Çын пурнăçĕ мĕн хак?

26 Мая, 2015

Тĕнчере укçа хуçа пулса тăнă чухне çынлăх, чыс, хисеп тени хăвăрт манăçа тухать иккен. Чăштăр-чăштăр хутшăн çын теприн пурнăçне татма та хатĕр.

Вăрмар тăрăхĕнче пулса иртнĕ инкек шухăшлаттарать. 32 çулти арçын хĕрарăм пурнăçне тискеррĕн татнă. Хальхинче ăна укçа мар, кил хуçин кайăк-кĕшĕкĕ канăç паман. Хуçалăхра чăх-чĕп йышлă усранине аван пĕлнĕ. Эппин, çимĕçсĕрех лармасть. Хайхискер хуçи курман хушăра пĕр витре чăх çăмартипе виçĕ чăх хĕстерсе тухнă. Икĕ ураллă «тилĕн» вăрттăн ĕçне хăвăрт сиснĕ. Тăвансем преступник хыççăнах çула тухнă. Вĕсене вăрă сиввĕн кĕтсе илнĕ. Пурлăха тавăрса пама ыйтсан урсах кайнă, 48 çулти арçынна пĕр хĕрхенмесĕр çĕçĕпе чикнĕ. Унтан хăвăрт кăна тухса тарнă. Аманнă çынна васкавлăн больницăна ăсатнă, анчах вăл йывăр сурана пула ĕмĕрлĕх куçне хупнă.