- Чăвашла верси
- Русская версия
Чăваш хушшинче хĕрарăма хисеплекен арçын пурах
Кăçал Раççейре - Литература, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнă май кĕнеке презентацийĕ тăтăшах иртет. Иртнĕ эрнере çыравçăсен пĕр ушкăнĕ Наци библиотекинче пухăнчĕ. Уявăн тĕп хăнисем - Элĕк районĕнчи Ураскилтре пурăнакан Ливерипе Анфиса Федоровсем.
80 çула çывхараканскерсем нумаях пулмасть... кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларма тытăннă. Кĕске вăхăтрах вĕсен шучĕ вунçиччĕпе танлашнă. Пĕрремĕшĕ - «Пурнăç çулĕ» - 2008 çулта кун çути курнă. Каярахпа «Тăван ялăм Ураскилт», «Ырă кун, ял-йыш», «Çул хыççăн çул», «Хĕвел анчĕ ял хыçне», «Кантăкран курăнать шуçăм», «Пĕрле ÿснĕ тусăмсем», «Хамăр ялсем» тата ыттисем пичетленнĕ.
Ялта пурăнаканскерсен хăй вăхăтĕнче роман-повеç çырас шухăш пуçра та пулман. Халĕ вара хăйсен таврашĕнчи тавралăха сăнлакан, ентешĕсен кун-çулĕпе паллаштаракан, ял пурнăçне кăтартакан очерксемпе тĕрленчĕксем, калавсем çыраççĕ ватăсем.
Халăхра вăй тапать
- Кун пек çынсем пурри халăхра тапса тăракан вăй пуррине пĕлтерет, - пархатарлăн хаклать Федоровсен пултарулăхне ЧР Писательсен союзĕн ертÿçи Юхма Мишши. - Шупашкара килсен пирĕн пата еплерех лекнине те кăсăклăн каласа кăтартать вăл. «Писательсен çуртне çитсе килем терĕм. Автобусран ансан ниçта кайма пĕлменрен инçех мар тăракан икĕ полицейски патне пытăм. Шăпах вĕсем тĕллесе ячĕç те», - тет. Ун чухне 9 кĕнеке кăларнăччĕ Ливерий Васильевичпа Анфиса Лукинична. Мĕн çăмăлпа çÿренине ăнлантарчĕ. Ун чухне мана çакă савăнтарчĕ: «Эпĕ хам пирки шухăшламастăп-ха, арăма чыс тăвасчĕ», - терĕ арçын. Чăваш хушшинче хĕрарăма хисеплесси пурах. Ливерий Васильевич - çакăн пек арçынсенчен пĕри.
Тăван халăх мăшăр пирки каланă чухне те «арăмĕпе упăшки» тет. Арăмсене хисеплени çакăнта та палăрать. Вырăсла вара - «упăшкипе арăмĕ».
Икĕ кĕнеке кăларсан союза кĕме ирĕк пур. Çапла Федоровсене те хамăр йыша илтĕмĕр. Питĕ пархатарлă та ырă кăмăллă вĕсем, - лайăх енчен çеç палăртать Федоровсене Михаил Николаевич.
Пархатарлă ĕçне тивĕçлĕ хакланăранах-тăр Ливерий мучи Алексей Талвир, Иван Яковлев премине те тивĕçнĕ.
- Хăш-пĕр чухне юнашар ларса çыратпăр. Хĕрарăмăн урăх ĕç те нумай та, çавăнпах тепĕр чухне вăл савăт-сапа çунă май каласа пырать, эпĕ шухăшăмăрсене хут çине куçаратăп, - савăнăçлăн пĕлтерет арçын.
Мăшăрне хисепленĕренех ĕçе хăй кăна мар, иккĕшĕ тунине палăртать. Анфиса Лукинична та кĕнеке хыççăн кĕнеке тухнинче хăйĕн тивĕçĕ те пуррине чухлатех. Хăйне евĕр кăсăклă самант та пулнă-ха ялта. Хĕрарăм пĕррехинче: «Эпĕ каласа пыратăп, старик - çыраканни», - тесе шÿтленĕ. Çакăн хыççăн чылайăшĕ Ливерий мучие: «Çыравçă тесе ахалех мухтанатăн, арăму каланине çеç пичетлетĕн вĕт», - тенĕ.
Мăшăр пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе хайлав хыççăн хайлав çырни - хăйне евĕр тĕлĕнмелле пысăк ĕç.
Çирĕп кăмăллă
хĕр
54 çул пĕрле Федоровсем. Вĕсем çине пăхсан çемье телейпе те савăнăçпа кун кунлани пирки пĕр иккĕленÿ те çук. Пĕр-пĕрин çине халĕ те ăшшăн пăхаканскерсем ĕмĕрне юратупа килĕшÿре ирттерни куç кĕретех. Паллах, кун-çул тумхахсăр пулмасть. Анчах алăран алă çавăтăнса утсан темле йывăрлăха çĕнтерме те чылай çăмăлрах.
Пĕр ялтах çитĕннĕ вĕсем, пĕр шкултах вĕреннĕ.
- Пĕр кукăртах пурăнаттăмăр. Астăватăп: çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа та çÿретчĕ вăл, - йăл кулать Ливерий Васильевич.
Авланасси пирки, тен, каярах та шухăшлама пуçлĕччĕ-и çамрăк? Анчах амăшĕ çĕре кĕнĕ. Хĕрарăм аллисĕр пурнăç юхăнать-çке, хуçалăх саланать. Анфиса çинчен шухăшласа илет Ливерий.
- Эпĕ ун чухне Куславккара ĕçлеттĕм. Сурхурие киле килтĕм. Кÿршĕсем патĕнче улах ларатчĕç. Эпĕ те каçрăм. Анфиса та пынăччĕ. Чăваш кĕпипе ытармалла мар чиперччĕ. Ăсатам тесе пĕрле тухрăм. Вăл манпа килĕшесшĕн мар. Турткаланнине пăхмасăр алăкĕ умнех çитертĕм. Кăштах калаçса тăрас шухăш пурччĕ. Хĕр мана итлесшĕн те пулмарĕ - алăка шăлтăр-шалтăр хупса кĕрсе кайрĕ. Тухать-и тесе кĕтрĕм - усси пулмарĕ. Çавăн хыççăн пушшех килĕштертĕм ăна. Ÿкерчĕкри пекех илемлĕччĕ вăл. Яланах таса çи-пуçпа çÿретчĕ. Пичĕ çутăччĕ. Ял хĕрĕ çирĕп кăмăлĕпе те çавăрттарчĕ çав, ыттисем пек якăлтатмастчĕ вăл, - мучи куçĕ умне иртнине паянхи пекех кăларать.
Калавшăн - преми
- Çурт çав тери пĕчĕк те юхăннăччĕ. Çумăр çусан та сĕтел айне кĕрсе лараттăмăр.
1959 çулта салтакран отпуска килтĕм. Çакăн хыççăн министерствăна çыру ятăм: киле ямашкăн ыйтрăм. «Совет Союзне эпĕ салтак пулса çеç мар, колхозра тăрăшса та усă кÿреетĕп», - терĕм унта. 1960 çулта салтакран таврăнтăм. Анне чирлĕ выртатчĕ, 3-мĕш класа каякан шăллăма пĕччен йывăр-çке. Çавăнпах киле янишĕн савăнтăм.
Чаçре хамăр тăрăхран Шоркин ятлăскер пурччĕ, апат-çимĕç складĕнче ĕçлетчĕ. «Чăваш чăваша пушă алăпа ан яр ĕнтĕ, ман валли сумка хатĕрле», - терĕм ăна. Тĕрлĕ консерва пуçтарчĕ вăл. Эпĕ ăна уншăн, паллах, укçа патăм. Ун чухне чаçре «Боевое знамя» хаçат тухатчĕ. Калав çырма конкурс йĕркеленĕччĕ унта. Пĕрремĕш вырăн йышăнакана 150 тенкĕ пама шантарнăччĕ. Çавна тивĕçрĕм те.
Çĕмĕрлере икĕ çăкăр туянтăм. Киле çитрĕм те аннепе шăллăм йĕрсех ячĕç. Вĕсен çимелли те çукчĕ. Пÿрт те сивĕччĕ. Хутма вутă та çукчĕ. Кÿршĕсенчен çунашка илсе вăрмана чупрăм. Хăрăк юман нумайччĕ унта. Пĕр çунашка тиесе таврăнтăм. Хирĕç леçник пулчĕ тата. Эпĕ чĕрĕ йывăç касманнине, хăрăккине çеç пуçтарнине ĕненесшĕн пулмарĕ ÿсĕрскер. Юрать унпа пĕрле хамăр ял çынни пурччĕ. «Тăлăх ача, ан тив ăна», - терĕ вăл, - каласа кăтартать Ливерий Федоров.
Ырă çынсем пурах
Салтакран таврăнсан тепĕр кунах ял ачисемпе вăрмана ĕçлеме кайнă яш. Çăва тухсан комсомолăн районти комитетне ĕçе илнĕ ăна.
- 750 тенкĕ çеç тÿлетчĕç. Ун чухне вăл укçа та марччĕ. Манăн пÿрт хăпартмалла-çке. Пĕренисене турттартăм-ха. Тата платниксене тара тытмалла-çке, хăмине те туянмалла. Пĕр тĕпренчĕк çăнăх та çукчĕ. Райком председателĕнчен Николай Федоровран пулăшу ыйтрăм. Çапла банкпа мана ссуда пама калаçса татăлчĕ. Документсем илсе килме каларĕç. 5 пин тенкĕ парса та ячĕç. Пÿрт туса лартрăмăр унпа. Часах укçа тÿлемелли хут та килме тытăнчĕ. Манăн ĕç укçипе ăна тÿлеме йывăр пулать тесех арăма хăварса нухрат пухма аякка тухса кайрăм.
Çĕр çинче тĕлĕнтермĕш пурах. Красноярска çитрĕм. Вокзал çумĕнчи пĕр сак çинче шурсухал ларать. Сăнĕпе Турă пекех туйăнчĕ вăл мана. Туйи те çаплахчĕ. Манпа тÿрех калаçмарĕ-ха. Эпĕ те чĕнме хăрарăм. Кайран тин: «Ывăлăм, ăçта каятăн?» - тесе сăмах хушрĕ. Эпĕ те вăй илтĕм. Çапла хамăн хуйха пĕлтертĕм. «Ăçта каймалла-ши?» - тетĕп. Вăл мана Норильска кайма сĕнчĕ. Çулне те ăнлантарчĕ. Мана, укçасăр юлнăскерне, 500 тенкĕ парса ячĕ. Çул çинче пĕтрĕ вăл. Норильскра икĕ çамрăк ачана тĕлпултăм. Вĕсенчен пĕр татăк çăкăр ыйтрăм. Какайпа та хăналарĕç хайхисем. Çапла ырă çынсен тĕлне пĕрре мар пулнă эпĕ, - ăшшăн калать арçын. Вĕсене курах хăй те çынпа тараватлă пулма тăрăшни те палăрать.
Ватлăхри киленĕç
3 çул шахтăра ĕçленĕ кил хуçи. Çак вăхăтра Анфиса Лукинична мăшăрне хĕр парнеленĕ. Упăшки таврăнсан тата икĕ хĕр çуратнă. Хĕрарăм ĕмĕрĕпех колхозра тăрăшнă. Арçын тăван тăрăха таврăнсан 28 çул вăрманта тар тăкнă. Пенсие тухсан та килте ларас килмен унăн, çавăнпах район хаçачĕпе çыхăну йĕркеленĕ. Тĕрлĕ статья пичетленĕ унта. Анчах çулсем иртнĕ май тухса çÿреме йывăрланнă. Сывлăхĕ хавшанине хăй те туйнă мучи. Çавăнпах килте кĕнеке çырма тытăннă та.
Вĕсене кун çути кăтартма мăнукĕ Саша пулăшать. Шупашкарта ĕçлекенскер кукашшĕпе кукамăшне савăнтарма хавас. Çавăнпах çĕнĕ хайлавсене тĕрлĕ типографие çитерет.
Çемьере юратупа шанчăклăх пулмаллах. Федоровсем - çакăн тĕслĕхĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене «Юратупа шанчăклăхшăн» орден медалĕпе чыслама сĕннĕ. Вĕсем çак чыса чăнласах тивĕç.
Ватлăхра тупнă киленĕç мăшăра малашне те илĕртсе, хавхалантарса пырĕ.
Татьяна НАУМОВА.
Комментировать