- Чăвашла верси
- Русская версия
“Йывăрпа пуç ыратса, куç хуралса килетчĕ”
Тăван çĕршыва фашистсем вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ кун Вăрнар районĕнчи Санарпуç хĕрĕ, 17-ри Елюк, пĕтĕм халăхпа пĕрле Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çул сарнă. Ирхине бригадир килнĕ те çапла каланă: «Вăрçă пуçланчĕ, пирĕн, арçынсен, халех каймалла. Эсир ĕçе вĕçлесе таврăнатăр», - тенĕ. 10 кун иртнĕ. Çанталăкĕ те халăхпа пĕрле хурланнă тейĕн, шăматкунпа вырсарникун пĕр чарăнми çумăр çунă. Хĕрсемпе хĕрарăмсем ун витĕрех хăйăр турттарса çул сарса пĕтернĕ. Кайран çумăр айĕнчех урапа çине тиенсе килелле çул тытнă. Ял-ял витĕр тухнă чухне вăрçа ăсатакансене курсан чунĕ çÿçеннĕ вĕсен, пур çĕрте те çын макăрни илтĕннĕ, куççуль тăкăннă.
Санарпуçра та вăйпитти арçынсене фронта ăсатма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хĕрсем кунĕн-çĕрĕн колхозра ĕçленĕ. Елюка та лаша çирĕплетсе панă, кайран ăна та вăрçа илсе кайнă.
Тыр-пул пухса кĕртмелли вăхăт çитнĕ. Елюка бригадира лартнă. Авăн çапмалла та.. Кама уй-хире илсе тухмалла? Пилĕкĕсене туртса çыхнă, хулăн çи-пуçпа кÿптеннĕ кукăр кинемейсене чĕнсе кăларнă, çавсемпе мĕнпур ĕçе пурнăçланă.
Хĕлле Çĕмĕрле районне окоп чавма илсе кайнă. «Шăннă çĕре, эх, лумпа таккаттăмăр, тăприне тем çÿллĕш ывăтаттăмăр. Çамрăк та вăй пур çав. Стариксем çĕрпÿрт туса пачĕç, тимĕр кăмака хутса ăшăнаттăмăр. Çимелли те темех пулман, юрать, çăкăр пĕçеретчĕç», - аса илчĕ 91-ри кинемей.
1943 çулта ялти виçĕ хĕрĕн, вăл шутра Елюкăн та, вăрçа каймашкăн ят тухнă. Амăшĕ ăна çĕтĕк фуфайкăпа кăларса янă, çавăншăн пике намăсланнипе çын умне курăнма та вăтаннă. Мускав облаçĕнчи Серпухов хулинче хĕрарăм стрелоксен полкĕ тăнă. Елена Афанасьева пулеметчиксен ушкăнне лекнĕ. Унта хĕрсене вăрçа хатĕрленĕ, 45 миллиметр калибрлă пушкăпа пеме вĕрентнĕ, хурал тăратнă.
Ялтан кĕçех çырупа пĕрле пичет çапнă хут килнĕ. Елюк амăшĕ хĕрне киле таврăнма ыйтнă. Упăшки фронтра пуç хунă, хăй чĕрепе аптăраса ÿкнĕ. 7 тата 9 çулсенчи ывăлĕсем выçă лараççĕ, пăхакан çук иккен.
«Вăрçă чарăнĕ те пурте пĕрле таврăнăпăр», - тенĕ командир Елена Афанасьева рядовоя.
«Унччен шăллăмсем выçса вилеççĕ», - хурланнă хĕр.
«Юлташсем, кÿршĕсем пăхĕç».
«Унта та тăлăхсемпе халсăр стариксем кăна-çке...»
«Мускава ыйтса çырмалла. Хурав 2 уйăхсăр килмĕ, унччен фронта каятпăр», - салтака пулăшайман командир.
Чаçе макăрса таврăннă хĕр. Отделени командирĕ, штаба вĕçĕ¬м¬ех çÿрекенскер, Мускавран комисси килнине пĕлнĕ. Çавсемпе калаçма сĕннĕ чăваш пикине. Вăл амăшĕ ярса панă хута кăтартнă. Вара киле кайма ирĕк панă.
Кĕркунне авăн çапнă, çĕрулми кăларнă вăхăтра Елюк яла таврăннă. Икĕ уйăх та пурăнайман - ăна Архангельск облаçне вăрман касма янă, шпал çуракан завода вырнаçтарнă. Кăнтăрла унта ĕçле¬нĕ, каçхине вакун тиеттернĕ. «Хулпуççисем кĕсенленсе ларнăччĕ. Шпала йăтсан пуç ыратса, куç хуралса килетчĕ. Çавăнта 6 уйăх тертлентĕмĕр», - йывăр кунсене халĕ те лăпкăн аса илеймест ĕç ветеранĕ.
Яла килсен - каллех колхоза. Е фермăна, е тиеме-пушатма... пĕрмаях ĕçе хăваланă. Унăн пиччĕшĕ, лайăх тракторист пулнă май броньпе юлнăскер: «Ниçта та ан кай, кĕçех манăн трактор юсавран тухать, сана хампа илсе каятăп», - тенĕ. Эрнеренех Упнерте пиччĕшĕпе пĕрле прицепщикра ĕçлеме тытăннă хĕр. Вăл вăхăтра техника талăкĕпе уйра кĕрленĕ. Топливăпа мар, вутă хутса чуптарнă ăна. Çав çулхинех Елена Афанасьева та трактор рулĕ умне ларнă. Хĕлле Вăрнарта 3 уйăх механизаторсен курсĕ витĕр тухса удостоверени илнĕ. Газ генераторĕпе ĕçлекен тракторпа 3 çул ака-суха тунă хĕр. Яла таврăнсан бригадир: «Пулăш, тархасшăн. Тракторист çук. Ака туса пар», - тенĕ. Топливăпа чупакан тракторпа тепĕр çул ĕçленĕ Елена Афанасьевна.
Вăрçă чарăннă ĕнтĕ. Колхозра унчченхи çул çĕрулми пухса кĕртеймен, юр айне пулнă. Çуркунне ана çинчех выртса юлнă тымарçимĕçе пуçтарма ирĕк панă, çакăн пирки ытти хулана та пĕлтернĕ. «Уйĕпе çĕрулми шап-шурăччĕ. Ах, тутлăччĕ! Халĕ темшĕн унашкал пулмасть. Выçăхса çитнĕ çынсем таçтан та килетчĕç. Тăвар, кĕреçе илсе тухса параттăм вĕсене. Çавăнтах пĕçерсе çиетчĕç. Çĕрулми ани вырăнĕнче пăрçапа сĕлĕ акма хушрĕç. Трактора уттарма çук - уйра çын хĕвĕшет. Уя çынсем таптасран хурал тăратрĕç», - каласа кăтартрĕ ватă хĕрарăм.
Ялта ĕçсĕр никама та лартман: хĕрсене çулла - çул сарма, хĕлле вăрман касма янă. Вăхăт иртет, Елюк ват хĕр шутне кĕрет. Мăшăрланмашкăн каччă çук - чылайăшĕ вăрçăра вилнĕ. Элмен Сунарти Алексей Тимофеев, водительте ĕçлекенскер, чиперука куç хывнă, качча пыма ыйтнă. Арăмĕ унăн вăрçă вăхăтĕнче чирлесе вилнĕ-мĕн, ывăлĕпе хĕрĕ çурма тăлăха юлнă. Арçынĕ Елюкран 10 çул аслă. Килĕнче сусăра тухнă йăмăкĕ, ватă амăшĕ пур тата. Мĕн тумалла? «Кай, паллах, ан тиркеш. Хăв хуçа пулăн унта. Ватăлăн та кайран никам та пăхмĕ», - сĕнÿ панă Елюка хĕрарăмсем. Çавсене итлесе вăл 1952 çулта Элмен Сунара качча килнĕ. Упăшкин ачисем ăна ăшшăн йышăннă, уйрăмах 6-ри хĕр пĕрчи савăннă, çывăрма та пĕрлех выртнă. Пурăна-киле Елюкпа Алекçейĕн 3 ача çуралнă. Çемье пуçĕ Вăрнарта шоферта тăрăшнă, хĕрарăм - колхозра. Доярка та пулнă, депутат та...
«Вăй пĕтсе çитетчĕ тепĕр чухне, 80-а çитеп пуль теттĕм. 90-ран та иртрĕм акă. Çак ÿсĕме çитессе нихăçан та шутламан. Упăшка 1984 çулта вилчĕ, тантăшсем те ку тĕнчере çук ĕнтĕ. Ачасем пăхаççĕ мана, тĕрек пур», - калаçрĕ вăл.
Елена Тимофеева халĕ пĕчченех пурăнать, 8 мăнукĕ, мăнукĕсен 7 ачи ун патне килсе тăраççĕ, пулăшаççĕ. Кинемей хăй те ĕçрен пăрăнасшăн мар: йăран та çумлать, картишри курăка та çулнă. Шыв ăсма та тухать, япалисене те çăвать... «Утни, хускални сывлăхшăн усăллă. Хĕлле урама тухсах çÿреймерĕм, кĕлетке хытса ларчĕ. Халĕ çулла аван», - тет кĕмĕл çÿçлĕ ырă кинемей.
Алина ИЗМАН.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментировать