Ĕнел тавралăхĕн илемĕ

6 Июл, 2015

Ытармалла мар илемлĕ-çке çу кунĕсем! Уй-хире тухсан салтак тÿмипе утмăлтурат, шур тăрăллă хыт курăкпа чавка пуç тата ытти чăпар чечексем çинчен куçа илме çук. Шел те, хĕлĕпех кĕтнĕ ăшă çулла сисĕнмесĕрех иртсе каять. Çавăнпа та сар хĕвеллĕ те çутă кунсенче килте тунсăхласа ларни килĕшÿллĕ-и? Елчĕк районĕнчи Ĕнел ялĕнче пурăнакан ачасем çак хитрелĕхе хăйсен ÿкерчĕкĕсенче сыхласа хăварма тĕв тытнă.

Нумай пулмасть ялти культура çуртĕнче «Çуллахи чечексем» ятпа конкурс иртнĕ. Каникул вăхăтĕнче айккинелле илсе хунă хутпа киçтĕке, тĕслĕ кăранташсене туртса кăларса тăван уй-хире тухнă ачасем. Ĕнел тавралăхне, çут тĕнче пуянлăхĕпе унăн ырăлăхне сăнланă шăпăрлансем хăйсен ĕçĕсенче. Аякра аслатиллĕ çумăр çăвать, кăвак тÿпере çичĕ тĕспе асамат кĕперĕ ялкăшать е сывлăм ÿкнĕ улăх-çаран, куçа йăмăхтаракан пин-пин тĕслĕ чечек... Ĕшнери саркайăк, турат çинчи чăпар куккук, ешĕл курăк хушшинче сиккелекен симĕс шăрчăк - акă вăл чăн-чăн çу илемĕ. Çутçанталăк хитрелĕхне мĕнле пур çапла сăнлама пĕлекен ачасен пуян ĕçĕсене жюри членĕсене хак пама çăмăлах пулман. Çапах та çĕнтерÿçĕсене палăртса Хисеп хучĕсемпе хавхалантарнă.

Елена БАШКИРОВА.

Рубрика: