«Çăкапа ăвăса ытларах кăмăллатăп»

9 Июл, 2015

Эпĕ унпа ăнсăртран, Патăрьел районĕнчи "Хĕвеллĕ" уçланкăри Акатуйра паллашрăм. Вăл, чăваш кĕпи тăхăннăскер, урине çăпата сырнăскер, хăй ăсталанă теттесемпе паллаштаратчĕ. Эпĕ те, ытти иртен-каян пекех, çав илем тыткăнне лекрĕм. Мĕн кăна çук кунта! Чăвашсен авалхи ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, чиркÿ, çил арманĕ, çурт-хуралтă, картиш... Платник тата лаша хатĕрĕсем... Ак чăн чăвашла тумланнă карчăкпа мучи картиш варрине вырнаçнă. Карчăкĕ çăм арлать, мучи уйран уçлать. Вĕсен умĕнче кÿмере ача çывăрать... Юнашарах тепĕр композици. Йывăç пÿрте чăваш хĕр-упраçĕпе яш-кĕрĕмĕ улаха пухăннă. Каччăсем купăс калаççĕ, хĕрĕсем алĕç тăваççĕ... Тепĕр композицийĕ те тыткăнларĕ. Кунта чăваш çамрăкĕсен ĕлĕкхи вăййине сăнланă. Пикесемпе йĕкĕтсем пурте - чăваш наци тумĕпе. Вĕсене йăлтах йывăçран касса кăларнă, тĕрлĕ тĕспе сăрланă. Утта кайма хатĕрленнĕ чăваш арĕсемпе хĕрарăмĕсем те чĕрĕ пекех туйăнаççĕ... Вĕсен çави те, сенĕкĕ те, кĕрепли те пур. Пĕтĕмлетерех калас-тăк - чăвашсен ĕлĕкхи пурнăçне, йăли-йĕркине уçса парать вăл.

Федор Артамонов Патăрьел районĕнчи Сăкăтра пурăнать-мĕн. 66 çулти Федор Александрович 8 тĕрлĕ йывăçран - çăкаран, ăвăсран, хыртан, юманран, улмуççирен, чиерен, хăваран, паланран - пуканесем /манекенсем/ касса кăларать.

- Çакна чун киленĕçĕ те, чун уççи те теме пулать. Пĕрре, тĕрĕсрех, 2013 çулта март уйăхĕнче шăл сурчĕ. Тутлă çывăракан арăм çумĕнчен шăппăн тăтăм, янаха тытса çÿретĕп. Стена çине пăхрăм та пиччен ĕçĕ куç тĕлне пулчĕ. Нарспи сăнне вăл вĕтĕ пăралуксенчен каса-каса тĕрлĕ тĕспе ÿкерсе тунă. Çумрах Сетнерĕ лашана шыв ĕçтерет. Нарспийĕ кĕвентепе шыв ăсма аннă... Сетнер, паллах, урине çăпата сырнă. Çав самантра Çеçпĕл Мишшин пĕр сăвви: "Эх, чăвашăм, хăта, сухапуç çынни, иртсе кайнă вăхăта астăватăн-и" текенни аса килчĕ."Çапла çав, чăвашăн ĕлĕкех уринче - çăпата, аллинче сухапуç пулнă. Чим-ха, ахаль лариччен несĕлĕмĕрсен ĕлĕкхи, манăçа тухса пыракан ĕç хатĕрĕсене туса пăхам-ха. Хальхи ăрусем курччăр", - хавхалантăм хайхи. Çапла пĕчĕккĕн ĕçе пикентĕм. Пĕрне - паян, теприне ыран тăватăп. Кÿршĕ хĕрарăмĕ Нина аппа каçать те: "Вăл пур, ку çук", - тесе ăс парса, хĕтĕртсех тăрать, - паллаштарать ăста.

- Вăхăта ирттерсе ларатăн пустуй", - тесе кăмăлсăрланмасть-и мăшăрăр?

- Эпĕ кайри пÿртре ĕçлетĕп. Малти пÿрте телевизор курма кĕретĕп. Чăлхапа пĕрле çÿп-çап кĕрет. Çавăншăн кăштах мăкăртатать. Ыттишĕн ятламасть. Арăмран вăрттăн хама кирлине суйласа татнă вут сыппине илсе кĕретĕп. Ытларах çăкана, ăвăса кăмăллатăп. Вĕсем - çемçе йывăçсем. Пĕчĕк кăна çĕçĕ пур манăн. Пушă вăхăтра "çатăртаттарса" ларатăп вара.

Федор Артамонов хăйĕн ĕçĕ-семпе паллаштарма кăçал ярмăрккана пĕрремĕш хут тухнă-мĕн. Унччен маларах Патăрьелти тĕп библиотекăра йĕркеленĕ выстака-конкурса хутшăннă. Ун чухне Федор Александрович хăйĕн ĕçĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă пулнă. Унăн 4 ĕçĕ вара Шупашкарта ирттернĕ республика конкурсне хутшăнма тивĕçнĕ.

Федор Артамонов халиччен ăсталанипе кăна лăпланса ларасшăн мар, çĕнĕрен те çĕнĕ композицисем тăвасшăн. Ара, чăваш йăли-йĕркипе культури калама çук пуян-çке.

Роза ВЛАСОВА

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: