АЧАСЕМ ТЕ, ÇИТĔННИСЕМ ТЕ КĂМĂЛЛАÇÇĔ

20 Фев, 2014

Пылаксем - пастила, зефир, мармелад - ачасене те, çитĕннĕ çынсене те сиен кÿмеççĕ. Вĕсем сахал калориллĕ пулнă май кĕлетке виçи ÿсес хăрушлăх çук.

Пастила

Унăн историйĕ ĕлĕк-авалран пуçланать. Вырăс патшалăхĕнче çав тапхăрта канфет-сахăр таврашĕ пирки никам та илтмен, пылсăр пуçне урăх пылак пулман. Пастилана вара ун чухнех хатĕрленĕ: улма-çырла нимĕрне кăмакара типĕтнĕ. Вăл илемĕпе палăрса тăман, ăна касăксем туса та касман, пысăк тăваткала рулона чĕркесе упранă. Авалхи пастила, улма-çырларан нимĕн те хушмасăр хатĕрленĕскер, питĕ усăллă пулнă.

Сахăр вăхăчĕ çитсен пастила та улшăннă: вăл хулăнланнă, кăпăшланнă, тĕсĕ шуралнă, хăшĕсем тата унта лăканă çăмарта шурри хушма пуçланă. Çапла вара килти пастиларан паянхи пылак çуралнă. Ăна ĕлĕкхи пек çур çул упрамаççĕ ĕнтĕ, хăвăртрах çиеççĕ.

Паян ятарлă çимĕçсем хушса темĕн тĕрлĕ тутăллă пастила хатĕрлеççĕ. Паллах, унта çăмарта шурри тахçанах ямаççĕ, вăл управ тапхăрне кăна чакарать, çав вăхăтрах пачах усă кÿмест. Хытаракан питĕ паха япаласем пур. Вĕсем химипе çыхăнман, йăлтах çут çанталăкран илеççĕ. Сăмахран, пектина - улма-çырларан, агара - шыв курăкĕнчен, желатина выльăх шăмминчен хатĕрлеççĕ. Технологийĕ чылай улшăннă пулин те хальхи пастила ĕлĕкхи пекех сахал калориллĕ, питĕ усăллă çимĕç.

Зефир

Ăна французсем шухăшласа кăларнă тесе çирĕплетеççĕ. Вăл Европа халапĕсенчи çил туррин ячĕпе хисепленсе тăрать. Французсем улма-çырла нимĕрне кăпăшлантарнă çăмарта шуррине пирĕн халăхра йăлана кĕнинчен ытларах хушнă та çăралăхĕ улшăннă, çапла вара пылака тĕрлĕ формăпа хатĕрлеме май килнĕ. Зефира сахал калориллĕ тееймĕн-ха, тути вара чăннипех чаплă.

Мармелад

Португалире айвăран хатĕрленĕ çăра конфитюра мармалат тенĕ. Акăлчансем ятне йышăннă-ха, анчах цитрус конфитюрпа усă курнă.

Пирĕн çĕр-шывра совет тапхăрĕнче хăйне евĕр наци çимĕçĕ - пан улми желе мармелачĕ - йăлана кĕнĕ. Ăна пан улми нимĕрĕнчен е сĕткенĕнчен хатĕрленĕ, çăкăр çине сĕрсе çинĕ. Вăл тутлă та йÿнĕ пулнă.

Канфет евĕр мармелад урăхларах. Ăна хатĕрленĕ чухне усă куракан стабилизатортан чылайăшĕ - çут çанталăк парнелениех. Тĕслĕхрен, пектин, агар-агар. Вĕсем хăйсем те питĕ усăллă, организмран тăхлана, йывăр ытти метала кăлараççĕ. Сăмах май, пирĕн çĕр-шывра сиенлĕ производствăра ĕçлекенсене сĕт параççĕ, хĕвел анăç çĕр-шывĕсенче вара - мармелад.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.