“Уксах лашапа тăрса юлтăмăр”

11 Июн, 2015

 Шел те, 80 çултан каçнă ватăсен ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те пулман, вĕсем урам варринчи ешĕл курăк çинче те чун каниччен выляйман, савнийĕсемпе те çĕрĕ-çĕрĕпе çăлтăр шутласа яш ĕмĕрпе киленсе йăпанайман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕсене аслисен йышне вăхăтсăр кĕртнĕ. Анчах паян 90 çула капашакансем, çак ÿсĕмрен иртнисем хăйсен вутра çуннă çамрăклăхĕ пирки нумай каласа кăтартаймаççĕ, хĕн-хурлă çулсене маннă вĕсем. Хулаçырминче пурăнакан 89-а пуснă Ольга Никоноровăпа калаçнă чухне тĕлĕннĕçем тĕлĕнтĕм: Ольга Назаровна хăйĕн асĕнчен нимĕн те кăларман, йăлтах - унăн пуçĕнче.

 Юланутпа ыткăнакан бригадир

Шкул çулĕсенчех ачасене ыраш уйне çумкурăкран тасатма илсе тухнă. Ултă ачаллă çемьере ÿснĕ Ольга та тантăшĕсенчен юлман. Хĕвел пĕçертнĕшĕн те, сивĕ çил каснăшăн та нăйкăшман вĕсем, ĕçленĕ. Кутăнлашма-и унта? Пушшех урăхла: пĕчĕк Ольга тĕревсĕр тăрса юлнă амăшне май пур таран пулăшма тăрăшнă - шел, кил хуçи тифпа чирлесе çамрăклах çĕре кĕнĕ. Чи кĕçĕнни Тарье ашшĕнчен 3 çулта юлнă. Ултă ачана амăшĕ ура çине тăратма пĕчченех тапаçланнă. Выçса ан вилччĕр тесе выльăх-чĕрлĕхне те ытларах усрама тăрăшнă. Çитменнине, вăрçă пуçланнă.

- Фашистла Германи Совет Союзне тапăнса кĕнĕ куна хам куç хупиччен те асăмран кăлараймăп. Уйра тулă анине çумлаттăмăр. Бригадир юланутпа карттусне çавăрттарса вирхĕнсе килет. Эпир, вĕт-шакăр, вăл савăнăçлă хыпар пĕлтерет пуль тесе сиккелеме тытăнтăмăр. Анчах бригадир тĕнче йăтăнса анмалла хурлăхлă хыпар пĕлтерчĕ: вăрçă пуçланнă. Çавăнтах правлени çурчĕ умне пухăнма хушрĕ. Пирĕн ялта виçĕ колхозчĕ. Пĕтĕм халăх пуçтарăнчĕ. Районтан тăрантаспа килнĕ арçын: «...Хĕрарăмсем, 18 çула çитнĕ ачăрсене 3 çухрăмран аякка ан ярăр. Килти арçыннăрсем валли сухари майлăр, кĕпе-йĕм, чашăк-тирĕк, алшăлли пуçтарса хурăр. Вĕсем сире пурте çак кунсенчех кирлĕ пулĕç», - терĕ. Унтан тăрантас çинчи арçын ура çине тăчĕ те çирĕппĕн çапла каларĕ: «Ку вăрçăра та эпирех çĕнтерĕпĕр. Совет Союзне никам та парăнтараймĕ». Хĕрарăмсем çари çухăрма, уласа йĕме пуçларĕç. Халăх ун-кун кумрĕ, - иртнине куç умне кăларчĕ Ольга Назаровна.

Арçынсене, каччăсене пĕрин хыççăн теприне çапăçу хирне илсе кайма пуçланă. Хĕрарăмсемпе ватăсем, çул çитменнисем колхозра ĕçленĕ. Ольга Назаровна тус-тантăшĕпе малтанах тырă кĕлтисене авăн çапма сĕтĕрнĕ, тепĕр çулхине вара алла çурла тытсах тырă вырнă. Уя хаваспах чупнă вĕсем - ара, пĕр куншăн çур килограмм çăкăр панă-çке-ха.

- Пĕр çулхине колхозăн вăрлăх юлманччĕ. Матак ялне пĕве кĕмен ачасене те ячĕç. 40 килограмм таякан пăрçа миххисене аран-аран йăтса-сĕтĕрсе килтĕмĕр. Чарăнса тăрса миххе уçса пăрçа çиесчĕ - юрамасть, вăрлама та хăнăхман, - калаçăва тăсрĕ ĕç ветеранĕ.

Вăл вăхăтра ÿснисен çимелли те çителĕклĕ пулман. Çăка çулçи типĕтсе пашалу тунă, мăянран пĕçернĕ хуп-хура çăкăра та тиркемен. Хулаçырминче айлăм вырăнсенче вĕлтĕрене, кăшкар утине, пултăрана тата ытти курăка ÿсме паман - вĕсене пуçне кăларнă-кăларманах татнă.

- Юрать, пирĕн пахча çырма хĕрринчеччĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» ăнса пулатчĕ. Анне çĕрулми сĕткенне çăнăхпа пăтратса çитеретчĕ, типĕ пайĕнчен пашалу хатĕрлетчĕ. Ку кăна та мар. Патшалăха çĕрулми типĕтсе памалла турĕç. Малтан - 3 килограмм типĕтнĕ çĕрулми хатĕрлеттĕмĕр, кайран ку виçене 5 килограмах çитерчĕç, - итленĕçем итлес килчĕ Ольга Назаровнăна. - Танксем, самолетсем тума укçа пухатчĕç. Качака е сурăх путеккине сутаттăмăр, анчах ыйтнине параттăмăрах.

Икĕ пÿрнесĕр перчетке

Ĕç ветеранĕ колхозран ывăнса таврăннă хыççăн Тăван çĕршывшăн çапăçакан салтаксем валли çĕрĕ-çĕрĕпе икĕ пÿрнесĕр перчетке çыхнине ăçтан манайтăр? Пăшалтан пеме меллĕ пултăр тесе вĕсем перчеткене пуç тата шĕвĕр пÿрнесене хăварса çыхнă.

Вăрçă чарăнман-ха. Колхозра пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн илсе кайсах ĕнесемпе лашасен йышне чакарнă. Хулаçырминчи колхозра уксах пĕр лашапа пилĕк ĕне çеç юлнă. Ольга та ыттисем пекех килĕнчи ĕнине кÿлсе ĕçе тухнă, кĕлтесем турттарнă.

- Колхозра ĕçленипе кăна мар, шкула хутса ăшăтма та икĕ эрнелĕхе вăрман касма кайрăмăр. Лашасем юлманнипе вутта урапапа хамăрах 18 çухрăм сĕтĕртĕмĕр, - калаçăва сыпăнтарчĕ Ольга Назаровна.

Унăн икĕ пиччĕшĕ те вăрçа хутшăннă. Илья Назарович Чĕмпĕр облаçĕнче хăйĕн çемйипе пурăннăран çапăçу хирне унтан кайнă. Шел те, вăрçăра йывăр аманнăран килне таврăнсан та тăхăр уйăх çеç пурăнайнă - кĕлеткинчи ванчăк вырăнтан тапранса чĕри патнех çитнĕрен операци сĕтелĕ çинчех вилнĕ вăл.

- Тепĕр пичче Микула вăрçа кайни халĕ те куç умĕнчех. Каçхине повестка пачĕç, ирхине - çула тухмалла. Анне хутаç хатĕрлерĕ. Тул çутăлсанах тăтăмăр. Ял хĕррине çитсен пичче пире, Тарье йăмăкпа иксĕмĕре, пĕчĕк мар пулин те пĕр харăс йăтса илчĕ те: «Аннене упрăр. Эпĕ килетĕп-и, килейместĕп-и - ăна никам та пĕлмест», - терĕ. Куçăмран куççуль шăпăртатса анчĕ, - каласа кăтартрĕ паянхи кун та вăр-вар кинемей.

Телее, Николай Назаровича ăраскалĕ юнлă çапăçу хирĕнче йывăр амансан та тăван килне таврăнма пÿрнĕ. Вăл пÿрте кĕнине те астăвать Ольга Назаровна:

- Тул çутăлманччĕ. Йăмăкпа иксĕмĕр улăм тÿшекĕ çинче хуп турттараттăмăр. Пичче пире ачашшăн лăпкаса вăратрĕ. Ывăлĕ тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитнĕшĕн савăннă аннем пÿрт варринче чĕркуçленсех сăхсăхатчĕ.

Унччен маларах çап-çамрăк Ольгăн пурнăçĕнче тепĕр пăтăрмах та пулнă-ха. Шкул пĕтерсен вăл Чĕмпĕрти педагогика техникумне кайса кĕнĕ. Кашни канмалли куна килне çуран 75 çухрăм утса таврăннă. Хĕллехи каникулччен чиперех вĕреннĕ-ха вăл, анчах шартлама сивĕре амăшĕ йывăр чирлесе ÿксен техникума çÿреме пăрахнă. Ольга амăшне куркаран шыв ĕçтерсе, хăй пĕлнĕ пек сиплесе çын тунă.

"Урăх çырмасан -эпĕ пĕтнĕ"

- Хуняçа пирки те каласа кăтартас килет, - тăрук сăмахне малалла тăсрĕ Ольга Назаровна. - 1952 çулта Мăкăль купăсçа качча кайсан çĕн килте виçкĕтеслĕ çыру асăрхарăм. Хуняçа çемйи патне вăрçă хирĕнчен çырнă хыпар: «Юратнă Арине, пурсăра та салам. Эпир халĕ полкĕпех Днепр шывĕ хĕррине çитсе пыратпăр. Килте асли эсĕ, Мăкăль, кăна. Анне çÿресех каяймасть, ăна пулăшса тăр. Сывă пулсан, Днепр урлă каçсан çырăп. Эпĕ ишме пĕлместĕп. Урăх çырмасан - эпĕ пĕтнĕ». Пĕлетĕр-и: Алексей Ивановичран текехрен пĕр çыру та килмен. Ав кинофильмсенче кăтартаççĕ - çапăçусем вăхăтĕнче Днепр юн тĕслĕ пулнă. Ишме пĕлмен çын ăçтан чĕрĕ юлайтăр?

Вăл вăхăтра чи кĕтнĕ кун - Çĕнтерÿ кунĕ - пулнă. Часах мар пулин те вăл çитнĕ. Ольга çав кунхине икĕ хĕр-тусĕпе Аслă Аксу ялне кайма тухнă. Вĕсене хирĕç тепĕр тантăшĕ Коля Майрин чупса килнĕ. Карттусне çавăрттараканскер: «Тинех вăрçă чарăннă. Ку хыпара пĕлтерме районтанах килеççĕ», - тенĕ. Тăватă çамрăк çакăн пирки ял-йыша пĕлтерме хыпалансах чупнă пулин те тăрантаспа ыткăнакан «пуçлăхсем» вĕсенчен иртсе кайнă. Хайхискерсем пĕр-пĕрне ыталасах урра кăшкăрнă. 18 çулти Коля: «Хĕрсем, эпир вăрçа кайса кураймарăмăр. Пирĕнсĕрех чарăнчĕ вăл», - тесе тăрст-тăрст сиккеленĕ.

Ольга Никоноровăн пурнăçĕ пĕрре те çăмăл килмен. Мăшăрĕпе вăл 11 çул кăна пурăнса курнă - кил хуçи тухтăрсем тĕрĕс сиплеменнине пула пурнăçран ир кайнă. Виçĕ ачине ура çине пĕчченех тăратнă ырă кăмăллă хĕрарăм. Шел, ватлăх çулĕсенче хăйпе пĕрле пурăннă ывăлне юлашки çула ăсатнă. Хуйхă-суйхă çÿçне самаях шуратнă пулин те Ольга Назаровна паянхи пурнăçа ырласа пĕтереймест. «Çын мар, урамра çапкаланса çÿрекен йытă та вăрçă нушине ан куртăр», - тет.

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.