Хĕвел вăраничченех хресчен пуçлать çĕр ĕçне

19 Июн, 2015

ВЛАДИМИР ИЛЬИЧ БАРЫШНИКОВ

• Патăрьел районĕнчи Тикешре 1962 çулхи апрелĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Еншикре сакăр çул, Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта, Шупашкарти ялхуçалăх институтĕнче - агронома, Чăваш патшалăх университетĕнче экономикăпа производство ертÿçине вĕреннĕ.

•Çар тивĕçне Чехословакире пурнăçласа тăван килне "саппасри офицер" ятпа таврăннă.

•Патăрьелти халăх контролĕн инспекторĕнче, райĕçтăвком председателĕн заместителĕнче, Пенси фончĕн аслă уполномоченнăйĕнче, район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕнче ĕçленĕ.

•1996 çулхи апрелĕн 22-мĕ-шĕнчен - Патăрьелти улма-çырла питомникĕн директорĕ, генеральнăй директорĕ.

•Пархатарлă ĕçĕсемшĕн Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн Ялхуçалăх министерствисен Хисеп грамотисене, "Чăваш Республикин Ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

 

- Владимир Ильич, эсĕ ертсе пыракан питомникĕн кунçулĕ пуяннине ăна 1933 çултах йĕркеленинчен те ăнланма пулать. Унăн историйĕнчи çутă тата синкерлĕ хăшпĕр самантне аса илнинчен пуçлар-ха калаçăва.

- Хаçат вулакансене пĕлме малтанах çакна палăртса хăварам: пирĕн питомник историйĕ 1933 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Канашĕ ятарлă Йышăну кăларнинчен пуçланнă. Унăн ячĕ - "О проведении агролесомелиоративных работ в осенний период 1933 года по Чувашской АССР". Улма-çырла питомникĕсене виçĕ районта тума йышăннă. Çак ĕç валли Аслă Патăрьелсене - 15 гектар, Çĕрпÿсене - 3 гектар, Элĕксене 15 гектар çĕр вăрманлăхсен çывăхĕнче уйăрнă. Лаптăксем тавра карта тытма строительство материалĕсем, йывăç çитĕнтермелли вăрлăх тÿлевсĕр панă. Вăт çапларах чĕрĕлсе-аталанса кайнă питомниксен ĕçĕ-хĕлĕ...

- Мĕншĕн çак районсене суйласа илнĕ?

- Аслă çулсем çывăхĕнче вырнаçнăран. Çулсем хĕррипе вăрман тăрăхĕсем нумай лартмаллине, кăнтăрпа çурçĕр районĕсенчи колхозсенче садсем, улма-çырла пахчисем чĕртме-йĕркелеме меллĕ пуласса шута илнĕрен. Тĕлĕнмелле те, пирĕн питомник вăрçă çулĕсенче те хупăнман - пурнăç çав тери хĕсĕннĕ пулин те. Вăрçă хыççăнхи çулсенче вара вăйлă аталанса кайнă - çынсем, колхозсем панулми йывăççисем питĕ нумай туяннă. Мĕншĕн? 1941-1944 çулсенче вăрмана вăрçă нуши валли пĕтĕмпех ăсатнăран, шартлама сивĕсенче шăнса вилес мар тесе çынсем килĕнчи, колхоз садĕнчи улмуççисене вутăлăх нумай каснăран. Синкерлĕ тепĕр вăхăт 50-мĕш çулсенче, пахчара ÿсекен кашни улмуççишĕн çынсенчен "Сталин налукĕ" сăптăрма пикенсен, йăтăнса аннă. Шĕкĕр Турра, çак аптриш нумайлăха пыман теççĕ ватăсем. Çутă тапхăр 70-80-мĕш çулсенче пулнине аса илеççĕ: "90-мĕшсенче кризис килсе хавшатиччен", - теççĕ. 96-мĕш çултан вăй илме тытăнтăмăр та хăватсене темиçе хут ÿстертĕмĕр. Продукцие вырнаçтарма та çĕнĕ клиентсем шыраса тупрăмăр. Тавара халĕ Мускав, Чулхула, Хусан, Самар, Чĕмпĕр, Пенза, Тула тăрăхĕсене ăсататпăр.

- Çыхăнусем йĕркелеме Раççей шайĕнчи куравсене хутшăнни те пысăк пулăшу пачĕ-тĕр?

- Паллах. ВДНХра, тĕрлĕ хулара иртекен "Раççейри сад ăстисен кунне", "Хула тулашĕнчи çурт", "Дача, сад тата хула", "Ылтăн кĕркунне" куравсене тăтăшах хутшăнатпăр, наградăсене тивĕçетпĕр. Вĕсенче хамăрăн таварсене рекламăлатпăр, ыттисен улма-çырла сорчĕсемпе, ĕç опычĕпе паллашатпăр, килĕшÿсем тăватпăр.

- Пĕлес килет: сирĕн ĕç-хĕл йĕрки кашни çулах пĕр евĕрлĕ-и е улшăнусем те пулкалаççĕ-и? Ĕç процесĕ мĕнрен пуçланса мĕнпе вĕçленет?

- Курнăçланать тесе ан шутлăр та, ĕçĕмĕр пирĕн питĕ кăткăс. Хамăр çитĕнтернĕ панулмисенчен вăррисене кăларатпăр та декабрь вĕçĕнче ятарлă путвала шăтма хуратпăр. Унта виçĕ-тăватă уйăх тытатпăр. Апрельте акатпăр. Кĕркуннеччен çитĕнтеретпĕр. Унтан хунава кăларатпăр та путвалта упратпăр. Çуркунне, апрель уйăхĕнче, лартатпăр. Июль-август уйăхĕнче кашни йывăç тымарне папкапа сыпатпăр: ăна хамăрăн ятарлă садран илетпĕр. Хĕл каçнă хыççăн çак йывăçпа ĕçлеме пуçлатпăр: касатпăр, тирпейлетпĕр. Кĕркуннене пĕр çулхи йывăç пулса тăрать. Тепĕр çул унăн тунине 80 сантиметр хăварса тăррисене кассан, 10-13 папка хăварса аялтисене иртсен, тирпейлесе тăрсан тинех икĕ çулхи йывăç пулать. Вăт çапларах процесс.

- М-мда. Чăннипех те кăткăс, питĕ нумай ĕç. Темиçе çултан тутлă çимĕçĕпе халăха савăнтарма тытăнассишĕн улмуççи çакăн пек "нушаланса" çитĕннине ĕненессĕм те килмест. Кала-ха, çуллен миçе пин йывăç сутма хатĕрлетĕр?

- Çĕршер пин тĕп.

- Улма-çырлан миçе сорчĕпе ĕçлетĕр?

- 80-90 яхăн.

- Камсем ытларах туянса предприятие пысăк тупăш кÿреççĕ: Чăваш Енрисем-и е республика тулашĕнчисем-и?

- Республика тулашĕнчисем. Вĕсен тÿпи 90 процент таранах.

- Шупашкарпа Патăрьел пасарĕсенче "Патăрьел питомникĕн хунавĕсене туянăр" тесе сĕннине юлташăмсем тăтăшах калаççĕ. Хăвăр сутатăр-и е ултавçăсем сирĕн ятăрпа усă кураççĕ-и?

- Чăнах та, питомникрен йывăç илсе сутакансем пур. Вĕсем ултавçăсем мар, нумайăн та мар - республикипе те тăватă-пилĕк çын кăна. Таçтан илсе килнĕ йывăçсене пирĕн ятпа усă курса сутакансем те тупăнкалаççĕ. Ултавçăсене тупса палăртатпăр. Анчах явап тыттараймастпăр - кун валли уçăмлă саккунсем çук.

- Кукăр алăллисем ан пуçтахланччăр, хунавăрсене ан вăрлаччăр тесе çуркуннепе кĕркунне хурала вăйлататăр-и?

- Лаптăксене вăрăсенчен сыхлатпăр. Хурал тимлĕхне пулах хунавсене кăларса каясси чылай чакрĕ. Ĕçтешсем калашле - "çынсем совеçе кĕрсе пыраççĕ пулмалла".

- Сирĕн ятарлă лавккасем пур-и?

- Малтан пулнă. Вĕсене çулталăк тăршшĕпе тытса тăма тăкаклă. Çавăнпа машинăсемпе тухса сутатпăр. Ку енĕпе пире район администрацийĕсем пысăк пулăшу параççĕ. Уйрăмах Тăвайсене ырăпа асăнас килет: пĕчĕк район пулсан та чи нумай йывăç туянать.

- Владимир Ильич, çак тĕлте хунавсемпе тĕмсен хакĕсене пĕлтерни вырăнлă пулĕччĕ тесе шухăшлатăп.

- Улмуççи, груша - 150-250 тенке яхăн, хурлăхан - 40, хăмла çырли 25 тенкĕ...

- Санкцисене пула халăхăн тупăшĕ самаях чакрĕ. Çакă эсир çитĕнтернĕ йывăç-тĕмсене туянассинче сисĕнет-и?

- Çук. Тĕрлĕ хунав сутасси пушшех ÿсрĕ. Кĕркунне производствăна икĕ хут ÿстересшĕн. Çавна май хатĕрленĕ тавара суту-илĕвĕн пысăк сечĕсем урлă вырнаçтарма çине тăрсах инвесторсем шыратпăр. Продукцие усламлă сутма вĕсемсĕр хĕнтерех. Халĕ ытти регионсем те хăйсен питомникĕсене йĕркелеме тытăнчĕç. Уйрăм çынсем те ку ĕçпе аппаланаççĕ. Куратăр ĕнтĕ - конкуренци вăйланчĕ.

- Историрен паллă: совет тапхăрĕнче питомниксене патшалăх пулăшнă. Халĕ еплерех? Субсидисем илетĕр-и?

- Енчен те сад чĕртсен-лартсан питомника укçа-тенкĕ параççĕ. Шел те, вăл тăкаксене саплаштарма çитмест. Çавăнпа та хамăрăн вăр-вартарах пулмалла, тупăшлă ĕçлеме çĕнĕ çăлкуçсем шырамалла, пысăк рыноксене кĕме культурăсен ассортиментне пуянлатмалла. Эпир ку тĕлĕшпе пусăрăнса ĕçлетпĕр те.

- Предприятие аталантарас тесе-и эсир тĕштырă çитĕнтеретĕр?

- Тырă пусă çаврăнăшне йĕркелеме кирлĕ. Пĕрре лартнă лаптăка, хунавсемпе тĕмсене чир-чĕр ан ертĕр тесе, вуникĕ çултан иртерех таврăнмастпăр. Эпир çурхи, кĕрхи тулă, урпа, вика çитĕнтерсе сутатпăр.

- Ăнтарса ĕçлеслĕхĕн вăрттăнлăхĕ мĕнре?

- Предприятире профессионалсем ĕçленинче. Халăхăн 90 проценчĕ улшăнмасть. Çирĕм çултан ытларах вăй хуракансем нумайăн. Валерий Ильин агроном вара кунта тымар янăранпа 34 çул çитрĕ. Кăçал вăл "Районăн чи лайăх агрономĕ" хисеплĕ ята тивĕçрĕ. Çав вăхăт­рах çамрăксене те пахчаçă ĕçне явăçтаратпăр, специалистсем хатĕрлетпĕр. Сăмахран, тĕп инженер, бухгалтер должноçĕсене çамрăксем йышăнчĕç.

- Пĕтĕм пурнăçу ялхуçалăхĕпе çыхăннă. Чуну кÿтсе килнĕ чухне: "Çĕр ĕçне кÿлĕнсе тĕрĕс мар турăм", - тесе кулянмастăн-и?

- Кулянма каярах юлтăм пулĕ ĕнтĕ. Чăннипе - кун пек шухăш пуçăма кĕмен. Мĕншĕн тесен саккăрмĕш класра чухнех агронома вĕренме кайма картса хунăччĕ.

- Фашизма тĕп тунăранпа кăçал 70 çул çитрĕ. Çĕнтерĕве çывхартма санăн аçу та пысăк тÿпе хывнă. Фронтри паттăрлăхĕсем çинчен кĕскен те пулин каласа кăтарт-ха.

- 1942 çулта вăрçă хирне тухса кайнă чухне атте вунсаккăрта пулнă. Асанне ăна çапла каласа ăсатнă: "Ывăлăм, Илюк, эсĕ вăрçăран таврăнатăн". Унăн сăмахĕсем тÿрре тухнă - виçĕ хутчен аманнă пулин те киле чĕрĕ-сывă çитнĕ. Вăл чи хаяр вырăнсенче çапăçнă - Курск пĕккинче, Сталинграда хÿтĕленĕ çĕрте, Одер çинче, Германире... Награда пама тăратнă документсене вуланă чухне вăл связист та, разведчик та, танкист та пулнине пĕлсе тĕлĕннĕччĕ. Вăрçăри паттăрлăхне, вăрçă хыççăнхи пархатарлă ĕçне патшалăх пысăка хурса хакланă - Ленин, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Тăван çĕршыв вăрçи, Хĕрлĕ Çăлтăр, "Хисеп Палли" орденсем, нумай медаль килте реликви евĕр упранаççĕ, аттен мухтавлă ятне çĕре ÿкермесĕр пурăнма хăват параççĕ.

Вăл "Чăваш АССР Ялхуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçни те, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулни те, ăна Чăваш Республикин Паттăрлăхпа Ĕç Мухтавĕн Хисеп кĕнекине кĕртни те атте Çĕр çинчи пурнăçне Турă кĕнекинче вĕрентнĕ пек тасан пурăнса ирттернине яр уççăн çирĕплетеççĕ.

Кĕскен

• Санăн пурнăç саккунĕнчи йĕркесем мĕнлерех сăмахсемпе пуçланаççĕ?

"Çынна ырă туни ырăпа таврăнать". "Çын усал пулсан та ăна вăрçмалла мар. "Хăйĕн йăнăшне туйса илме Турă вăй-хăват патăр", - тесе ырă сунмалла".

• Ăнтарса ĕçлес тесен ертÿçĕн мĕнле принципсене тĕпе хумалла?

Яваплăха туймалла. Коллективри çынсене хисеплемелле.

• Пĕрремĕш шалу укçипе мĕн туяннине астăватăн-и?

Торт туяннăччĕ, тăванăмсене сăйланăччĕ.

n Константин Иванов çырнă "Нарспи" поэмăра "Çакă çутă тĕнчере Вăйли çук та этемрен" йĕркесем пур. Саманана кура юлашки сăмаха улăштарса "укçаран" темелле мар-ши?

"Укçаран" тенипе килĕшместĕп. "Вăйли çук та совеçрен" тесен лайăхрах. Çынра совеç юлмасан пĕтĕмпех арканать, этем маси юлмасть.

• Кăçал Раççейре Литература çулталăкĕ. Ача чухне сана мĕнле кĕнекесем витĕм кÿнĕ?

"Хура çăкăр", "Шанчăк", "Юманлăхра çапла пулнă".

• Ламран лама куçса пынă "Çын мĕн калĕ" ăнлав çухалчĕ, ăна шута хуми пултăмăр. Çакна пысăк çухату вырăнне хуратăн-и?

Аванмарланассине эпĕ çухатман-ха.

• "Кашни çыннăн чĕринче хăйĕн чиркĕвĕ пулмалла", - тенĕччĕ юлташăм. Санăн пур-и?

Пур. Анчах ытлашши ырă кăмăллă пулнăран "чĕре-чиркÿ алăкне" кирек кама та янкăрах уçса паратăп: çапла пурăнма йывăртараххине пĕлсех.

• Чăтăмлăхпа тирпейлĕх палăкĕсем саншăн мĕнлескерсем вĕсем?

Чăнлăхпа килĕштерсе пурăнни.

• Паянхи пурнăçра сана мĕн килĕшет?

Ирĕклĕ ĕçлеме условисем туса пани. Ан ÿркен, ан кахаллан çеç.

• Мĕн килĕшмест?

Ялхуçалăх продукцийĕ хамăра мĕн чухлĕ кирлине патшалăх йĕркелесе тăманни.

• "Пурнăçа парне пек йышăнмалла. Çĕр çинче пурăнакансем пурте экскурсантсем", - тенĕччĕ Венгрире пĕр экскурсовод. Пурте курса çеç çÿресен - çĕр çинче кам ĕçлĕ?

Экскурси те ĕç тесе шухăшлатăп. Çын курать, ăна ăша хывса тавракурăмне анлăлатать - вăл та ĕçех.

• Иисус апостолсене çапларах каланă: "Енчен те сире пурте ырлама тытăнсан - ку япăх". Сан пирки те ыррине кăна илтнĕ. Нивушлĕ пĕр çитменлĕх те çук?

Çынсем пĕр вĕçĕм ырлани, мухтани, чăнах та, килĕшÿллĕ мар. Мĕншĕн тесен кирек камăн та çитменлĕх пур.

• Пĕрремĕш Петĕр патша тараканран питĕ хăранă. Автомат шухăшласа кăларнă Михаил Калашников хваттерне вĕçсе кĕрекен шăнасене чăтма пултарайман, вĕсене вĕлерсе пĕтермесĕр те лăпланман. Сана мĕнлерех вĕтĕ чĕрчун килĕшмест?

Вăрăмтуна нăйлани.

Эсĕ мĕн тума юратмастăн?

Нумай çывăрма. Бригадирта 32 çул ĕçленĕ аттен сăмахĕсем витĕм кÿчĕç-тĕр. "Хĕвел курмаллах çывăрса выртса ятăра ан ярăр", - тетчĕ вăл.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.