Тăххăрмĕш хут Турханта

7 Июл, 2015

Çак уйăхăн 8-21-мĕшĕсенче Патăрьел районĕнчи Турханта профессионал художниксен Алексей Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери 9-мĕш пленэрĕ иртĕ.

Телее, вăл мĕнле йĕркеленсе малалла аталанса пынине эпĕ те курнă. Алексей Кокель халĕ унăн ентешĕсемшĕн çеç мар, республикăра пурăнакансемшĕн те илтмен-пĕлмен ят мар. Паллах, искусствăпа çыхăннă çынсем вăл камне тата унăн пултарулăхне, паллă произведенийĕсене лайăх астăваççĕ. Апла пулин те теприсемшĕн Турхан каччи "ют" шутланнă, ун пирки калаçни ырăпа вĕçленмессе ăнланнă - кĕçĕн шăллĕне совет влаçне хирĕç тесе репрессиленĕ, аслă тетĕшне кулак тесе айăпланă.

Алексей Кокелĕн ятне çĕклес тĕлĕшпе культурологи докторĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ Владимир Васильев уйрăмах нумай ĕçлерĕ. Ăна ку енĕпе Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ пулнă, халĕ ЧР Пуçлăхĕн канашçи Лев Кураков пулăшнă. 2005 çулта художникĕн 125 çулне республика шайĕпе ятарлă Указ кăларсах уявланăччĕ, тепĕр икĕ çултан Турханта Алексей Кокель ячĕллĕ пленэр ĕçлеме пуçларĕ. Сакăр хут иртрĕ вăл. Тĕрĕссипе, çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен килсе çитнĕ ÿнерçĕсем кунта çеç мар, Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишекĕнчи, Сĕнтĕрвăрри, Улатăр районĕсенчи, "Чувашия" санатори çывăхĕнчи илеме пир çине куçарнă.

Иртнĕ çул пленэра ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çитсе курнăччĕ. Ÿнерçĕсен ырă ĕçĕпе, пархатарлă тĕллевĕпе паллашнă май мероприятие республика хÿттине илессе пĕлтернĕччĕ. Кăçалхи пленэр валли бюджетра укçа-тенкĕ хывса хăварни унăн пуласлăхĕ пысăккине палăртать.

Мĕнлерех тĕллевпе, ĕмĕт-шухăшпа пуçтарăнĕç-ха художниксем республика тĕп хулинчен инçетре вырнаçнă чăваш ялне? Кокель пленэрĕн координаторĕ, культурологи докторĕ, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Владимир Васильев пĕлтернĕ тăрăх, асăннă мероприяти Чăваш Ен чысĕпе сумне çĕклеме чылай пулăшĕ. Вăл çавăн пекех тĕрлĕ халăха, çавăн пекех конфессисене çыхăнтаракан туслăх кĕперĕ вырăнĕнче те. Ку таранччен Турхана Чăваш, Украина, Тутарстан, Мордва, Удмурт республикисен, Пенза, Оренбург облаçĕсен, ытти регионăн сăрă ăстисем пулса курнăччĕ. Эпир тĕрлĕ çулта Раççей тава тивĕçлĕ художникĕн Анатолий Рыбкинăн, Украина халăх художникĕн Виктор Ковтунăн, Украина тава тивĕçлĕ художникĕн Александр Чередниченкăн, çавăн пекех Сергей Коморныйăн, Удмурт халăх художникĕн Александр Ложкинăн, ыттисен /пленэра пурĕ 70 ытла ÿнерçĕ хутшăннă, 700 яхăн ĕç пурнăçланă/ картинисемпе киленме пултартăмăр. Турханта çуралнă ĕçсен пĕр пайĕ халĕ Раççейри, Украинăри, АПШри, Германири, Францири, Италири, Китайри музейсемпе уйрăм çынсен коллекцийĕсене илем кÿреççĕ.

Камсем хутшăнма кăмăл тунă-ха кăçал Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пленэра? Украина Наци художниксен союзĕн членĕсем Юлия Пастуховăпа /Харьков/ Мария Малинина /Крым Республики, Симферополь/, Раççей Художниксен союзĕн членĕсем Нелли Акчурина /Ĕпхÿ/, Еленăпа Андрей Вилковсем /Пенза/, Константин Долгашев /Шупашкар/, Оксана Рощина-Егорова, Алена Рыбина-Егорова /Саранск/. Оренбург живописецĕ Александра Суспицына хальхи вăхăтра Китайра ĕçлесе пурăнать-мĕн. Вăл та хутшăнма кăмăл тунă пленэра. Унсăр пуçне Беларуç Республикинчен Владимир Чернышов килме шантарнă.

Кăçалхи мероприяти пур енĕпе те кăсăклă пуласса кĕтеççĕ. Художниксем Турханта çеç пулмĕç. Районти Шăнкăртамра тутар культурипе паллашĕç, мордва культурипе тата йăли-йĕркипе - Шăхачра. Вырăс культурипе çывăхланма Улатăр хулине çитсе килĕç. Паллах, мĕн курнипе илтнине ÿкерĕç. Унсăр пуçне республика тулашĕнчен килнĕ хăнасене Чăваш Енпе те паллаштарĕç. Шуршăлти Космонавтика музейне, Шупашкар ГЭСне, спорт керменĕсене, ытти çĕре илсе кайса кăтарма палăртнă.

Июлĕн 21-мĕшĕнче вара ÿнерçĕсем ял çыннисемпе ун хăнисене хăйсем чун, илем уявĕ туса парса савăнтарĕç - Турханти культура çуртĕнче пленэр вăхăтĕнче пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарĕç.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: