Хушма хуçалăха пулăшма

29 Мая, 2015

Хушма хуçалăха аталантарма кредит илекенсен йышĕ çулсеренех ÿссе пырать. Раççей ялхуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ апрельте хушма хуçалăха аталантарма паракан кредит ставкине 4 процент чакарчĕ. Нумай пулмасть вара унăн виçине каллех пĕчĕклетрĕ. Çĕнĕлĕхпе банкăн Чăваш Енри филиалĕн директор çумĕ Николай Федотов паллаштарать.

- Николай Дмитриевич, банкăн Чăваш Енри филиалĕнче процент ставкине чакарни мĕнпе çыхăннă-ши?

- Раççей ялхуçалăх банкĕн комитечĕ филиал ял çыннисене кредитлассипе лайăх ĕçленĕрен тата кредит портфелĕ пысăк пулнăран процент ставкине татах пĕчĕклетме йышăннă.

АПК отрасльне аталантарассипе йышăннă наци проекчĕпе, программăпа Раççей ялхуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ хушма хуçалăх валли 46 пин кредит, ?9,3 млрд тенкĕлĕх% панă. Ку регионсем хушшинче те лайăх кăтарту. Иртнĕ тапхăрта тухăçлă ĕçлесе пынăран халĕ республикăра пурăнакансем тата çăмăлрах условисемпе кредит илме пултараççĕ. Ставкăна 2015 çулхи октябрĕн 25-мĕшĕччен пĕчĕклетнĕ. Çак вăхăта малалла та тăсма шанăç пур.

- Кредитпа мĕнле тĕллевпе усă кураççĕ?

- Чи малтан çакна палăртмалла, хушма хуçалăха аталантарма паракан кредит кил хуçалăхне çĕнетме, пулăшма каймалла. Ялта пурăнакансем хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк тытаççĕ, сад ĕрчетеççĕ, пахчаçимĕç туса илеççĕ. Чĕртавар çемье, сутлăх валли те çитет. Паллах, çакă та укçа хывмасăр, аталантармасăр пулмасть. Ял çыннисене харăсах пысăк укçа кăларса хума йывăр. Çăмăллатнă кредит вара вĕсемшĕн пысăк пулăшу.

Раççей ялхуçалăх банкĕнчен илнĕ кредитпа çынсем пĕчĕк техника туянма, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме, чĕртавара тирпейлеме оборудовани илме пултараççĕ. Çавăн пекех удобрени, топливо, техника юсама саппас пайĕсем валли тăкаклама, вите-сарай çĕнетме те юрать.

- Чăн та, кредит пулăшăвĕпе чылай ыйтăва татса пама май пур. Кредит илме мĕн кирлĕ?

- Банкран кредит илес тесен документсем пуçтармалла. Документсен пакечĕ ытти банксенчен уйрăлса тăмасть. Хушма хуçалăха аталантарма кредит илнĕ чухне предприятие е уйрăм çынна поручитель тума, куçакан е куçман пурлăха салука хывма пултараççĕ. Унсăр пуçне кредит хисепне шутласа панă чухне поручителĕн, хушма хуçалăхран илекен тупăшсене те шута илме хатĕр.

- Хушма хуçалăха аталантарма паракан кредит тĕлĕшпе Раççей ялхуçалăх банкĕн ятарлă сĕнÿ пур-ши?

- Çулталăк пуçламăшĕ çĕршыв экономикинче лару-тăру çивĕчленнипе палăрчĕ. Çакна пăхмасăр Раççей ялхуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕ хушма хуçалăхсене кредит пама чарăнмарĕ. Патшалăх вара процент ставкине субсидилес виçене ÿстерчĕ. Çавăнпа хушма хуçалăха аталантарма кредит илекенсен çакă усăллă пулнине ăнланмалла. Мĕншĕн тесен процент ставкин çуррине субсиди саплаштарать.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енри филиалта хушма хуçалăх валли паракан кредитсен пур ставкине те чакарнă. Банкăн кун пек программа виççĕ: «Кредит на развитие личного подсобного хозяйства», «Успешный партнер» для граждан, ведущих личное подсобное хозяйство», «Рефинансирование кредитов граждан, ведущих личное подсобное хозяйство». Ку ыйтупа тĕплĕрех Раççей ялхуçалăх банкĕн Чăваш Енри хушма офисĕсенче ыйтса пĕлме пулать. Шупашкарта ыйтса пĕлмелли телефон: 8 (835) 66-22-06.

РФ Тĕп банкĕн 3349-мĕш номерлĕ генеральнăй лицензийĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.