Хăй тĕллĕнех сиплеме тăнă та...

25 Мая, 2015

Муркаш районĕнчи 27 çулти çак хĕрарăм ачине çухатнă - хĕрхенмелле ĕнтĕ. Анчах пĕчĕкскерĕн вилĕмĕшĕн амăшĕн явап тытма тивет.

Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Хĕрарăм тĕлĕшпе асăрханмасăр çынна вилĕм кÿнĕшĕн айăплав тăратнă. Верси çапларах: кăçалхи февралĕн 11-мĕшĕнче хĕрарăм Муркаш районĕнчи аптекăсенчен пĕринче врач рецепчĕсĕрех эмелсем туяннă. Çав шутра «Лидокаин» та пулнă. Медицина пĕлĕвĕсĕрскер врачпа канашламасăрах шăпах çав эмелпе 4 çулти ывăлне укол тунă. Пĕчĕкскерĕн ангина амаланнă пулас та - амăшĕ ачана пулăшас тенĕ ĕнтĕ. Анчах эмел мĕнле витĕм кÿме пултарассине пĕлмесĕр мышцăна тунă укол хыççăн ача шыçăнса кайнă - медиксем кунашкаллине «ангионевротический отек» теççĕ. Çук, унăн пурнăçне шурă халатлисем те çăлса хăварайман - ача кăштахран Муркаш районĕн тĕп больницин реанимаци уйрăмĕнче сывлама пăрахнă.

Уголовлă ĕçе район судне тишкерме панă ĕнтĕ. Вырăнти прокуратура вара хĕрарăма хайхи эмеле врач рецепчĕсĕрех сутнă аптека хуçи тĕлĕшпе административлă правăна пăсни çинчен калакан ĕç пуçарнă. Сăмах предпринимательлĕх енĕпе ятарлă ирĕкре палăртнă условисене пăхăнмасăр ĕçлени пирки пырать. Адмĕçе ЧР Арбитраж сучĕ тишкерет.

К.НИКОДИМОВ

Рубрика: