Килти выльăх халь килех таврăнать

4 Июн, 2015

Хаклă вулакансем! Сирĕнтен канаш ыйтса çыратăп. Хамăр ялти якăлти хĕрарăмсемпе тертленсе çитнĕрен алла ручка тытрăм.

Упăшкисем иртĕхтернĕ арăмсем пирĕн пĕчĕк ялта та туллиех. Çавсене пулах колхоз саланчĕ. Колхоза тухма-и? Пахча çимĕç те лавккаран туянакан пулчĕç, хура çĕр çинче чакаланса тар тăкмаççĕ. Ир тăрса ĕçе чип-чиперех çÿрекенскерсем куç умĕнчех пăсăлчĕç. Арçыннисем Мускавран укçа илсе килессе кăна кĕтсе лараççĕ. Вĕсене черетлĕ хут ăсатсан пуçлаççĕ вара çуралнă кунĕсене уявлама... Çулталăкра икĕ хут та çуралаççĕ пулас... Манăн хуняма вĕсем пирки «шапа праçникне пуçларĕç-ха» тет. Упăшкисем тыттарса хăварнă укçи лешсем тепĕр хут çаврăнса çитиччен те çитмест. Лавккари хулăн тетрадьре вĕсен ячĕсем çутатса кăна тăраççĕ. Ĕçчĕр, çиччĕр, манăн ĕç çук тейĕттĕм. Тĕсрен улшăнма пуçланă питлĕскерсем ман пеккисене лăпкă пурăнма параççĕ-и-ха? Киккирикĕсем хĕрсенех вĕсене арçын кирлĕ. Вăтанса тăмаççĕ, йĕркеллĕ çемьесене аркатма та намăсланмаççĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.