- Чăвашла верси
- Русская версия
Учитель профессине суйлас тĕллевлĕ Инесса
Çĕмĕрле районĕнчи Юманай шкулĕн хастар вĕренекенĕ Инесса Федорова «Чи лайăх эссе» номинацире виççĕмĕш вырăна тухрĕ.
- Вĕренÿ отличникĕ тĕрлĕ олимпиадăна хутшăнать. Çĕнтерме ăнтăлать. Уявсенче куракана пултарулăхĕпе тĕлĕнтерет. Эпир те, педагогсем, хамăр вĕренекенпе мăнаçланатпăр. Пĕлтĕр шкулăн 125 çулхи юбилейне паллă турăмăр. Ăна, паллах, чаплă ирттерес тесе пурте, вĕрентекенсем те, вĕренекенсем те, хастар хутшăнтăмăр - тет чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зоя Аркадьевна Григорьева хăпартланса.
Инесса шкулти хастар вĕрентекенсене кура хăй те учитель пулас ĕмĕтпе пурăнать.
- Ачасене тарăн пĕлÿ парасси çăмăл ĕç мар. Пурпĕрех çав çула суйлатăпах, - çирĕплетет Инесса. - Килте те иккĕмĕш класс вĕренсе пĕтернĕ Аня йăмăкшăн эпĕ вĕрентекен. Кăткăс задачăна е хăнăхтарăва тÿрех шутласа-çырса памастăп. Сĕтел çывăхне куçса ларатăп та ăнлантарма пуçăнатăп. Тимлĕ итленĕ хыççăн куçĕсем çуталма тытăнаççĕ:
- Аппа, ăнлантăм! Ăнлантăм! - тесе хавасланса та хăпартланса каллех ручка ярса тытать.
Вăл та вĕренÿ отличникĕ. Халĕ каникулта пĕрле кĕтÿ кĕтме те ĕлкĕртĕмĕр. Утă çинче ĕçлеме те ÿркенмерĕмĕр. Атте-аннене пулăшмалла-çке, унсăрăн епле-ха... Вĕсем тĕпренчĕкĕсемшĕнех тăрăшаççĕ. Пире тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçлеççĕ. Апла пулсан, пирĕн ачасен, аслисен сăмахĕнчен иртмелле мар. Нихăçан та.
Комментировать