Шантарнă пекех таврăннă ... çичĕ çултан

10 Июн, 2015

Мĕн ĕлĕкрен ялсенче каччăна пĕрлехи йышпа çар хĕсметне ăсатнă. 1939 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче Элĕк районĕнчи Севастиан Архипова та йышлă тăван-пĕтенĕ, ял çыннисем, Юманай шкулĕн учителĕсемпе вĕренекенĕсем Тури Выла уй хапхи патне çитиччен ăсатма тухнă. Амăшĕ кăшкăрсах макăрма тытăнсан Севастиан аванмарланнă: ăна пĕрре шелленĕ, тепре лăплантарма тăрăшнă. "Ун пекех ан макăр-ха, анне, вăрçа каймастăп вĕт, таврăнатăп", - тенĕ. Хĕрарăм пурпĕр лăпланайман. Вăрçă тухмалла текен сас-хура çÿренине илтнĕскерĕн чĕри хĕсе-хĕсе ыратнă. Çавах та Севастиан амăшне шантарнине пурнăçланă - ... çичĕ çул иртсен тăван киле таврăннă. Яштака пÿ-силлĕ 25-ри сержантăн кăкăрĕ çинче орденсемпе медальсем ялкăшнă, чунра - вун-вун шухăш, ĕмĕт-тĕллев...

Унччен маларах вара Архиповсен çемйи ывăлĕнчен пирвайхи çыру çитессе чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Кĕтсе илнĕ паллах. "Эпĕ чиперех пурăнатăп. 5-мĕш çарăн Киеври округне, 460-мĕш артиллери полкĕнчи стрелоксен 27-мĕш корпусне лекрĕм. Сержанта вĕренсе тухрăм. Халĕ пире Хĕвеланăç Украинăн Коваль станцири çар лагерьне куçарчĕç", - тенĕ çырура. Каярах çакă паллă пулнă: июнĕн 18-мĕшĕнче Севастиан тăнă полка тревогăпа ирех вăратса Луцк хулине илсе кайнă-мĕн. Июнĕн 22-мĕшĕнче полк чикĕ хĕррине çитнĕ, салтаксене митинга пуçтарнă. Тепĕр кун ирхине 4 сехетре нимĕç фашисчĕсем вĕсем çине бомбăсем пăрахма тытăннă. "Артиллеристсен çапăçăва кĕме хĕç-пăшал - пушкăсем, снарядсем пурччĕ. Эпир, связистсем, наводчиксем пулнă, снарядсене ăçта пемеллине пĕлтерсе тăнă. Пистолетсăр пуçсăр пирĕн нимĕн те çукчĕ, патрон та", - асаилнĕ каярах ветеран. Çапла пуçланнă чăваш каччишĕн вăрçăн пĕрремĕш кунĕ.

Сасартăк ывăлĕнчен тăван киле хыпар килме пăрахнă. Радиопа паракан хыпарсем чуна çÿçентернĕ вăхăтра тин темиçе йĕркеллĕ çыру илнĕ амăшĕ. Севастиан çапăçу хирĕсенче сахал мар юлташне çухатнă. Кун пек чухне кашнинчех пĕр ыйту канăç паман çамрăка: " Çĕр çине тăрăнса ÿкиччен, юлашки хут сывласа иличчен мĕн çинчен шухăшланă-ши эсĕ, юлташăм? Кама кирлĕ-ши çак вăрçă, пин-пин çынна асаплантарса, нушалантарса вĕлерекенскер? Мĕне кирлĕ?" Çук, хуравне пурпĕр тупайман.

Чăваш каччи çапăçнă полк вирлĕ вут-çулăм айне лекет. Архипов пушка хыçне пытаннăран кăна çăлăнса юлать. Автоматсен сасси лăплансан Сула шывĕ урлă ишсе каçма хăтланать. Анчах пăрлă шывра ÿт-пĕвĕ хытса ларать те путма пуçлать. Юрать, ăна çывăхра пулнă пĕр офицер пулăшать.

Кивĕ Оскол хулинче Севастиан минометчиксен дивизионĕнче çа¬пăçать. Хĕлле Харьков çывăхĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнать, çулла нимĕçсен ункине лекет. "Пĕр ялти утă капанĕнче пытаннăччĕ. Тĕлĕрсе кайнă. Сасартăк темĕн чăштăртатни илтĕнчĕ, сенĕк йĕппи хама тăрăннăнах туйăнчĕ", - асаилнĕ салтак. - Ял хĕрарăмĕ выльăхне апатлама утă патне тухнă-мĕн. Мана, сухаллă старике, курсан кăшкăрса ячĕ. Тăна кĕрсен пÿрте илсе кĕчĕ, çăвăнтарчĕ, апатларĕ". Çапла çăлса хăварнă ăна Украина хĕрĕ.

1944 çулта пирĕн ентеш Сталин коменданчĕсен çарĕпе Польшăна лекет. Унта икĕ хула коменданчĕ пулать. Пĕррехинче Севастиан атеист пулнине пăхмасăр пĕр священнике вилĕмрен çăлать. Ку ĕçре ăна пысăк вырăн йышăннă нимĕç çынни пулăшнă. Пур нимĕç те фашист пулман-тăр. Польшăрах Аслă Çĕнтерÿ кунне кĕтсе илет.

Тăван яла таврăнасси çинчен сахал мар ĕмĕтленнĕ Севастиан. Анчах хăйне çапла кĕтсе илессе сунман. Çур ял çунса кĕлленнĕ. Çав шутра - Архиповсен çурчĕ те. Ăна кĕтме никам та тухман. Кĕлленнĕ вырăнта 3-5 çулхи ача темĕн шыранине асăрхать салтак. Ку унăн шăллĕ Гай-мĕн. Çемье çĕрпÿртре пурăннă. Севастианăн аслă пиччĕшĕ Николай Сталинград патĕнче пуç хунă. Амăшĕ, выçлăхпа шыçăннăскер, шалчасенчен çапса тунă кравать çинче выртнă. Йывăр чире пула часах çĕре кĕнĕ вăл. Куляннă хыççăн Севастиан кил хуçалăхне алла илнĕ, çурт лартма тытăннă. Вырăс чĕлхипе литератури вĕрентме шкула учителе вырнаçнă. Ялти нумай хĕре килĕшнĕ вăл, анчах каччă чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ чипер учительницăна Ольга Александровнăна кăмăлланă. Çемье çавăрнă, пилĕк ача пăхса ÿстернĕ.

Шупашкарта, кайран Чулхулара Севастиан Михайлович педагогика енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ. Хăйĕн пурнăçĕнче чылай çурт лартнă: çемйи, аппăшĕ, тăванĕсем валли, ытти çынсене те пулăшнă. 1978 çулта хăй шкул директорĕ чухне 320 ача вырнаçмалăх икĕ хутлă çĕнĕ шкул çурчĕ тунă.

Шел, 2014 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче вăл пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Учительсен династийĕн пуçаруçи, Тăван çĕршывăн Аслă вăр¬çинче харсăр çапăçса виçĕ орденпа 13 медале тивĕçнĕ ветеран 94 çула темиçе уйăх пурăнса çитеймерĕ.