Вăрман тени пуш сăмах мар

10 Июн, 2015

Чăваш Ен вăрманпа пуян, вăл 600 пин ытла га йышăнать. Республика лаптăкĕн 32 проценчĕ вăрманлă. Тĕнче шайĕнче ку япăх мар кăтарту. Çавах та Раççей ăсчахĕсем "чан çапаççĕ", вăрман хуçалăхне тытса пырас ĕçе патшалăх аллине памалла теççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем çĕршыври ăслăлăх академийĕнче çакăнпа çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Раççей вăрмансемпе чухăнланса пынине палăртнă академин вăрманпа ĕçлекен ăслăлăх совечĕн председателĕ Александр Исаев. Çĕршывăн вăтам тăрăхĕнче вăл касмалăх та юлман, кăнтăр Çĕпĕрте те лару-тăру çавнашкалах темелле, Инçет Хĕвелтухăçĕнче Китай чиккинче вăрмана сутас ĕç пит хĕрÿллĕн пырать. Хамăрăн пуянлăхпа тухăçлă усă курма вĕренсе çитеймен эпир. Юлашки икĕ вунăçуллăхра вăрман ĕрчетес ĕçпе ытлашши тăкакланман, мĕншĕн тесен çемçе çулçăллă йывăçсем хăйсем тĕллĕн хунанă. Хальхи вăхăтра усă куракан хырлăхсенче çамрăк хунавсем саппасра питех те сахал юлнă, чăрăшпа лиственница лаптăкĕсем те пĕчĕкленнĕ.

Вăрман кодексне çĕнĕрен 2006 çулта йышăннăччĕ, вăл тухăçлăха ÿстерессе шаннăччĕ. Анчах хуçалăхсене вăрман ларт¬са ÿстерес ĕç сахалрах кăсăклантарма тытăнчĕ, ку енпе вĕсем ытла тăкакланасшăн мар. Çакă мĕн патне илсе çитерни куçкĕрет - вăрман хăй халлĕн хунать, çак хушăра эпир вуншар миллион тенкĕ тупăш çухататпăр.

Çĕнĕ Вăрман кодексне йышăннă чух вара пач урăх тĕллевсем лартнăччĕ. Çав шутра - вăрманпа тухăçлăрах усă курса çак тытăма ытларах инвестици явăçтарасси. Пур¬нăçра ĕç-пуç кутăн-пуçăн çаврăнса тухрĕ. Вăрмансене пĕр шухăшсăр касатпăр, вăрман хуçалăхĕсене пĕтернĕренпе тивĕçлĕ контроль пулманран çулсерен пушарсем алхасаççĕ. Хăшпĕр специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, вăрмансене хăрушă пушарсем кĕллентерни шăпах çĕнĕ кодексăн çитменлĕхĕпе çыхăннă. Вăрмана - çав шутра коммерсантсен аллине панине те, санитари ĕçĕ пурнăçламаллине те - çĕнĕрен лартас ĕçпе никам та тăрăшасшăн мар.

Паян Раççейре вăрманпа усă курассин меслечĕ чылайăшне çырлахтармасть. Терминологи чĕлхипе каласан экстенсивлă меслет теççĕ ăна. Ăна тĕпе хурса эпир вăрман пуянлăхне ÿстерме ăнтăлмастпăр, çутçанталăк хÿттинче хăй халлĕн ÿссе çи¬тĕннипе ытларах усă куратпăр. Кун пек чухне çыннăн мĕн тумалли юлать? Унăн вăрмана пушартан, ытти инкекрен сыхламалла, вăрман пуянлăхне шута илмелле, унпа усă курас ĕçе планламалла, тепĕр чухне каснă вырăнта йывăç лартмалла. Ансатрах ăнлантарсан мĕн хăй халлĕн ÿснĕ, мĕне вут-çу¬лăмран тата вăрăсенчен хÿтĕлеме пултарнă - çавă пирĕн вăрман пуянлăхĕ пулать те. Çак вăхăтра пĕтĕм тĕнче интенсивлă меслет ?хамăр лартса ÿстерни - пирĕн пуянлăх% çине куçнă. "Çĕршыв вăрманпа йывăр лару-тăрăва лекрĕ, интенсификаци енĕпе мерăсем йышăн¬ма вăхăт", - пĕлтерет шухăшне Александр Исаев. Ăсчахсен вăрманпа усă курас ĕçĕн меллĕ вариантне шыраса тупмалла.

"Вăрман тытса пырас ĕçе патшалăх аллине тавăрса памалла-и?" - ыйту хускатать тепĕр академик Николай Моисеев. Унăн шухăшĕпе вăрман илнĕ уйрăм çын ăна ÿстерес тĕлĕшпе нимĕн те тумĕ. Мĕншĕн тесен пурнăçланă ĕç тăкака 40-60 çултан кăна саплаштарать. Питех те нумай кĕтмелле ку вăхăта. Америкăпа Финлянди экономисчĕсем те уйрăм çын ĕçе вăйлатма пултарасса шанмаççĕ. Патшалăх кăна çапла тума пултарать. Академик палăртнă тăрăх, Раççей Президенчĕ В.Путин Вăрман кодексне улăштарма кирли пирки шухăшне каланă, ку ыйтупа Пĕрлехи халăх фрончĕ те ĕçлеме тытăннă.

Паянхи Раççейре вăрман хуçалăхне интенсификацилеме май килнине ĕненмест академик. "Çакă тÿрре тухтăр тесен условисем кирлĕ. Вĕсемпе тивĕçтермешкĕн питех те нумай ыйтăва татса памалла. Вĕсене вара хускатман та", - тет вăл. Унăн шу¬хăшĕпе вăрман тытса пырас ĕç тытăмне аркатнă, интенсификаци ирттерме хуçалăхсем çук. Арендаторсене шанса параймăн. Вăрман хуçалăхĕсем кирлĕ, вĕсене вара пĕтернĕ. Вăрмана патшалăх аллине тавăрса парсан кăна интенсификаци çинчен калаçма пулать.

Тĕнчере вăрманпа тухăçлă меслетсемпе усă кураççĕ. Тĕслĕхрен, Скандинавире. Унта Раççейпе танлаштарсан халăх пĕр вырăнта виçеллĕ пурăнать. Вăрман лаптă¬кĕсен хуçисем пур, вăрман, ялхуçалăх, промышленноç ĕçĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнаççĕ. Чи пахи - çулсем пурри. "Вăрмана типтерлес ĕçре ун патне çитме çулсем кирлĕ, - палăртать Санкт-Петербургри вăрман хуçалăх университечĕн ăсчахĕ Александр Алексеев. - Пирĕн çĕршывра кун пек çулсен юппи 10 хут сайрарах, тивĕçлĕ нормăра мар.Швеципе Финляндире çав виçе пур". Çавăнпа ăсчах Скандинави меслетне шута илсе ялхуçалăх пĕлтерĕшлинчен тухнă çĕрсемпе ĕçлеме сĕнет. Мĕншĕн тесен вĕсем патне çитме çулсем пур.

Экономика докторĕ Анатолий Петров интенсификаци пуçличчен ĕç-пуç кăтартăвĕсене тĕплĕ шутлама ыйтать. Вăрман ÿстерессипе, унпа усă курассипе экономика модельне хатĕрлемеллине палăртать. 2030 çулчченхи вăрман комплексĕн стратегине хатĕрленĕ чухне специалистсене йыхравламанни те ăсчахсене тĕлĕнтерет. Çавăнпа вĕсем хăйсен сĕнĕвĕсене правительствăна, çутçанталăк ресурсĕсен министерствине, вăрман хуçалăх агентствине яма йышăннă.

Новости по теме