăнланать, пĕр кун та пулин Раськин пек çарран çÿреме хăтланать. Теприне, тен, вăл нумай пĕлни кăмăла каймасть. Виталий Раськин, чăн та, чылайăшĕнчен тавракурăмĕпе уйрăлса тăрать. Халăх медицини çинчен нумай пĕлме тăрăшать. "Çарран утнă-чупнă чухне çĕртен вăй илетĕп", - тет. Капла ура тупанне массаж тунипе танах. Кăна пурте чухлатпăр, ăнкаратпăр, анчах усăллине Виталий Игнатьевич пек пурнăç йĕркине кĕртме вăй-хал çитерейместпĕр. Мускава - хĕрĕ, Чĕмпĕр хулине пиччĕшĕ патне хăнана каять-и вăл е Шупашкара çул тытать-и - никамран именмесĕр унта та урамсемпе çарран çÿрет. "Мускавра ман пеккине асăрхамасан та пултараççĕ, ялан таçта васканăран унти çыннăн сăнама вăхăт çук. Тепĕр çĕрте çаврăна-çаврăна пăхаççĕ, паллах", - пĕлтерет Виталий Раськин.
22 çул çарран çÿренисĕр пуçне вăл халăх медицинипе çывăхрах туслашать. Хăйĕн организмне тасатма та вĕренсе çитнĕ-мĕн. Пульницапа аптекăри эмелсенчен ытла çутçанталăк паракан сиплĕ ÿсен-тăран пулăшăвне шанать. Пĕр вăхăт пĕвер чирĕпе аптăраса Шупашкарти пульницана лекнĕ хыççăн Чĕмпĕрте пурăнакан пиччĕшĕ ăна кĕнеке парнеленĕ. Унта çын организмне тĕрлĕ каяшран мĕнле тасатмалли çинчен çырса кăтартнă. Çав пĕчĕк кĕнекерен пуçланнă та Виталий Игнатьевичшăн сывалу çулĕпе утасси.
Халăх медицинине тухтăрсем тĕрлĕрен хаклаççĕ, çавăнпа Виталий Раськинăн сипленÿ мелĕсемпе вулакансене паллаштарма тăхтăпăр. Çавах та арçын сывлăхлă пулма ăнтăлни ыттисемшĕн ырă тĕслĕх мар-и вара? Вăхăт-вăхăт унăн та тÿсĕмлĕхĕ пĕтет. Калăпăр, чĕлĕм туртма пăрахать, чылай хушă ăна çăвара хыпмасть. Хăй калашле, мĕн е кам та пулин тарăхтарсан çĕнĕрен туртма пуçлать. Тем хушăран каллех хăйне алла илет.
Апат-çимĕç тиркемест вăл, ытларах килте хатĕрленине кăмăллать. Лавккари кăлпассие 7 çул çăвара яман, выльăх ашне вара çиет. Пахчара улма-çырла пиçсе çитсен унпа чей вĕретет, сĕткен туса ĕçет. Качака усранăран унăн сĕчĕсĕр пурăнаймасть.
Ку выльăха Раськинсем 11 пуç таран усранă, вĕсенчен 5-ĕшĕ - сăваканнисем. Кунне 6 литр таран сĕт антарнă ăратлă качака. Паянхи куна выльăх йышне чакарнă. Чылайăшне тăванĕсене панă, теприсене сутнă.
Качака тенĕрен Виталий Раськин унпа çыхăннă ыйтăва хуравлама сĕнчĕ. "Пуçа ĕçлеттермелли ыйту патăм сана", - терĕ. Тепĕр çынпа курнăçмалла пулнăран васкарăм, хуравлаймарăм. Çавах тупсăмне пĕлес килнĕрен арçынран хăпмарăм, ыйтса пĕлтĕм. "Тус-юлташна, вулакансене пар-ха ку ыйтăва. Хуравне ан кала. Пуçĕсене ĕçлеттерччĕр", - терĕ. Ыйтăвне вара Виталий Игнатьевич каллех 1970 çулта тухнă "Здоровье" журналтан илнĕ. Качакана сарайĕнче усраççĕ. Анчах çынсем 2-3 хутлă çурт лартма тытăнсан мĕншĕн ăна та унта куçарнă?..
Ыйту сирĕншĕн те кăткăссине чухланăран тупсăмне уçса парам. Сарайĕнче сунă хыççăн пÿрте илсе кĕриччен сĕтри чи усăллă япаласем сĕвĕрĕлсе пĕтесрен-мĕн. Çавăнпа Виталий Игнатьевич та качакана сусанах хăнăхнă йăлапа 13 сыпкăм туса сĕте сарайĕнчех ĕçме тăрăшать.
Комментировать