Влаç органĕсен çынсене пулăшмалла

26 Мая, 2015

Майăн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикин вĕренÿ тытăмĕ ППЭ ирттерме мĕнлерех хатĕрленни çинчен ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ. Кăçал 11-мĕш класран вĕренсе тухакан 6,5 пин çамрăка пĕтĕмĕшле аттестаци кĕтет. Паян экзаменсен тĕп тапхăрĕ пуçланать. Маларахри çулсенчи пекех нумайăшĕ обществознани, физика, биологи, хими, информатика предмечĕсене суйласа илнĕ.

Министр палăртнă тăрăх - ППЭ тытма хатĕрленнĕ май хăрушсăрлăхпа, уççăнлăхпа тивĕçтерес ыйтусене уйрăмах тимленĕ. Ăна ирттерекен вырăнсене видеосăнав тытăмĕсене вырнаçтарнă, общество сăнавçисене ытларах аккредитациленĕ, экзамена хутшăнакансене пурне те металл шыракан хатĕрсемпе тĕрĕслеççĕ.

«Эпир мĕнпур экзамена чи çÿллĕ шайра ирттерме хатĕр. Шансах тăратăп, шкул пĕтерекенсен тивĕçлĕ кăтартусем пулĕç», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Сергей Димитриев нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрас енĕпе предприниматель ĕç-хĕлĕ валли лицензисем панин кăтартăвĕсем çинчен каласа панă. Лицензие майăн 1-мĕшĕччен илмелле пулнă. Çак вăхăт хыççăн ку ĕç-хĕле лицензисĕр пурнăçлама юрамасть.

Чăваш Ен территорийĕнче нумай хваттерлĕ 4980 çурта /пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 12 пин тăваткал метр/ 163 управляющи организаци пăхса тăнă. Апрелĕн 1-мĕшĕччен вĕсенчен лицензи пама 147 ыйтса çырни килнĕ, çав шутра 145-шĕ - хальхи управляющи организацисенчен тата 2-шĕ - çак енĕпе ку таранччен ĕçлеменнисенчен. 18 управляющи организаци ыйтса çырни тăратман.

119 управляющи организацие /81%/ лицензи пама йышăннă, 28-не /19%/ паман. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çак рынокра тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен управляющи компанисен çеç юлмаллине палăртнă.

Шупашкарта майăн 18-23-мĕшĕсенче иртнĕ пĕтĕм тĕнчери VIII кинофестиваль пĕтĕмлетĕвĕсемпе ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Алексеева паллаштарнă. Кинофорум вăхăтĕнче 110 мероприяти, 7 тĕлпулу тата ăсталăх класĕсем, 3 пресс-конференци йĕркеленĕ. Унта республикăра пурăнакан 20 пин çын хутшăннă.

Çавăн пекех «Кăкшăм» микрорайонта пурăнакансемпе «Лидер» ООО строительство организацийĕ хушшинчи хирĕçтăрăва еплерех татса панипе çыхăннă ыйтăва пăхса тухнă. Михаил Игнатьев аса илтернĕ тăрăх - çак ыйтăва татса пама иртнĕ эрне пуçламăшĕнче Шупашкар хулин администрацийĕпе тата «Кăкшăм» микрорайонĕнче пурăнакансемпе пĕрле канашлу ирттернĕ. Ведомствăсен хушшинчи комисси йĕркелеме йышăннă.

Комисси ĕçĕ çинчен Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков пĕлтернĕ.

Аталантарма палăртнă территорире хăйсем тĕллĕн туса лартнă çуртсене инвентаризациленĕ. 289 çурта куçарас пулать. 90 çурт çыннисене куçарасси çинчен килĕшсе татăлнă. Комисси членĕсем кунта пурăнакансен сĕнĕвĕсене, асăрхаттарăвĕсене итленĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх - влаç органĕсен тĕллевĕ - çынсене капланса çитнĕ ыйтусене татса пама пулăшасси.

Пĕтĕм Раççейри «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов партин регион уйрăмĕ депутатсен Шупашкар хула Пухăвне сентябрьте муниципалитет суйлавне кандидатсем тăратас енĕпе маларах сасăланин пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарнă. Хăйĕн кандидатурине кирек хăш парти представителĕ те, çавăн пекех партире тăман кандидатсем те сĕнме пултарнă. Пурĕ 178 çынна регистрациленĕ. Суйлав участокĕсем 106 пулнă. Мероприяти йĕркеллĕ иртнĕ. Сасăлава Шупашкарта пурăнакан 51 пин çын /суйлавçăсен пĕтĕмĕшле йышĕнчен 14% ытла/ хутшăннă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ сасăланисене пурне те тав тунă.

А.ЛЬВОВА

Рубрика: