- Чăвашла верси
- Русская версия
Кĕнекепе туслашар-и?
Чăваш Республикин Культура министерствин пуçарăвĕпе Чăваш наци библиотеки «Чăваш Ен литература палитри: вулама сĕннĕ 100 кĕнеке» акци йĕркелет. Вăл 2015 çулхи мартăн 25-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 1-мĕшĕччен тăсăлать. Мероприятие Раç-çейри Литература тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкĕсене халалланă. Республика акцийĕн тĕллевĕ - наци литературин паха тĕслĕхĕсене палăртасси, вĕсене вулакансем патне çитересси, вулав хастарлăхне ÿстересси.
Апрелĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа майăн 27-мĕшĕччен кĕнекесен списокне сÿтсе явма май пулнă. Ăна Чăваш наци вулавăшĕн сайтне вырнаçтарнăччĕ. Акцие халăх хушшинче сарас енĕпе йĕркеленĕ мероприятисене ытти библиотекăсем, вĕренÿ заведенийĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсем, тĕрлĕ организаципе пултарулăх пĕрлешĕвĕ хутшăннă. Çак хушăра кашни вулакан хăйне килĕшекен произведенисемшĕн суйлама, хăй кăмăлне палăртма пултарнă.
Иккĕмĕш тапхăрта ятарлă ушкăн суйлава пĕтĕмлетнĕ. Асăннă ушкăна культура, ăслăлăх, вĕрентÿ ĕçченĕсем, общество организацийĕсемпе массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсем кĕнĕ. Шăпах вĕсем çирĕплетнĕ те 100 кĕнекерен тăракан списока.
Акцин юлашки тапхăрĕнче «Чăваш Ен литература палитри: вулама сĕннĕ 100 кĕнеке» электрон пухмăшне хатĕрлеме палăртнă. Ку ĕç кĕркуннеччен вĕçленĕ. Сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вара произведенисене Наци вулавăшĕн сайтĕнче www.nbchr.ru тупса вулама май пулĕ. Унччен вăхăт пур-ха. Умра - хаваслă каникул. Ăна савăнăçлă кăна мар, усăллă та ирттересчĕ. Эппин, кĕнекепе туслашар-и?
Хаклă тантăшăмăрсем, вулама сĕннĕ кĕнекесен списокĕпе паллаштаратпăр сире. Ахăртнех, шкулта чылай хайлава шĕкĕлчеме те ĕлкĕрнĕ эсир. Халĕ вара çĕннисене ăша хывма шăпах меллĕ самант. Вăл е ку автор произведенине вуласа тухнă хыççăн çуралнă шухăшсене пире çырса пĕлтерме пултаратăр. Сирĕн çырăвăрсене илме эпир яланах хавас.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Комментировать