Ĕнесемпе сурăхсене планшетпа шута илĕç

9 Июл, 2015

Пирĕн çĕршывра 2006 çулта Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш ялхуçалăх çыравĕ çĕнĕлле иртнĕччĕ. Çитесси вара тепĕр çул, июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен, пулĕ.

Халĕ нормăпа право базине йĕркелеççĕ, обћектсен списокĕсене çĕнетеççĕ. Çак уйăхăн пуçламăшĕнче ЧР Правительство çуртĕнче Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне йĕркелессипе, ăна ирттерессипе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ пулнă. Унта ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕ Иван Моторин, унăн заместителĕ-ялхуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Правительство комиссийĕн членĕсем, районсемпе хуласен пуçлăхĕсем, ял тăрăхĕсен специалисчĕсем хутшăннă.

Çырав çĕр ресурсĕсем, вĕсемпе еплерех усă курни, ĕç ресурсĕсемпе ялхуçалăх продукцине мĕнле майпа сутни çинчен, темиçе çул çитĕнекен культурăсемпе вĕсен лаптăкĕсем, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк пирки пĕлме май парĕ.

Чăвашстат ертÿçин заместителĕ Любовь Петрова палăртнă тăрăх, 2016 çулта иртекен Пĕтĕм Раççейри çырава выльăх-чĕрлĕх усракан, çĕре тара илнĕ çынсем хутшăнĕç. Хальлĕхе ял тăрăхĕсен специалисчĕсем ялхуçалăх организацийĕсене, фермерсене тата ытти хуçалăха списока кĕртеççĕ. Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕн программине 2006 çулхи тата 2012 çулхи сăнавлă çыравсене тĕпе хурса йĕркелесшĕн. Çĕнĕлĕхсем те çук мар. Тĕслĕхрен, официаллă хутсене производство инфратытăмне тата усă куракан технологисене шута илмелли пункт кĕртнĕ. Сăмахран, респондентсен ÿсен-тăрана сиен кÿрекенсемпе еплерех кĕрешни, выльăха ятарлă программăпа апат çитерни çинчен те каласа кăтартмалла. Унта кредитпа, субсидипе çыхăннă ыйтусене те кĕртнĕ. Çакна та асăнмалла: 2016 çулхи çырава ирттерекенсем планшетпа пĕрремĕш хут усă курĕç. Ку çĕнĕлĕх укçа перекетлеме тата информацие хăвăртрах пĕлме май парĕ.

Ирина КОШКИНА.