“Чăвашла вĕренес килсен чăвашсемпе пурăнмалла”

2 Июл, 2015

Люксембургра пурăнакан Томас Файдерпа пĕлтĕрхи сентябрь уйăхĕнче курнăçнăччĕ. Ун чухне вăл Чăваш Ене чăваш чĕлхине вĕренме ятарласа килнĕччĕ. Томас чăваш чĕлхи пирки пĕлĕшĕсенчен илтнĕ те унпа кăсăкланма тытăннă. Вăл ун чухне чĕлхене ăса хывас тĕллевпе Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче пурăннă. Чăваш чĕлхипе литературин учителĕ Светлана Тобоева ют çĕршыв çыннине грамматикăна вĕренме пулăшнă.

Томас Файдер пĕлтĕр Чăваш Ене килнĕ чухне чăвашла сахал пĕлнĕ. Вăл тăван тăрăхĕнче - Люксембургра - ăна хăй тĕллĕн шĕкĕлчеме пуçланă. Анчах, вăл каланă тăрăх, чĕлхе питĕ кăткăс та йывăр. Чăвашла калаçнине итлесе вĕреннине вара, паллах, нимĕн те çитес çук. Томас ун чухне кĕске вăхăтра чылай сăмах вĕреннĕ, грамматикăпа паллашнă. Чăвашла пупленине илтес тесе вăл ялта пурăннă. Томас Люксембурга хăйĕнпе пĕрле учебниксем илсе каяссине, чăваш чĕлхине малалла хăй тĕллĕн вĕренессине пĕлтернĕччĕ. Ун чухне вăл «Хавал» çуллахи лагере хутшăнма кая юлнăшăн кăшт пăшăрханнăччĕ. Çапах унта çитес çул хутшăнас ĕмĕтпе çула тухрĕ вăл.

Файдер сăмахне тытрĕ. Акă çак кунсенче вăл Чăваш Ене çитрĕ. Томас Чăваш çĕрĕ çине «Хавал» лагерь ĕçлеме пуçличчен пĕр эрне маларах пуснă. Вăхăта ахаль ирттемен вăл - «Ăнăçу чĕлхи» курса чăваш чĕлхине вĕренме çÿренĕ. Тăватă урокра пĕчченех ларнă. Томас учителе çулталăкра пухăннă ыйтусене панă, вĕсем правилăсене пĕрле тишкернĕ.

- Люксембургра хам пирки пĕчĕк сочиненисем çырма хăнăхрăм. Чăвашла вĕренесси çăмăлах мар. Чĕлхе кăткăс. Ăна хăнăхмашкăн чăвашла калаçакансен хушшинче пурăнмалла. Люксембургра, шел те, çак чĕлхепе никампа та пуплеймĕн. Чăвашла çырма хăнăхрăм, анчах лайăх калаçаймастăп. Чĕлхере хăш-пĕр саспалли тĕрлĕ сăмахра тĕрлĕрен илтĕнет. Эсир ав «л» саспаллине çемçен калатăр. «Пил» тата «пыл» сăмахсем пĕр пекрех янăраççĕ. Çакнашкал самант питĕ нумай, - Томас чăвашла çырма хăнăхнă пулин те манпа вырăслах калаçрĕ. Вăл телефонне чăваш раскладкине вырнаçтарнă.

Томас акăлчанла, нимĕçле, французла, вырăсла ирĕклĕн калаçать. Мари, чăваш тата венгр чĕлхисене кăштах пĕлет. Вăл палăртнă тăрăх, венгр чĕлхи чăвашлипе пĕр пекрех. Люксембург чĕлхипе вара - пачах расна. Томас Файдер пĕлтĕр пĕр вăхăт Йошкар-Олара пурăннă. Унта вăл мари чĕлхине тĕшмĕртес тесе чарăннă. Кăçал вăл Люксембурга таврăниччен Удмурт Республикинчи ялта пăртак пурăнасшăн. Ăна удмурт чĕлхи те кăсăклантарть. Анчах вăл ăна вĕренĕ-и - хальлĕхе пĕлмест. Паллах, унăн тĕллевĕсем пысăк. Çавăн чухлĕ чĕлхе пĕлсе вăл вĕсене пĕр-пĕринпе арпаштармасть-и?

- Çук, - татăклăн хуравларĕ Томас. - Эпĕ тĕшмĕртекен чĕлхесем пĕр-пĕринчен уйрăлса тăраççĕ. Арпаштарас мар тесе пĕрешкеллисене вĕренместĕп. Тĕслĕхрен, вырăс чĕлхи украинлине çывăх. Славян чĕлхисем пĕр пекрех ĕнтĕ.

Томас кăçал Чăваш Ене шăпах Республика кунĕнче килнĕ. Уявра пулма тÿр килнĕшĕн вăл питĕ савăннă. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев халăх умĕнче чăвашла калаçни уйрăмах килĕшнĕ. Томас мари тата чăваш халăхĕсене танлаштарнă май çакна палăртрĕ: пирĕн çынсем хулара та чăвашла калаçма вăтанмаççĕ. Вăл Йошкар-Олара марисен наци уявĕнче пулса курнă. Унта пурте тенĕ пекех вырăсла калаçнă. Хутран-ситрен çеç мари сăмахĕсем илтĕннĕ. Томас палăртнă тăрăх, вĕсем ялсенчен килнисем пулнă ахăртнех.

- Чăвашсен диалекчĕсем интереслĕ, маншăн вара ку - йывăрлăх. Акă Етĕрне районĕнчи Пушкăрт ялĕнче те халăх урăхларах калаçать. Калаçу чĕлхинче кĕскетнĕ формăпа усă курнине чухларăм. Люксембург чĕлхинче, вырăслинчи пекех, кун пек йăла çук, халăх литература чĕлхипех пуплет. Чăваш грамматикине шĕкĕлчесе пĕтермерĕм-ха. Причастисем, деепричастисем, татăксем... - хальлĕхе маншăн ăнланманлăх нумай-ха, - чăваш чĕлхи кĕнекин страницисене уçнă май малалла калаçрĕ хăна. Вăл каланă тăрăх, чăвашла вĕренме тытăнакансем валли учебник çук. Иван Андреевăн кĕнеки уншăн ытла йывăр. Геннадий Дегтяревăн кĕнекинче вара информаци сахал. Марисен учебник нумаййине асăнчĕ вăл. Вĕсен йышĕнче чи лайăххине палăртрĕ. Вăл - «Мари чĕлхи - пурин валли те» ятлă.

- Марисем 15 томлă словарьне Интернета куçарнă. Ку питĕ меллĕ. Темиçе çул каялла, Йошкар-Олара чарăнсан, 15 тома Люксембурга почтăпа ятăм. Чăвашсен Ашмарин словарьне те шĕкĕлчес килет. Анчах 17 тома йăтса çитерейĕн-и? «Хавал» лагерь йĕркелÿçисем ăна Интернета куçарассине пĕлтерчĕç. Тем пекехчĕ, - калаçăва вĕçлерĕ Томас Файдер.

Пĕлтĕр вăл Люксембурга ача-пăча литературине вулама илсе кайнă. Халĕ сăвăсем вулама та хатĕр. Хальхинче вăл тăван тăрăхне чăвашла калав-повеç илсе каясшăн. «Хавал» лагере кайиччен Томас Етĕрне районĕнчи Пушкăрта çитесшĕн. Вăл унта, шăплăхра, чăваш чĕлхине тепĕр хутчен пăхса тухасшăн, Светлана Тобоевăпа пĕрле ăна малалла вĕренесшĕн. Томас Файдер малашне çулсерен отпуск вăхăтĕнче Чăваш Ене «Ăнăçу чĕлхи» курса икĕ эрнелĕхе те пулин килесшĕн.

Ирина АЛЕКСЕЕВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.