Туслăх 30 çул иртсен те - туслăхах

7 Июл, 2015

Чăваш наци библиотекин "Кĕмĕл ĕмĕр" /Серебряный век/ галерейинче июнĕн 29-мĕшĕнче "Туссен çаври - 30 çул иртсен" çĕнĕ курав уçăлчĕ. Ăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультечĕ /халĕ - художествăпа музыка пĕлĕвĕн факультечĕ/ йĕркеленнĕренпе 55 çул çитнине халалланă. Тата - çакăнта пĕлÿ илнĕ чи туслă та пултаруллă курс вĕренсе тухнăранпа виçĕ теçетке çул çитнине.

Курав уçăлнă тĕле халăх йышлă пухăнчĕ: ытларах, паллах, художниксем тата вĕсен вĕрентекенĕсем. Курса тĕ-лĕнмелли, пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе савăнмалли кунта чăннипех те чылай. Уйрăмах Анатолий Кокель ĕçĕсем хăйнеевĕрлĕхпе тата куçа илĕртекен чĕрĕ ăсталăхпа нумайлăха асра юлаççĕ. Чăвашлăхпа çыхăннă ĕçсем йышлă пулни кăмăла çĕклет. Ак, тĕслĕхрен, «Ăсан Уçăпĕ» çыравçă портречĕ. Чылай çул "Хыпар" хаçатра яваплă секретарьте ĕçленĕ ĕçтешĕмĕре Осип Алексеева тÿрех палласа илме пулать. Курмаллине курнă вăл... Çырмалли, тĕпчемелли тата мĕн чухлĕ-ши? "Амаçын Ирина" картина тĕлне çитсен кирек кам та тăп чарăнса тăмалла... Паянхи арпашуллă саманара кăмăл-туйăм екки хыççăн çеç каяс марччĕ тесе шалти вутпа çунмаллипех çунакан хĕрарăм сăнарне аса илтерет вăл. Ку ĕçĕн вырăсла ячĕ те пур - "Страсти Амазонки".

Тĕлĕнмелле тĕрлĕ енлĕ художник Анатолий Кокель! "Çураçнă хĕр" картинăра тухья кăна тăхăннă çаппа-çарамас пикене сăнлать пулсан, тепринче - Герман епископа, хăйĕн тăванне, Григорий Афанасьевич Кокель священнике. Анатолий Васильевичăн 1997 çулта çырнă тепĕр ĕçне те палăртса хăварасах килет: художествăпа графика факультетне йĕркелесе ярас тесе нумай тăрăшнă унăн пĕрремĕш деканĕн А.Г.Григорьевăн портретне. Кунта Алексей Григорьевич епле тинкерсе пăхни кăна мар, ун аллинчи куçлăх та, вăл мĕнлерех пÿ-лĕмре ларни те пĕлтерĕшлĕ.

Пединститутран 1985 çулта вĕренсе тухнисем кÿренмеççех пуль тетĕп: мĕскер-ха ку пĕрин çинчен кăна çырать тесе. Туслăх - пĕр-пĕрин ăнăçăвĕшĕн савăнма пĕлни. Çакна çирĕплетет те "Туссен çаври - 30 çул иртсен" выставка. Кунта Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Илья Афанасьевăн, Раççей Художниксен союзĕн членĕсен Владимир Мудровăн тата Валерий Мытиковăн, Виталий Мышкинăн, Лариса Кострован, Александр Павловăн, Светлана Звереван, Наталья Соловьеван тата ыттисен ĕçĕсене курма пулать. Картинăсене тĕрлĕ жанрпа, мелпе ăсталанă. Живопиçпе графика, линогравюрăпа дизайнер ĕçĕсем те, театр эскизĕсем те пур. Вăхăт тата кăмăл тупса кайса курсамăр - пĕрре те ÿкĕнмĕр.

Римма ПРОКОПЬЕВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: