Катаччи - экскаваторпа!

28 Мая, 2015

Çапла, мотоциклпа-мĕнпе кăна мар, груз турттаракан транспорт хатĕрĕсемпе те катаччи чупма пулать. Анчах экскаваторпа ярăнтăм тенине халиччен илтмен, тупата. Канаш районĕн арçынни вара ярăннă...

Канаш районĕнчи Муллавар ялĕ патĕнче автоçула юсакан рабочисем смена вĕçленнĕ хыççăн каçхине экскаватора ялти пĕр çурт патне лартса хăварнă. Пысăк техникăна кашни кун унталла-кунталла сĕтĕрсе çÿрейместĕн вĕт. Хайхи ялта пурăнакан 41 çулти арçын вара çакăнпа усă курнă та. Экскаватор кабинине кĕрсе ларнă, двигателе хута янă - ял урамĕпе малалла! Ÿсĕрскер хăçанччен катаччи чупатчĕ-ши - калама хĕн, юрать-ха, пуçтаха полици сотрудникĕсем тытса чарнă. Малтанлăха ун пирки адмпротокол çырнă. Анчах уголовлă ĕç те çуралма пултарать. Уголовлă кодекс чĕлхипе хаклас-тăк, тĕрĕссипе, вăл транспорт хатĕрне правăна пăсса ярса илнĕ вĕт.

Н.НИКОЛАЕВ.

Автор: