Михаил Игнатьевăн рейтингĕ ÿснĕ

8 Июл, 2015

Информаци коммуникацийĕсен "Рейтинг" центрĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен пуçлăхĕсен ĕç-хĕлне хаклакан черетлĕ тĕпчевне пичетленĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев малта пыракансен ушкăнне кĕнĕ. Унăн рейтингĕ пĕлтĕрхи май уйăхĕнчи тĕпчеврипе танлаштарсан пилĕк пункт чухлĕ ÿснĕ. Экспертсен шухăшĕпе - Михаил Игнатьевăн рейтингри позицине çирĕплетме ăна республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама çирĕплетни, праймеризра çĕнтерни тата "Единая Россия" парти унăн кандидатурине регион Пуçлăхĕ пулма сĕнни пулăшнă.

Рейтинга хатĕрленĕ чухне "Рейтинг" центр регион тата федераци эксперчĕсен шухăшĕсене, уçă çăлкуçсенчи материалсене шута илнĕ.

И.ПЕТРОВ.