Юратма... пĕлекенсем

15 Фев, 2014

Пĕлтĕр Москакасси тăрăхĕ йыш хушас тĕлĕшпе районта пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унта 54 /!/ пепке çут тĕнчене килнĕ. Ял çĕнелсе аталанни куç умĕнчех. Кермен пек çуртсем хăпартнă халăх. Чăнах, пĕри тепринчен лайăхрах пурăнасшăн.

Ситуккассинчи Сорокинсем, тĕслĕхрен, кирпĕчрен чи малтан хăйсене ятăн йăва çавăрнипе паллă. Унтанпа шалтан та, тултан та хăтлăлатнă ăна килĕшÿллĕ мăшăр. Çав килте 3 тĕпренчĕкне юратса, ĕçе вĕрентсе çитĕнтернĕ. Ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнчи Юрий Ермолаевичпа Калерия Порфирьевна «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» медале тивĕçнĕ.

Мăнуксем... ташлаттараççĕ

«Тăпăрч юхтартăмăр, симĕс сухан татрăмăр та хĕрпе кĕрÿ килне мăнука курма кайрăмăр», - каласа кăтартаççĕ вĕсем. Хăнасем килсен кил хуçи арăмĕ хыпалансах хуран кукли пĕçерме пуçланă. 5 уйăхри Антон куç умĕнчех çитĕннишĕн мĕнешкел хĕпĕртеççĕ çывăх çыннисем. Юрий Ермолаевичпа Калерия Порфирьевна аслă мăнукĕсен çитĕнĕвĕсемпе те кăсăклансах тăраççĕ. Унччен те пулмарĕ, 1-мĕш класра вĕренекен Женьăпа пĕрле килти ĕçсем пурнăçлама ларчĕç вĕсем. Арçын ача кукашшĕпе кукамăшне букварьти чăвашла сăвăсене вуласа кăтартрĕ. «Мăнуксемпе çав тери хаваслă. Хăнана килсен хăйсемпе пĕрле мана та ташлаттараççĕ», - тет кулса çемье пуçĕ.

Хисеп

«Арăмĕпе упăшкин пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшмалла, хисеплемелле, йăнăшсан каçарма пĕлмелле. Юратнине ĕçпе çирĕплетмелле», - ăса вĕрентет Калерия Порфирьевна. 40 çула яхăн Орининри, Москакассинчи шкулсенче ĕçленĕ вăл. Математика вĕрентнисĕр пуçне директор çумĕн тивĕçĕсене пурнăçланă.

Юрий Ермолаевич ĕмĕр тăршшĕпех водительте тăрăшнă. Салтака кайиччен те, хĕсметрен таврăнсан та тĕлли-паллисĕр çÿресе курман вăл. «Сана намăс кăтартасранах эрех ĕçместĕп», - упăшки çапла калани арăмне хисеплени мар-и вара? «Эпĕ ăна çакăншăн халăх умĕнче те пĕрре мар тав тунă. Тĕнчере хитри нумай пуль. Анчах вăл айккине каяс шухăшпа пурăнман. Уншăн та мăнаçланатăп унпа», - хушса хурать хĕрарăм.

Арçын вулама юратать. Малтан та машина чарсанах аллине кĕнеке тытнă вăл.

Ачасен пулăшăвĕ

Ачасем килте ĕçлени - ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк пулăшу. Пĕчĕклех куршанак çыпăçнă вĕсен çумне. «Хăш чухне ĕç йĕркине хут çине çырса хăвараттăм», - ăнлантарать хĕрарăм. Чăнах, кашнинех пушă вăхăтпа тĕллевлĕ усă курма хăнăхмалла. Унашкалли пурнăçра та хăйĕн вырăнне часах тупĕ.

«Ахаль ларсан юн çывăрать. Ыратсан та вăрах выртмалла мар. Эмел ĕçсе малалла ĕçлемелле», - çирĕплетсе калать Калерия Порфирьевна. Пахчара ĕçлеме те, выльăх пăхма та ÿркенмеççĕ вĕсем. Акă чÿрече умĕнчи иçĕм çырли хунавĕсем вăй илнĕ. Вĕсене кĕркунне касса кĕртнĕ иккен. «Миçе çулçă кăларма ĕлкĕрнĕ-ши?» - кăсăкланать Женя.

Сорокинсен пахчинче çĕр çырли пысăк вырăн йышăнать. Халĕ анана кăштах пĕчĕклетнĕ. Малтан Шупашкара 26-шар витре çырла сутма çÿренине аса илчĕ мăшăр. Транспорт чарăнăвне кĕвентепе те йăтнă. Ун чухне, паллах, çемйипех пахчаран тухма пĕлмен.

«Ĕç тупаймасăр хăшкăлакан çынсене ăнланмастăп. Республика тулашне каймасăрах укçа тума май пур. Ялта, сăмахран, выльăх самăртма, ĕне усрама пулать», - калаçăва тăсать Калерия Порфирьевна. Хулара та ĕç тупма йывăрах мар паян. Чăн та, ыррине шанакан, пурнăçа йĕркелесе пыма пĕлекен çын ниçта та çухалса каймĕ.

Олимпиадăпа çыхăннă кашни пулăма пĕр журнала пуçтарса пырать хĕрарăм. Çакă историе юлакан пулăма асра тытма пулăшĕ. Унсăр пуçне выльăх-чĕрлĕхпе, медицинăпа, пахчапа çыхăннă усăллă канашсен журналĕсем те ал айĕнчех унăн. Çакă та вăхăта перекетлеме май парать.

Калерия Порфирьевна юрлама-ташлама ăста. «Шураппа» фольклор ушкăнĕпе пĕрле Юнкăна концертпа кайма хатĕрленетчĕ вăл. Москакасси тăрăхĕнчи хĕрарăмсене пур çĕрте те хапăлласа йышăнаççĕ. Ахальтен мар пĕлтĕр 20 ытла концерт йĕркелеме вăй çитернĕ çак ушкăн.

Марина ГРИГОРЬЕВА.

Муркаш районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.